Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кадрсем хатĕрлесси çине – тимлĕх

21 мая 2005 г.

Пытарма кирлĕ мар, хальхи вăхăтра рынок условийĕсенче ял хуçалăх предприятийĕсен ытларахăшне тăнăçлă çулпа утмашкăн пысăк квалификациллĕ, паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен ăста кадрсем çитменни ура хурса пырать. Çакна шута илсе ĕнтĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ чухне ялсенчи вырăнсенчен килекенсен прависене ыттисемпе танлаштарас тата республикăри агропромышленность комплексĕ валли квалификациллĕ кадрсем хатĕрлес тĕллевпе кăçалхи апрелĕн 18-мĕшĕнче республикăри Ял хуçалăх министерствипе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ хушшинче специалистсене тĕллевлĕ хатĕрлесе кăлармалли килĕшÿ тунă.

Унпа килĕшÿллĕн, кашни районах çак специальноçсемпе кадрсем вĕрентсе хатĕрлесси пирки йышăну пур: «АПК предприятийĕнчи экономикăпа управлени», «Бухгалтер учечĕ, анализ тата аудит», «Агрономи», «Зоотехни», «Ял хуçалăх продукцине  тирпейлес ĕçе механизацилесси», «Автомашинăсемпе тракторсен хуçалăхĕ», «Ветеринари», «Ял хуçалăхне механизацилесси», «Агропромышленность комплексĕнче машинăсене пăхса тăрас тата юсас технологи», «Ял хуçалăх продукицне туса илес тата тирпейлес технологи».

Ял хуçалăх министерстви конкурс никĕсĕ çинче çĕнтернĕ абитуриентсен списокне (уйăрнă кашни вырăна 2 çынран ытлашши мар) кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне тăратма ыйтнă.

Тĕллевлĕ хатĕрленÿпе специалист вĕрентсе хатĕрлемешкĕн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ, агропромышленность комплексĕн организацийĕ тата вĕренсе пĕлÿ пухма кăмăл тăвакан гражданин хушшинче килĕшÿ тăваççĕ. Килĕшĕвĕн тĕп тĕллевĕ – ятарлă программăна тĕпе хурса вĕренме кĕрекене пысăк квалификациллĕ специалист хатĕрлесе ĕçпе тивĕçтерекене аслă пĕлÿллĕ тата професси пĕлĕвĕ тĕлĕшĕнчен хатĕрленĕ специалистпа тивĕçтересси, çакăн чухне вĕрентÿ тапхăрĕнче пурлăхпа техника базин шайĕпе аталанăвне кирлĕ шайра тытса тăрасси.

Килĕшÿ тунă чухне енсем хăйсем енчен шантарусене çирĕплетсе килĕшеççĕ. Сăмахран, Чăваш Патшалăх ял хуçалăх академийĕ тĕллевлĕ йышăнупа вĕренме кĕрекенсем хушшинче конкурс ирттерет. Виçĕ енлĕ килĕшÿ тăвать (Академи, ĕçпе тивĕçтерекен тата вĕренме кĕрекен), хăй енчен студента тĕллевлĕ программăпа вĕренсе пĕлÿ пухма, вĕренĕве практикăра çирĕплетмешкĕн ĕçпе тивĕçтерекен предприятие яма, вĕренÿ тапхăрĕнче тивĕçлĕ стпендипе тивĕçтерме шантарать.

Ĕçпе тивĕçтерекен вара, виçĕ енлĕ килĕшÿ тунă хыççăн, тĕллевлĕ йышăнупа специалист вĕрентсе хатĕрлеме кăмăл туни çинчен, пулас специалиста вĕрентÿ тапхăрĕшĕн тухакан тăкаксемшĕн çуллен сакăр пин тенкĕ укçа тÿлесе саплаштарма, вĕренÿ планĕпе килĕшÿллĕн студента хăйсен хуçалăхĕнче производство практикине йышăнма, çакăн чухне тивĕçлĕ ĕç укçи тÿлеме шантарать.

Тĕллевлĕ вĕренĕве кĕнĕ гражданинăн ĕçпе тивĕçтерекен тата ял хуçалăх академийĕ хушшинче тунă килĕшĕвĕн пур пункчĕсене те çирĕп пăхăнмалла. Чи малтанах, кирлĕ пĕлĕве пухас енĕпе çине тăмалла, производство практикинче пулмалла (енсем килĕшсе татăлнă условисемпе килĕшÿллĕн), вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ĕç параканпа килĕшÿ тăрăх предприятире пилĕк çул хушши ĕçлемелле. Енчен те çак килĕшĕве пăхăнмасан, ĕç параканпа ял хуçалăх академине вĕренÿ тапхăрĕшĕн пулнă тăкаксене хăйĕн укçи-тенкипе саплаштармалла пулать.

Ял хуçалăх академийĕнче вĕренме кăмăл тăвакансен килĕшÿ туса вĕренме кĕрес тесен мĕн пĕлмелле-ха; Чи малтанах ĕçпе тивĕçтерме шантаракан ял хуçалăх предприятийĕпе килĕшÿ туса вĕренме кĕмешкĕн направлени илмелле. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе хăй тĕллевлĕ вĕренме кĕрекенсен конкурсне хутшăнма хатĕрри çинчен пĕлтерсе заявлени çырмалла.

Сăмах май, ял хуçалăх академийĕнче тĕллевлĕ программăпа вĕренме кăмăл тăвакансене эпир çулленех 20-25 çынран кая мар списока кĕртетпĕр, вĕсенчен çурри таран е ытларах та вĕренме кĕрет. Шел пулин те, хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем вĕрентÿшĕн укçа тÿлесси çинчен «манаççĕ», кун пек чухне виçĕ енлĕ килĕшÿ хăйĕн вăйне çухатать, вĕренсе пĕтернĕ тапхăршăн вара студентăн хăйĕн укçи-тенкине (ытларах чухне  ашшĕ-амăшĕн укçи) тÿлеме тивет. Вĕренсе тухнă хыççăн та çакăн пек тăрлавсăр ертÿçĕсем çамрăк специалиста  ĕç вырăнĕпе тивĕçтермеççĕ.

Танлаштарма, ăша хывма çакăн пек фактсем илсе кăтартасшăн. 2003 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче пирĕн районти хуçалăхсенче 182 яшпа хĕр вĕреннĕ пулсан, иртнĕ çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне  вĕсен йышĕ 192 çын чухлĕ пулнă. Курăнать ĕнтĕ, ял хуçалăх производствинче вăй хума ăнтăлакансен хисепĕ ÿссех пырать. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, хăйсем енчен тивĕçлĕ килĕшĕве алă пуснă пулсан, вăл е ку специалиста хăйсен хуçалăхне чĕнсе илме пултараççĕ, хăйсем суйласа илнĕ квалификаци ĕçĕпе та тивĕçтерччĕр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика