Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ кодекс пурнăçа улшăнусем кĕртет

21 мая 2005 г.

Кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнче пурăнмалли çурт-йĕрĕн çĕнĕ кодексĕ вăя кĕчĕ. Унта патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр политикине, граждансен пурăнмалли çурт-йĕр прависене уççăн палăртнă. Çĕнĕ нормăсем пурнăçра мĕнле çирĕпленĕç, вăхăт кăтартса парĕ. Темле пулсан та, пурнăçри улшăнусем пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ çине те çĕнĕлле пăхма хистеççĕ.

Мĕнле улшăнусем пур çĕнĕ кодексра, граждансен вĕсем пирки мĕн пĕлмелле; Çак тата ытти ыйтусем çине хуравлама ыйтнă хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертÿçинчен Н.В. Любимовран.

- Николай Валентинович, çĕнĕ кодекс вăя кĕни мĕнпе çыхăннă;

- Çĕн кодекса пурнăçа кĕртни пирки калас пулсан, малтанхи 1983 çулта РСФСР Верховнăй Совечĕ йышăннă Кодекс кивелнĕ ĕнтĕ. Унтапа пурнăç çав тери нумай улшăнчĕ. Çĕнĕ кодекспа куçман пурлăх рынокĕн участникĕсем хушшинчи хутшăнусем  те улшăнаççĕ, çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса панă чухне патшалăх влаçĕн органĕсемпе вырăнти самоуправлени органĕсен компетенцине уйăрасси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă.

- Малашне çурт-йĕрпе е хваттерпе тивĕçтересси епле пулĕ?

- Патшалăх малашне те пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас текенсене кăна мар (çамьери кашни çын пуçне чи сахал тăваткал метрта пурăнакансене, пурнăç шайĕ пĕчĕк çемьесене те хваттер парĕ.

- Вĕсен шутне камсем кĕреççĕ-ха;

- Пурнăç шайĕ пĕчĕк çемьесене вырăнти самоуправлени органĕсен йышăнăвĕ тăрăх палăртаççĕ. Анчах та кун пек чухне çемьери кашни çын пуçне мĕн чухлĕ тупăш илнине кăна мар, вĕсен налук хуракан, харпăрлăх правипе усă куракан пурлăхне те шута илеççĕ. Çемье пурлăхне шута илни пурнăç шайĕ пĕчĕк çемьесене тĕрĕс палăртма май парать. Акă, хăвăрах шутласа пăхăр-ха, анчах та унăн пурăнмалли темиçе хваттер е çурт пулсан, унăн пурнăç шайĕ пĕчĕк тесе ниепле те калаймастăн (РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 49 ст. 2 пайĕ).

Пурнăç шайĕ пĕчĕк тесе йышăннисене социаллă найм договорĕпе пурăнмалли çурт-йĕрĕн муниципаллă фондĕнчен хваттер параççĕ. Анчах та унта пурăнакан пурăнмалли çуртшăн е хваттершĕн кăна тÿлемест. Çурта тытса тăнăшăн тата юсанăшăн, коммуналлă пулăшусемшĕн хăйĕнех тÿлемелле пулать.

- Социаллă найм договорĕпе хваттере черетсĕр камсем илме пултараççĕ;

- Кунта граждансен виçĕ категорийĕ кăна кĕрет. Вĕсен шутĕнче: пурăнма юрăхсăр хваттерсенче (çуртсенче) пурăнакансем* енчен те вĕсене юсаса çĕнетме май çук пулсан* тăлăх ачасем тата ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасем* вăраха кайнă чирсен йывăр формипе чирлекенсем. Вĕсен шутне камсем кĕнине РФ Правительстви палăртать.

Малалла çынсене ордерсем памаççĕ. Хваттере (çурта) пурăнма кĕме ирĕк паракан никĕс – социаллă найм договорĕ Пулать. Енчен те хваттер илекенĕ Е çемьен пĕр членĕ, пĕтĕм çемье пĕр вăхăт унта пурăнмасан та, социаллă найм договорĕн срокне палăртман пулсан, вĕсен пурăнмалли прави çухалмасть, çав вăхăтрах договорпа килĕшÿллĕн вĕсен хăйсен тивĕçĕсене те пурнăçламалла пулать.

- Çĕнĕ кодексра пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ Чухне арçын е хĕрарăм пулнине шута илнĕ-и;

- 1983 çулхи кодексра пĕр пÿлĕме, енчен те вĕсем мăшăрсем мар пулсан, 9 çултан аслă хĕрачасемпе арçын ачасене вырнаçтарман. РФ Çурт-йĕр çĕнĕ кодексĕн 58 ст. 1 пайĕпе килĕшÿллĕн енчен те вĕсем мăшăрсем мар пулсан, пĕр пÿлĕме арçынсемпе хĕрарăмсене, хăйсем килĕшнипе кăна вырнаçтараççĕ.

- Граждансен ытти категорийĕсен малашне хваттер илес е çурт лартас пулсан хăйсем çине кăна шанма тивет пулĕ;

- Малашне патшалăх тата муниципаллă органсем пур çĕрте те халăхăн хăйĕн укçипе çурт-йĕр лартма тата хваттер туянма майсем туса пама тăрăшĕç. Урăхла каласан, вĕсем пурăнма кирлĕ условисене лайăхлатма тивĕçлине тĕрлĕ программăсене явăçтарса граждансене пурăнмалли çурт-йĕр проблемисене хăйсем тĕллĕн татса пама майсем туса параççĕ.

- Енчен те мăшăрсем уйрăлнă пулсан, вĕсем ăçта пурăнасси пирки çĕнĕ кодекса мĕнле улшăнусем кĕртнĕ;

- Малтанхи кодекса илес пулсан, çемье членĕ пулнă çынсене çав çуртра е хваттерте пурăнма ирĕк панă. Халĕ вара, енчен те çемье саланчĕ пулсан, упăшкин е арăмĕн, енчен те вăл пурăнмалли çурт-йĕр (харпăрлăх) хуçи мар пулсан, уйрăлнă хыççăн унтан тухса кайма тивет. Анчах та суд ун пек çынна палăртнă сроклăха унтах пурăнма ирĕк пама пултарать. Уйрăмах вĕсем хăйсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме пултараймаççĕ пулсан. Енчен те çурт-йĕр хуÿин алимент тÿлемелли обязательство пур пулсан, унăн тухса кайма тивекен çынна (çынсене) валли пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме йышăну тума судăн ирĕк пур. Сăмах май, ачисем ашшĕ-амăшĕ уйрăлсан та çемье членĕ шутланма пăрахмаççĕ.

Приватизациленĕ хваттер пулсан, мăшăрсем уйрăлнă вăхăтра унта пропискăра тăнă пулсан, уйрăлсан та, хваттере е çурта хăйĕн  мăшăрĕ ячĕпе приватизациленине пăхмасăрах, унта пурăнма право юлать.

- Тавтапуç, Николай Валентинович, каласа ăнлантарнăшăн. Ку ыйтусемпе малашне те тĕл пулса çĕнĕлĕхсем пирки ăнлантарасса шанатăп.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика