Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿпе таврăннă

25 мая 2005 г.

Библиотекарьсен професси ăсталăхне ÿстерес тĕлĕшпе тĕрлĕ конкурссем паллă вырăн йышăнаççĕ. Хавхалану пур пулсан çын кирек ăçта та тăрăшса, пуçарулăх кăтартса ĕçлет.

Муркашри библиотека системинчи библиотекарьсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнасси ырă йăлана кĕнĕ. Акă, кăçал та районти чи активлă библиотекăсем: Муркашри тĕп библиотека, районти ача-пăчан тĕп библиотеки, Кашмашри, Юнкăри, Мăн Сĕнтĕрти библиотекăсем «2005 çулхи пултарулăх çулĕсемпе» пултарулăх ĕçĕн республикăри конкурссене хутшăнчĕç.

Ку конкурса республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки йĕркелени. Унта пĕтĕмпе республикăри 15 районтан пултарулăх ĕçĕсене тăратнă. Муркашри централизациленĕ библиотека системи вара чи нумай (тăватă) ĕç тăратнă.

Иртнĕ юн кун, майăн 25-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ умĕн çак конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ пулнă. Ăна «Вăйсăр звено» вăйă евĕрлĕ ирттернĕ. Çивĕч кĕрешÿре, пысăк конкуренцинче Муркашри централизациленĕ библиотека системинчи библиотекарьсем республикăри ĕçтешĕсенчен пултаруллăрах пулнипе палăрнă, малти вырăнсене йышăннă. Пĕрремĕш вырăна – Муркашри тĕп библиотекăри Татьяна Королькова, иккĕмĕш вырăна Мăн Сĕнтĕрти ача-пăча библиотекинчи Татьяна Ефиомова çĕнсе илнĕ. Муркашри ача-пăча библиотекинче ĕçлекен Валентина Магаева виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

Çĕнтерÿçĕ-библиотекарьсене «Библиотекарь», «Читаем, учимся, играем» професси журналĕсене çырăнса параççĕ.

Район администрацийĕн культура, информаци политики тата архив ĕçĕсен пайĕ, централизациленĕ библиотека системин коллективĕ çĕнтерÿçĕсене ăшшăн саламлаççĕ, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунаççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика