Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркаш салин историйĕнчен

25 мая 2005 г.

МикроГЭС та пулнă

Эпир Уралтан Муркаша килнĕ чухне, кирпĕч завочĕ патĕнчи тÿпемрен аннă чухне эпĕ яланах сулахай еннелле пăхатăп. Халĕ ку вырăнта темиçе йывăç кăна ÿсет, маларах вара кунта шыв арманĕ пулнă, кайран çав вырăнтах микрогидроэлектростанци туса лартнă. Вăл пулнине халĕ пирĕн ялта астăвакансем те сахал. Вăл пирĕн яла электроэнергипе тивĕçтерсе тăнă, çакăншăн уйрăмах эпир, шкул ачисем, савăннă. Мĕншĕн тесен маларах эпир уроксене краççин лампи çутса хатĕрленнĕ пулсан, халĕ вара пÿртсенче епле çутă. Çак савăнăçа сăмахпа çырса кăтартма та çук. Анчах та ку тÿрех пулман. Малтанах электростанци тумалла пулнă, ялшăн çакă мĕн тери йывăррине никамах та пĕлсе каймасть. Мĕн-ха вăл микроГЭС; Ку – пĕчĕк хăватлă гидростанци, пысăккисем пекех унта гидротурбина тата ток туса кăларакан электричество генераторĕ пур. Эпир, шăпăрлансем, çак конструкцие тĕлĕнсе те интересленсе пăхаттăмăр, мĕншĕн тесен ун пеккине халиччен курман-çке.

ГЭС тăвасси 1950 е 1951 çулта тытăннăччĕ, ун чухне пĕчĕк колхозсене пĕрлештерсе пысăклатма пуçланăччĕ. Пире те, шкул ачисене, строительство ĕçĕсене явăçтарнине лайăх астăватăп. Ку вăл çу пуçламăшĕнче, ака ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн пулнă. Эпир плотина тума пулăшса наççилккасемпе тăпра йăтаттăмăр. Çак çăмăл мар ĕçре манăн алăсем чăтаймасран эпĕ питĕ хăраттăм, анчах та ыттисенчен пурпĕрех юлман.

Шăпах çак строительство ĕçĕсем пынă вăхăтра пĕтĕм колхозниксене пухса  пуху ирттерчĕç. Пирĕн «Авангард» колхоза Шаптак, Çурлатри, Çĕньял, Малиновка ялĕсемпе пĕрлештерсе пĕр колхоз тăвасси çинчен сăмах пычĕ. Пирĕн колхознисем Çĕньялпа пĕрлешессине хирĕçчĕ. Лешсен вăрман участокĕсем çукчĕ, пĕрлешсен вара пирĕн шĕшкĕлĕхе те пайлама тивет. Кайран, Е.А. Андреев чухне, ăна пĕтĕмпе касса-кăкласа пĕтерчĕç-ха, анчах мана çакă тĕрĕс мар тунă утăм пек туйăнать, мĕншĕн тесен вăрманăн биомасси яланах таса уйринчен пысăкрах. Ку вăрманта вара мăйăрне те сахал мар пуçтарнă, выльăхсене те кĕтнĕ, вăрçă вăхăтĕнче турат-çатрипе те усă курнă. Пĕрремĕш пухура пирĕн колхозниксем пĕрлешессине хирĕç пулчĕç, анчах иккĕмĕш пуху пуçтарсан пĕрлешме хистерĕçех, колхоз Сталин ячĕллĕ пулса тăчĕ.

ГЭС строительстви патнех таврăнам-ха. Ку вăл пирĕн ял çыннисен патриотла пысăк туртăмĕ пулнă. Каларăм ĕнтĕ, çитĕннисемпе пĕрлех шкул ачисем те ĕçленĕ. Машина-трактор таврашĕ пулман, пĕтĕм ĕçсене алă вăйĕпе е лашасемпе пурнăçланă. Йывăç свайсене ятарлă тукмаксемпе çапса кĕртнĕ, вĕсене юманран тунă, пичке евĕрлĕрех формăллă пулнă. Çак тукмак мĕн йывăрăш туртнине калама пултараймастăп, анчах çăмăлах мар ĕнтĕ, унсăрăн 20 сантиметр е ытларах та диаметрлă свайсене епле çапса кĕртĕн. Пире, ачасене, ăна вуннăн та йăтма май çук пек туйăнатчĕ. Купаламалли тăпрана урапасемпе турттаратчĕç, çав шутра манăн анне те.

Плотина створне (затворсем т. ыт. те) йывăçран тунăччĕ, бетон мĕнне пĕлмен те. Плотинăн çĕр пайĕ валли тăпрапа тивĕçтерес ыйту çивĕч тăратчĕ. Пирĕн республикăра, уйрăмах юхан шывсен айлăм вырăнĕсенче, питĕ тачă тăпра сийĕсем çук. Çавăнпа та, хура тăпра тăкнăран (вăл тачăланмасть), плотина шанчăклăхĕ Шутлаттаратчĕ. Астăватăп-ха, тепĕр çул çуркунне эпĕ арманта пулнăччĕ (урăхла каласан,  шыв нумай чухне микроГЭС та, арман та ĕçленĕ). Каçхине унта плотинăна сыхлакан ятарлă бригада тытаççĕ-мĕн. Унăн составĕнче пирĕн урамри Алексей Тимофеев кÿршĕ те пурччĕ. Вĕсем тăтăшах тухса шыв шайне виçетчĕç, мĕншĕн тесен çумăр çăватчĕ, хăрушлăх пысăкчĕ. Çак бригадăрисен çимĕçсем нимĕн те пулман пулас. Çавăнпа та вĕсем тăтăшах çăнăхран кĕсел пĕçеретчĕç, çăнăхне кунтах авăртатчĕç. Мелник пулса Феофанов ĕçлетчĕ (ятне астумастăп), эпир унăн хĕрĕпе пĕр класра вĕренеттĕмĕр. Сăмах май, бригадăри арçынсем вăрçăран тĕрĕс-тĕкел таврăннăскерсемччĕ.

Трансформатор подстанцийĕ хальхи  Культура çурчĕ хыçĕнче вырнаçнăччĕ. Унран ял урамĕсене пăралуксем тăсăлатчĕç. Вăл вăхăтра çĕршывра алюминипе пăхăр енчен йывăрлăхсем пулнăран вĕсем хурçăран тунăскерсемччĕ, питĕ йывăрччĕ.

Паллах, микроГЭС шыв çителĕклĕ пулнă чухне  кăна (çуркунне тата кĕркунне) ĕçленĕ, анчах та эпир пÿртсенче электричество çути пулнăран пурпĕрех çав тери савăннă. Тата пирĕн çав тери  кино курас килетчĕ. Укçа пулманран йывăç клубра кăтартакан фильмсене  чÿрече витĕр пăхаттăмăр, шăнса хытаттăмăр пулин те, тепĕр чухне зала вăрттăн кĕрсе вырнаçма та майсем тупаттăмăр. Çапла пурăннă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика