Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă салтак

11 июня 2005 г.

Муркаш районĕнчи яшсем çар службине кайсан та салтак тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, ашшĕсемпе аслашшĕсен ырă йăлисене малалла тăсаççĕ. Çакна вуншар тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Паянхи çамрăксем хушшинче Раççей Геройĕн ятне тивĕçни те (Евгений Борисов), орденсемпе медальсем иднисем те сахал мар.

1986 çулта çуралнă Э.Н. Париков иртнĕ çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче çара кайнă. Хальхи вăхăтра Астрахань облаçĕнчи стратегилле ракета çарĕнче службăра тăрать, çав вăхăтрах чаçри вĕрсе каламалли оркестрта кларнетпа, трубапа вылять. Халĕ вара хăйĕн ăсталăхне çамрăксене парать.

Эдуард Париков çара каиччен малтан Шомикри тĕп шкулта, ун хыççăн Калайкассинче вĕреннĕ. Шомикри Культура çуртĕнче диджей пулса  3 çул ĕçленĕ. Çамрăксем хушшинче ялта та хисепе тивĕçнĕрен ăна хĕсмете савăнăçлă лару-тăрура чысласа ăсатнă, салтак ятне çÿлте тытса тăма пехиллесе парнесем панă. Çара каиччен çар комиссарĕ янипе РОСТОра водителе тата автоэлектрике вĕреннĕ. Пултаруллă салтакпа хăйсен чаçĕнче те кăмăллă. Хальхи вăхăтра вăл çак адреспа службăра тăрать: г. Знаменск-4, в-ч 75376, РМТО 416540.

Çĕршыва хÿтĕлесси – кашни гражданинăн таса тивĕçĕ. Çакна районти çамрăксем лайăх ăнланаççĕ, район чысне çÿлте тытаççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика