Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи çивĕч ыйтусемпе

25 мая 2005 г.

Майăн 20-мĕшĕнче ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен черетлĕ семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унта кулленхи пурнăçпа çыхăннă нумай ыйтусене пăхса тухрĕç.

ЧР Президенчĕн Н.В. Федоровăн Указĕпе килĕшÿллĕн республикăри  ялсене çитес çулсенче таса шывпа тивĕçтермелле. Ку тĕлĕшпе паян ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем умĕнче пысăк та яваплă задачăсем тăраççĕ. Вĕсен проектпа смета документацине хатĕрлесе  кая юлмасăр экспертиза витĕр тухмалла, çитес çул валли титула кĕрсе юлмалла.

Шел пулин те, пур çĕрте те ку тĕлĕшпе ĕçсем кал-кал пыраççĕ тесе калас килмест.

Акă, сăмахран, Муркаш. Мăн Сĕнтĕр, Шетмĕпуç. Шашкар, Юнкă ял администрацийĕсенче проектсем хатĕрлесе экспертизăпа тăратнă пулсан, Çатракасси, Оринин, Катькас ял администрацийĕсенче ку тĕлĕшпе ним те туман-ха.

Семинар-канашлура çавăн пекех Йывăç кунне ирттернин итогĕсем, социаллă инфраструктурăна аталантарасси, Пĕтĕм тĕнчери  ачасене хÿтĕлемелли куна  хатĕрленсе ирттересси тата куллеенхи ĕçпе çыхăннă ытти ыйтусене пăхса тухнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика