Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр тăрăшмасан кам тата?

25 мая 2005 г.

Республика Президенчĕн Указĕсемпе килĕшÿллĕн, кăçал Чăваш Енре парксемпе садсен çулталăкĕ пуласси пирки тата çуркунне-кĕркунне тапхăрĕсенче Йывăç кунне ирттерме йышăннă. Çавăнпа та хамăр пурăнакан тăрăха тирпей-илем кĕртес ыйту уйрăмах çивĕч тăрать. Такамшăн мар вĕт, хамăршăн тăрăшатпăр, куç ытамне çупăрлакан ырлăх-илеме хамăр валли тăватпăр.

Шел пулин те, лару-тăру кашни ялта пĕр пек мар çав. Район администрацийĕн çут çанталăка хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Г.Г. Симаков пĕлтернĕ тăрăх, ял-урамсене тирпей-илем кĕртес уйăхлăх вăхăтĕнче тата хыççăн вырăнсенче курнă самантсем тĕрлĕ шухăш çуратаççĕ. Акă, район центрĕнчи Парковая урамри 1-мĕш çуртра  пурăнакансем хăйсен вăйĕпе, укçи-тенкипе çурт-йĕри-тавра йывăçсем лартнă, чечексем акнă-лартнă, клумбăсем тунă, пĕтĕм ăпăр-тапăра пуçтарса тирпейленĕ Çав вăхăтрах чи япăх та тирпейсĕррисен шутĕнче Йÿçкасси ялĕнчи Молодежная  урам пулнине тĕрĕсех палăртнă. Унта та кунта йăваланса выртакан çÿп-çап, тĕрлĕ ăпăр-тапăр кунта «тымарланнă» ĕнтĕ. Е тата Ярославка ял администрацийĕнчи Нискасси ялĕнчи пурăнмалли нумай хваттерлĕ пилĕк хутлă çурта илер. Çуртăн пĕр енĕпе куçа хăтлăх курăнать пулсан, тепĕр енчен  мĕнле лару-тăру пулни ытлашши сăмах вакламасăрах паллă. Çакăн пек юхăнчăкшăн район администрацийĕн пуçлăхĕне те, республика Президентне те ятлама кирлĕ мар, асăннă çуртра пурăнакансене хăйсене кăна. Чăнах та намăс вĕт.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика