Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăн кун хыççăнхи аслă праçниксем

08 июня 2005 г.

Православи тĕнĕ Мăн кунсăр пуçне 12 Аслă праçнике уявлать. Çав шутран пĕр вăхăтра килмен праçниксем пур. Акă, Мăн кун хыççăн тепĕр 40 кунран Турă пĕлĕте хăпарнине (Вознесение Господне) паллă тумалла. Кăçал вăл июнĕн 9-мĕшĕнчи Кĕçнерни куна килет.

Хăй чĕрĕлнĕ хыççăн Иисус Христос 40 кун хушшинче апостолсемпе тăтăшах тĕл пулнă. Çавăн чух вăл чиркÿсене аталантарассине, чăн Турă тĕнне христиансем хушшинче сарассине вĕрентнĕ. Юлашки тĕл пулура Христос хăйĕн вĕренекенĕсене кĕçех тĕнчене Çветтуй Сывлăш килесси çинчен пĕлтернĕ те тÿпене çĕкленсе кайнă. Христос пĕлĕте çĕкленсен унăн Çĕр çинчи пурнăçĕ вĕçленнĕ. Çапла вара этемлĕхĕн Çынни Иисус Христос Турă престолĕ патне çитсе апостолсем урлă халăха Çветтуй Сывлăш илме хатĕрленĕ.

Мăн кун иртсен 50 кунран, яланах вырсарни кун, Троица праçникĕ пулать. Кăçал ăна июнĕн 19-мĕшĕнче уявлаççĕ. Иисус Христос Çветтуй Сывлăш апостолсем анассине малтанах пĕлтернĕ. Мĕншĕн Троица теççĕ-ха çак праçнике; Мĕншĕн тесен Çветтуй Сывлăш ансан Турă виçĕ сăнлине кăтартса панă. Пĕрремĕшĕ вăл Атте Турă – тĕнчене тăваканĕ, иккĕмĕшĕ – Ывăл Турă - çынсене усалран хăтарса çăлăнăç параканĕ, виççĕмĕшĕ – Таса сывлăш Турă – чиркÿсем туса, кĕлĕсем урлă тĕнчипех христиан тĕнне сарма пулăшаканĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх Виçпĕрлĕх кунĕнче чиркÿсене чечексемпе, йывăç тураттисемпе (ытларах хурăн тураттисемпе) капăрлатаççĕ. Тепĕр кунне – тунти кун чиркÿсенчен уйрăммăн Çветтуй Сывлăш кунне паллă тăваççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика