Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăх кăвайчĕ

21 мая 2005 г.

Астăватăр-и, темиçе çул каялла, шкулсенче пионер организацийĕсем ĕçленĕ вăхăтра, çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пионерсен кунне уявлама вăрмана каяттăмăр. Унта вара туслăх кăвайчĕ ĕртеттĕмĕр, кăвайт тавра юрăсем юрлаттăмăр, вăйăсем выляттăмăр, вучахра яшка пĕçерсе çиеттĕмĕр. Мĕн пултăр вăрман сывлăшĕнчен сипли, усăлли, хуран яшкинчен тутли, техĕмли?

Ыррине ма пăрахăçлас?  Тойкилтĕри вăтам шкулта çак ырă йăла паян кунчченех упранса юлнă.

Кăçал та Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалланă «Туслăх кăвайчĕ» мероприяти интереслĕ те савăнăçлă иртрĕ. Вăрмана çитсен кашни класс (кĕçĕннисене алисем шефа илчĕç) уйрăм вырăна вырнаçрĕ, апат-çимĕç пĕçерме хатĕрленчĕ.

Тепĕр сехетрен пысăк уçланкăра «Зарница» (5-8 классем валли) тата «Орленок» (9-11 классем валли) çарпа спорт вăййисем пуçланчĕç. Тĕрлĕ конкурссенче вăй виçрĕç командăсем: «Утăмсем - çĕнтерÿ патне» эстафетăра ăмăртрĕç, «Малалла, çамрăк салтаксем!» конкурсра тĕрлĕрен чăрмавсене çĕнес енĕпе, пăшалтан тĕл перессипе тупăшрĕç: «Пирвайхи пулăшу», «Эпир - çĕршыв хÿтĕлевçисем», «Эпĕ – Раççей гражданинĕ», «Тăван çĕршыв историйĕн мухтавлă страницисем», «Тăван ен», «Ÿсен-тăрансен тĕнчинче» станцисем витĕр ыйтусем çине хуравласа тухрĕç. Ăмăртусем питĕ çивĕч иртрĕç - вăрман ача-пăчан хаваслă сассипе тулчĕ. Çав вăхăтрах директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В.П. Чижова пуçламăш классен вĕрентекенĕсемпе пĕрле кĕçĕн ÿсĕмрисене (1-4 кл.) вăйăсем выляттарчĕ.

«Зарница» вăййинче 1-мĕш вырăна 8 класс, «Орленок» вăйăра 10 класс командисем çĕнсе илчĕç. Çĕнтерÿçĕсене торт парса чысларĕç* ытти командăсем те, пуçламăш классем те пылак çимĕçсĕр юлмарĕç - рулет, печени-премĕк пурин валли те çитрĕ.

Çав кун вăрманти мероприятине районти вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ В.М. Васильев та çитсе курчĕ, пысăк хак пачĕ, ачасене валли интереслĕ уяв йĕркеленĕшĕн учительсене тав сăмахĕ каларĕ.

Чăнах та, аван иртрĕ «Туслăх кăвайчĕ». Çакăн евĕр мероприяти ачасем хушшинчи туслăха çирĕплетет, учительсемпе вĕренекенсене çывăхлатать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика