08 июня 2005 г.
Кăçал эпир пиллĕкмĕш хут Социаллă сферăра ĕçлекенсен кунне паллă тăватпăр. РФ Президенчĕ çак кун пирки 2000 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче 179 № ятарлă указ йышăннă.
Район администрацийĕн социаллă политика управленийĕ мĕнле кĕтсе илет хăйсен професси кунне, мĕнле тивĕçсем пурнăçлать вăл паян?
Район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, социаллă политика управленийĕн ертÿçипе Н.П. Петровапа тĕл пулнă, хăйсен ĕçĕпе паллаштарма ыйтнă.
- Нина Пантелеевна, эсир социаллă хÿтлĕх управленийĕн тивĕçĕсене мĕнре куратăр?
- Пирĕн ĕçе хаклама виçе çук та пуль, мĕншĕн тесен вăл куçа курăнмасть. Тĕп тивĕç вара - çынсене пулăшасси, вĕсемшĕн тăрăшасси. Хальхи вăхăтра тĕрлĕрен условисенче пурăнакансем пур. Пурнăç шайĕ пĕчĕк, нумай ачаллă çемьесене, ветерансемпе инвалидсене паян уйрăмах пулăшу кирлĕ. Социаллă хÿтлĕх управленийĕ шăпах вĕсем çине тимлĕх уйăрать те ĕнтĕ.
- Социаллă хÿтлĕх управленийĕ ытларах мĕнле ыйтусемпе ĕçлет?
- Пирĕн управлени çăмăллăхсемпе тивĕçтерессипе, субсидисем, социаллă пособисем парассипе ĕçлет. Унсăр пуçне «Социаллă пулăшу паракан центр» муниципаллă учреждени пур. Вĕсем çынсене тĕрлĕрен япаласемпе пулăшаççĕ, киле пырса та пулăшу параççĕ, кунтах çемьесемпе тата ачасемпе ĕçлекен уйрăм пур. Районта ветерансен виçĕ çуртĕнче: Турайра, Мăн Сĕнтĕрте тата Тренккăра 35 ватă çын пурăнать. Вĕсене унта лайăх пăхаççĕ, ветерансем хăйсене килти пекех туяççĕ. Унсăр пуçне çул çитмен ачасем валли социаллă реабилитаци центрĕ ĕçлет.
- Ытти енĕпе мĕн калама пултаратăр?
- РФ «Ветерансем çинчен», «Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» саккунсем, ЧР «Ача пур граждансене патшалăх пособийĕсем парасси çинчен» саккунĕ, «Аслă ăру», «Чăваш ен ачисем» т. ыт. тĕллевлĕ программăсем те туллин пурнăçланаççĕ. Районти 180 пĕччен ватăна 172 социаллă ĕçчен пăхса тăрать.
Сăмах май каласан, районта пурăнакансенчен 40 ытла категорийĕ тĕрлĕрен çăмăллăхсемпе усă курать.
Ку управленире ĕçлекенсен тивĕçĕсем çителĕклĕ. Ача пособине, сăмахран, 3703 çемьере 6000 ачашăн тÿлеççĕ. Коллективри кашни ĕçчен тĕрлĕ ыйтусемпе килнĕ çынпа тимлĕ пулма, вĕсен ыйтăвĕсене вăхăтра татса пама тăрăшать. Социаллă сфера ĕçченĕсен çапла пулмалла та.
Тĕрлĕ саккунсемпе программăсене пурнăçланă чухне эпир районти ытти учрежденисемпе тата район администрацийĕн пайĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Сăмахран, ватă çынсене тĕрлĕрен пулăшу панă чух РФ Пенси фончĕн Муркашри уйрăмне асăнмасăр иртме çук. Ачасемпе ĕçленĕ чух пире районти ĕçпе тивĕçтерекен центр, вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕ пысăк пулăшу параççĕ. Вĕсене уншăн тав сăмахĕ калас килет.
Районти тĕп больницăра ĕçлекенсемсĕр те пурăнаймастпăр эпир. Вăрçă участникĕсемпе инваличĕсене сипленĕ чухне те, çул çитмен ачасемпе ĕçленĕ чухне те, реабилитаци палатинче ачасен сывлăхне çирĕплетнĕ чухне те вĕсем социаллă политика управленийĕн ĕçченĕсене пулăшса тăраççĕ.
- Юлашкинчен мĕн калама пултаратăр;
- Юлашкинчен пĕтĕмлетсе çапла каламалла. Чăннипех халăхшăн, çынсене куллен тĕрлĕ пулăшу парса вĕсен пурнăçне лайăхлатса пырассишĕн тăрăшаççĕ Социаллă сфера ĕçченĕсем, ырă кăмăлпа, чăтăмлăхпа палăрса тăраççĕ.
Вĕсене пурне те хăйсен профессиллĕ кунĕ ячĕпе саламлатăп, пурне те ĕçре ăнăçусем, пурнăçра телей сунатăп. Пулăшу ыйтакан, нушаланакан ватă çынсене пулăшнăшăн хăйсене те сăвап пултăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"