Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парксемпе садсен çулталăкĕ

28 мая 2005 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров 2005 çула «Парксемпе садсен çулталăкĕ» тесе ят пачĕ. Кашни çулах çавăн пек ят пани ахальтен мар: эппин, вăл е ку тĕлĕшпе ĕçлемелли, уйрăмах тимлĕх уйăрмалли  сахал мар-ха пирĕн. Пăхăр-ха йĕри-тавралла, эпир пурăнакан ялсенче парк картне ларакан парксем, садсем пур-и; Чун туртмалли вырăсем-и вĕсем; Хамăр пурăнакан урамсене тирпейлĕ тытма вĕренсе çитмен те-ха эпир, мĕн калаçмалли пур ытти обществăлла вырăна тирпейлесе пăхсатăрасси пирки.

Тĕслĕх шырама та инçех каймалла мар. Эсир хăвăр умăрпа кÿршĕсен умнелле пăхăр, эпĕ вара сире Йÿçкасси ял администрацине кĕрекен Вăрманкас ялне илсе кайса килем сире. Иртнĕ эрне кун районти адмкомисси хăйĕн черетлĕ ларăвне шăпах унта тухса ирттерчĕ. Тĕрĕсрех каласан, ларăва чĕннĕ 15 çынран нихăшĕн сăмси те курăнмарĕ Унти вĕрентÿпе культура  центрĕнче (ларăва шăпах унта ирттерме палăртнăччĕ).

Йÿçкасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ  В.З. Иванов пĕлтернĕ тăрăх, пур ял çыннисем те пĕлтĕрхи октябрьтех асăрхаттарнă хăйсен умĕнчи йĕркесĕрлĕхе пĕтерме, строительство материалĕсене тирпейлĕ пуçтарса хума. Пуçтаракансем пуçтарнă, пуçтарманнисем, ав, чи халăхсăррисем (Вăрманкассинче çеç вĕсем 15ĕн) паян та вырăнтан та тапранмаççĕ. Пĕтĕм пуянлăха картишне пуçтарса хурсан ял çыннисем те, адмкомисси членĕсем те пĕлмесĕрех юлĕç тенĕ-ши; Халĕ, ав, курчĕç-пĕлчĕç адмкомисси членĕсем те Вăрманкасси урамра сапаланса выртакан пурлăхĕ пирки. Вĕсен хуçисем урам тирпейлĕхне ним вырăнне хуманни çинчен те. Вĕсен çак тирпейсĕрлĕхне Чăваш Республикинчи  Право йĕркине административлă майпа йĕркене пăсни çинчен калакан саккунăн  10-мĕш статйипе килĕшÿллĕн «хак» пачĕç.

Асилтеретпĕр. Çак саккунăн асăннă статйипе килĕшÿллĕн ялсенчи çирĕплетнĕ тирпей-илем кĕртмелли правилăсене пуснăшăн асăрхаттараççĕ е граждансене чи пĕчĕк ĕç укçин икĕ виçинчен пуçласа 10 виçи таран, должноçри çынсене чи пĕчĕк ĕç укçи 5 виçинчен пуçласа 15 виçи таран штраф тÿлеттереççĕ Юридически лицосене 100 виçерен пуçласа 200 виçе таран.

2. Çак ĕçсенех (Çитменлĕхе пĕтерессипе нимĕн те туманшăн) асăннă статьян 1-мĕш пайĕпе çулталăкра административлă майпа явап тытнă хыççăн каллех тусан, граждансене чи пĕчĕк ĕç укçин 5 виçинчен пуçласа 15 виçи таран штраф тÿлеттереççĕ. Должноçри çынсен ку сумма 10 виçерен пуçласа 20 виçе таран пулма пултарать. Юридически лицосен – 200 виçерен пуçласа 300 виçе таран.

Сарлака урам варринче сапаланса, купаланса выртакан вутă-шанкăпа чи пуянни вара  Вăрманкасра Г.И. Макаров хуçалăхĕ пулчĕ. ку енĕпе хирĕç пурăнакан В.П. Петров та вĕсенчен юлмасть. Çулсем хушши мăнаçланса ларакан вутă-шанки купи урлă кÿршĕсем пĕр-пĕрин чÿречине те кураймаççĕ пулĕ. Урам сарлаки чăрмантарнă-ши вĕсене çак таранччен çак çитменлĕхе пĕтерме – 30 çул çав вутă-шанкă никама та чăрмантарман, - В.П. Петровăн Шупашкарти пурăнакан ывăлĕ Илларионов та 8 уйăх хушшинче хапха умĕнчи тирпейсĕрлĕхе пĕтерес тесе пĕр япала та вырăнтан куçарман. Вĕсене чи пĕчĕк ĕç укçин 5 виçи чухлĕ штраф тÿлеттерме йышăнчĕç. Ку ĕçе пуçласа пăрахса янисем 300 тенкĕ, вĕçлейменнисем 200 тенкĕ штрафа «тивĕçрĕç», кăшт вĕçлейменнисене асăрхаттарчĕç. Çак йышăнусене алăран тыттарнă чух Культура çуртне темиçе утăм туса каçайман çÿлерех асăннă статьяна пăсакансем пурте шарт та март тунчĕç.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика