Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕтĕм мăкăрланать – пĕрлех сывлăх... çунать

28 мая 2005 г.

Ĕнер табак туртмасăр ирттермелли кун пулчĕ. Туртсан сиенĕ мĕн тери пысăккине тепĕр хут асилтерет вăл. Йĕри-тавра пăхăр-ха: арçынĕ те хĕрарăмĕ туртать паян. Аслă классенче вĕренекенсемшĕн те ку сиенлĕ йăла тутанса курнă çимĕç ĕнтĕ. Пуриншĕн те мар, паллах. Çавăнпа та районти тĕп больницăри М.И. Касьянова нарколога паян çакăн пек ыйту патăмăр:

- Пирус серепине лекнĕ çул çитмен çамрăка паян туртни çинчен мĕн каламалла?

Акă, мĕнле хуравларĕ ку ыйту çине Марина Ивановна:

- Мĕн чухлĕ киленетĕн эсĕ çак çунакан пирус тĕтĕмĕпе, санăн пурнăçу шăп çавăн чухлĕ кĕскелет. Пĕр кунта пĕр пачка туртса пĕтеретĕн пулсан, çулталăкне санăн ăна туянма кăна 5 пин тенкĕ укçа тухса каять. Çав укçапа хăвăн юратнă юрă-кĕвĕ дискĕсене, кăмăлланă тумтир туяннă пулăттăн. Автомашина валли те пуçтарма  пулать вет санăн çав укçана.

Пирус туртнине  пула эсĕ апат-çимĕçĕн чăн-чăн тутине пĕлми пулатăн. Çитменнине темиçе çекунтран сан сывлăхна мĕн чухлĕ  сиен кÿрет туртни. Пирус тĕтĕмне пĕрре çăтса илсенех пульс хăвăрттăн тапма  пуçлать, юн пусăмĕ хăпарать, юнра углерод окиçĕ Хăпарса каять, кислород чакать.

Кашни çулах пирус турнипе вилекенсен йышĕ çав тери пысăк: СПИДран, тĕрлĕ çул-йĕр инкекĕсенче, эрехпе наркăмăшланса, апшр аманса вилнине пĕрле шутланинчен те нумайрах пирус тĕтĕмĕнчен видекенсем.

Туртакан çын çине пăхма та кăмăллă мар. Пирус тĕтĕмне çăтакан аçтаха евĕрех туйăнмасть-и сире туртакан çамрăк çын;

Туртаканăн шăлĕсем тĕксĕмленеççĕ, пÿрнисем саралаççĕ, куç йĕри тавра хутламсем нумайланаççĕ. Сывлама та йывăр шăшлăн сывлать, тумтирĕ те е табак тĕтĕмне çăтса лартать.

Туртни паян «модăра» мар. Ку вăл – сиенлĕ йăла. Паян сывлăхлă та хаваслă кăмăллă пулни модăра. Телевизорпа «Мальборо» сигарета рекламăлакан çирĕп ковбой та ÿпке ракĕпе вилнине ан манăр. Тен çакăн хыççăн çамрăк çынсен туртма пăрахас кăмăл çуралĕ.

- Вĕсене мĕнле сĕнÿ панă пулăттăр?

- Ирхине туртни сире пуçтарăнса çитме пулăшнă пулсан, ун вырăнне сивĕ шывпа çăвăнăр, физкультура упражненийĕсене тăвăр, 10 хутчен вăрăммăн сывласа илĕр, лимон сокĕ Янă пĕр стакан сивĕ шыв ĕçĕр.

Халь аллăрсене урăх ĕçе хăнăхтарăр. Кăранташ тытса мĕн те пулин ÿкерĕр, юратнă ĕçпе ĕçлеттерĕр вĕсене. Алла хытă ошрн илсе, тренировка тăвăр стресс чухне.  Кăмăла çĕклеме е пирус туртнă пулсан, халĕ вара çывăрса тăранма тăрăшăр, уçă сывлăшра çÿрĕр, вулăр, туссем патне кайăр, шăнкăравлăр. Каллех пирус туртас кăмăл пулсан зарядка тăвăр, 3 минут таран сехет çине пăхăр е 100 таран шутлăр, пахча-çимĕç чăмлăр, урăх япала çинчен шутлăр.

Йăлана кĕнĕ тăрăх туртас вырăнне, апат çинĕ хыççăн тÿрех савăт сапа çума пуçлăр, сок ĕçĕр, телефон аппарчĕ çумне зажигалка вырăнне урăх япала хурăр, юрă-кĕвĕ итлĕр, туртăнмалли упражненисем тăвăр. Темиçе хутчен «Эпĕ туртма пăрахасшăн», - тейĕр. Çаксем йăлтах çак сиенлĕ йăлана пăрахма, çав йăларан сивĕнме пулăшаççĕ.

- Тавах, Марина Ивановна, усăллă сĕнÿсемшĕн. Вулакансен вара сывă пурнăç йĕрки тытса пыма кăмăлпа чăтăмлăх çиттĕр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика