28 мая 2005 г.
Шăпах çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать иртнĕ ытлари кун район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги ларăвĕ хыççăн. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа шăпах хальхинче «Муркаш пасарĕ» МУПра санитарипе эпидемиологи тĕлĕшĕнчи йĕркелĕхпе тата потребительсен прависене хÿтĕлессипе çыхăннă законодательтсвăна мĕнле пурнăçланине пăхса тухрĕç. Лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе лару пуçличчен пасара тухса, унти лару-тăрупа паллашрĕç коллеги членĕсем. Çак ыйтăва пăхса тухни ахальтен мар, мĕншĕн тесен нумаях пулмасть ирттернĕ тĕрĕслевре кунта шăпах çÿлерех асăннă законодательствăна пăснă нумай тĕслĕхсене тупса палăртнă. Тĕслĕзрен, апат-çимĕç чĕртаварĕпе апат-çимĕç продукчĕсене йышăнса упрама, реализацилеме, сутуçăсен харпăр хăй гигенин правилисене пурнăçлама условисем тивĕçтермеççĕ. Çĕр çинче апат-çимĕç продукчĕсем сутакансем те пур. Шалта та, тулта та çÿп-çап савăчĕсем пулман. Пасарăн çурçĕр тата хĕвелтухăç енчен çулса асфальтласси пĕтмен т. ыт. те. Коллеги ларăвĕнче «Муркаш пасарĕ» МУП директорĕ Е.Н. Субботин çак çитменлĕхсене пĕтерессипе мĕнле ĕçсем туса ирттернипе паллаштарчĕ. Анчах тавар туянакана та пĕрре пăхсах курăнакан çитменлĕхсем пур-ха.
Пăхăр-ха, ăçта вĕçленет паян пасар территорийĕ; Çĕньял енчи лаптăкра пĕр йĕрки те çук. Ку шухăша вĕçлесе тÿрех çакна каласа хăвармалла. Çитес вăхăтра кунта йĕрке кĕртсе çитерсе, пыра киле кану зони тăвасшăн.
Халĕ пасар çинче Муркаш урамĕсем енчен пăхар. Больница енчен килекен çул кашни эрне кунах автомашина тăмалли вырăна куçать, йывăç-хăма сутакан машинсемпе тулса ларать, чăх-чĕп сутакан вырăна куçать. Йĕркеллĕ-и ку; Йĕркеллĕ мар.
Халĕ сулахаялла столовăй енне пăрăнар. Ку çулпа утса çÿреме те хăрушăрах пасар кунĕнче. Хуларан килекен сутуçăсен палатисемпе тулса ларнăран, кĕçех машинăсем те иртсе çÿрейми пулаççĕ. Вĕсем ан çÿреччĕр тесе предприниматель – «хăнасем» вăл е ку япалапа чикĕлеме пуçларĕç палатка умĕнчи çула.
- Кунта пушшех те килĕшме çук. Пасар кунĕ инкек-мĕнпе вĕçлениччен мерăсем йышăнмаллах, - татса каларĕ Коллеги ларăвĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов. Çавна май Е.Н. Субботина пасарти пур çитменлĕхе пĕтерме татăклă мерăсем йышăнма хушса хăварчĕç. Районти шалти ĕçсен пайĕпе район администрацийĕн экономикăпа прогноз пайĕн апат-çимĕçе ирĕк панă вырăнта çеç сутассипе тĕрĕслесех тăмалла. «Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин» те апат-çимĕçе йышăнса усрасси, сутасси госветнадзор требованийĕсене тивĕçтернине контроллесех тăмалла.
Çитес вăхăтра вара машина çулĕ çумĕнче суту-илÿ пулмĕ, мĕншĕн тесен пасарăн 2-мĕш площадкине «Моргаушавтотехсервис» территорине куçараççĕ. Унăн ертÿçи Л.Д. Дмитриев районти акатуй уявĕ тĕлне территоринчи пасар вырăнĕ предпринимательсемпе тавар туянакансене йышăнма хатĕр пуласси пирки пĕлтерчĕ. Унпа пĕрлех предприяти çуртне хĕллехи пасар валли хатĕрлеме хăт кĕртме пуçлаççĕ.
Çак вăхăтах паянхи пасарăн генпланне çĕнĕрен пăхса тухаççĕ. Вулакан ăнланчĕ пулĕ, малашне пасар Муркашра икĕ вырăнта пулĕ: хальхи пасар вырăнĕнче тата «Моргаушавтотехсервисра». Кайма инçе-и; Хăнăхма тивет. Йĕркеллĕ пурăнма, йĕркеллĕ условисенче тавар сутма-туянма хăнăхас пулать. Малашне хальхи пасар та сăн-сăпатне улăштарĕ: ун хыçĕнчи лапамра чун туртакан илемлĕ кану вырăнĕ пулĕ.
Коллегин иккĕмĕш ыйтăвĕпе вара районти ачасемпе çамрăксен обществăлла пĕрлешĕвĕсене аталанма пулăшакан Программа проектне пăхса тухрĕç. Тÿрех çакна палăртмалла. Кун пек программа хальлĕхе урăх нихăш районта та çук. Ăна ачасемпе çамрăксен юхăмĕсене пĕрлештерме, вĕсен хастарлăхне ÿстерсе, пултаруллисене пулăшас тĕллевпе хатĕрленĕ. Коллеги ларăвĕнче асăннă Программа кирлине, вырăнлине палăртрĕç, унăн проектне ырларĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"