Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 35-мĕш хут – ял уявĕ

28 мая 2005 г.

Ильинка ял администрацийĕнчи Куçкинра кăçал 35-мĕш хут ял уявĕ иртрĕ. Ку тăрăхра питĕ активлă, пуян чун-чĕреллĕ çынсем пурăнаççĕ. Ял уявне малтанах çамрăксемпе ирттерме пуçланă. Ун чухне программăра ытларах спорт ăмăртăвĕсем пулнă. Çулсем иртнĕçемĕн уяв та анлăлансах пынă.

Юлашки 7-8 çул хушшинче вара ăна пĕтĕм ялĕпе пĕрле пухăнса ирттереççĕ. Кăçал, сăмахран, ял уявне Куçкинсем кăна мар, Тяпакассисем, Тренккăсем, Ильнкăсем хутшăннă, хуларан та килнĕ. Уява ĕç ветеранĕ А.Н. Васильева (ĕмĕр тăршшĕпех учительницăра ĕçленĕ) ертсе пынă. Кунта хаклă хăнасем: район администрацийĕн пуçлăхĕ  Ю.А. Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.И. Федотов, депутатсен районти Пухăвĕн Тренккă округĕн депутачĕ В.И. Кожанов, Ильинка ял администрацийĕн пуçлăхĕ Б.А. Сапожников килнĕ. Вĕсем пухăннисене уяв ячĕпе саламланă, ырлăх-сывлăх, ăнăçусем суннă.

Ял уявĕнче спорт ăмăртăвĕсем те паллă вырăн йышăннă. Волейболла выляссипе, сăмахран, арçынсен тата хюрарăмсен 4-шар команди Куçкăн ял кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртнă. Кунта Куçкăн командисемсĕр пуçне Тренккă тата Шупашкарти çыхăну техникумĕн командисем пулнă. Куçкăн команди çĕнтернĕ, çыхăну техникум командинчен 3:2 шутпа выляса илнĕ. Унсăр пуçне канат туртассипе, чупассипе те ăмăртусем иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă. Ку ялта пурăнакан А.Г. Лапшин тата А.Н. Васильева пенсионер-учительница спонсорсем пулнă.

Епле уяв пултăр-ха юрă-ташăсăр, вăйă-кулăсăр. Куçкăнсене те Юнкăри вăтам шкултан килнĕ учительсен тата ачасен пултарулăх ушкăнĕсем илемлĕ юрă-ташăсемпе савăнтарнă. Уçă сывлăшра чĕрĕлсе пыракан çут çанталăк ытамĕнче  иртнĕ Куçкăнсен ял уявĕ. Вăл пурин кăмăлне те уçнă, ĕçлеме, пурăнма вăй-хăват хушнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика