Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ниме

08 июня 2005 г.

Аннерен хакли çук,

Вăл çуратнă пире

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашизма çапса аркатнăранпа 60 çул çитнине уявларăмăр. Çĕршер, пиншер чăваш хĕрарăмĕ мăшăрĕсене, ывăлĕсене фронта ăсатнă. Хăй вара вĕсем вырăнне тăрса суха тунă, тылри пĕтĕм йывăрлăха хăйĕн черчен хулпуççийĕ çине тиенĕ.

Çук, алă усман вăл, çĕнтерĕве шаннă, кил ăшшине упранă.

Пирĕн аннесем пек илемли тĕнчере çуках-тăр. Нуши-тертне сахал мар тÿснĕ пулин те чунĕсем хытман вĕсен. Çапла, аллисем йывăр ĕçпе кушăрханă, пичĕсем сивĕ çилпе пĕркеленнĕ, пирĕншĕн вара вĕсем – чи илемлисем, пуринчен хаклисем. Пирĕн аннесем! Чăваш хĕрарăмĕсем!

Çавăнпа Йÿçкасси ял администрацийĕнчи Вăрманкасси ялĕнче Аннесене сума суса палăк лартма шутланине ырламалла кăна. Пирĕн аннесем ячĕпе те палăк пултăр!

Йÿçкасси ял администрацийĕпе «Ударник» хуçалăх дирекцийĕ авалхи чăвашсен ниме йĕркипе çак палăка тума тÿпе хывма кашни ырă çынна чĕнсе калаççĕ. Ĕçлĕ çынсене, хуçалăхсемпе предприятисен, учрежденисемпе организацисен ертÿçисене аяларах илсе  кăтартакан счет çине пултарнă таран укçа-тенкĕ куçарса пама ыйтаççĕ.

Çак пархатарлă ĕçе хутшăнакан кашни çынна чĕререн тав тăваççĕ. Райхаçат страницисенче вара палăк тума хутшăнакансен списокне номертен номере пичетлесе пырăпăр.

Палăк тума укçа куçармалли реквизитсем:

ИНН 2112001535

КПП 211201001

Финансовый отдел МФ ЧР в Моргаушском районе  (МУ «Центр социального обслуживания» л. счет 06148120351)

Расчетный счет 40603810800001000063

Кор. счет 30101810600000000749

БИК 049706749

КБ «Объединенный банк Республики» (ООО) г. Чебоксары.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика