Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă Çĕнтерÿ асран тухмĕ

14 мая 2005 г.

Кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитрĕ. Ултă теçетке хыçа юлчĕ. Историксем ун пек хаяр вăрçă тĕнчере урăх пулманнине палăртаççĕ. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнă, Европăри çĕршывсене фашизм пусмăрĕнчен хăтарнă, çĕр çине килекен çĕнĕ ăрусене, паян пурăнакансене телейлĕ пурнăç парнеленĕ паттăр салтаксене, тылра ырми-канми ĕçлесе Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă атте-аннесене, асатте-асаннесене пирĕн халăх ĕмĕр-ĕмĕр сума суса чыслĕ, вĕсен чапĕ нихăçан та сÿнмĕ, манăçмĕ.

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнĕ ятпа майăн 9-мĕшĕнче пирĕн районта тата тата кашни ял администрацийĕнчех митингсем пулса иртрĕç.

Лайăх хатĕрленчĕç районта çак чи хаклă та чыслă, пысăк пĕлтерĕшлĕ уява, нумай ĕçсем туса ирттерчĕç. Ăна валли малтанах мероприятисен планне çирĕплетнĕччĕ, йĕркелÿ комитетне туса хунăччĕ. Çак тапхăрта, уяв умĕн пур çĕрте те палăксене юсаса çĕнетессипе, çĕнĕрен тăвассипе, территорисене тирпей-илем кĕртессипе тимлерĕç. Çак ĕçсене пурнăçлама район бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулнине шута илсе, районта «Хамшăн тата вăрçăран таврăнман салтакшăн» ятпа акци ирттерчĕç. Районти нумай предприятисемпе организацисем, учрежденисем пĕр кунхи ĕç укçине, май килнипе ытларах та, Çĕнтерÿ фондне ятарлă счет çине укçа куçарчĕç, строительство материалĕсемпе те пулăшрĕç. Уйрăм çынсем, вăрçă ветеранĕсем, предпринимательсем те вăй çитнĕ таран укçа хыврĕç счет çине. Вĕсем пирки эпир район çыннисене «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн 29, 30, 31, 32, 33, 34, 36 номерĕсенче пĕлтернĕччĕ. Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕнчи кунсенче те укçа куçаракансем пулнă. Вĕсен шутĕнче: районти шалти ĕçсен пайĕ – 4520 тенкĕ* почта çыхăнăвĕн районти узелĕ – 150 тенкĕ, «Моргаушская» ПМК – 200 тенкĕ, федераллă казначействăн Муркашри уйрăмĕн комендатури – 300 тенкĕ. Мăн Сĕнтĕр райповĕ вара 3 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ таварпа тивĕçтернĕ.

Пухăннă укçапа палăксене юсанă, çĕнĕрен тунă, районти историпе краеведени музейне çĕнетнĕ. Çавăн пекех Çатракассинчи вăтам шкулта музей, Мулкачкассинчи магазин умĕнче, Тойкилтĕри вăтам шкул умĕнче, Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕ умĕнче палăксем ĕçлеме тытăннă. Уяв умĕн Тивĕшри вăтам шкулта спортпа патриотика клубĕ уçăлнă.

Майăн 9-мĕшĕнче ирех урамра çынсем утма пуçларĕç. Радиопа вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене юрлаççĕ. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине халаллакан митинг суту-илÿ çурчĕ умĕнчи лаптăкра пулчĕ. Ăна кĕске сăмах каласа Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин уçрĕ. Раççей гимнĕ янăрать.

Ун хыççăн пухăннисем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ  Ю.А. Иванов сăмах каларĕ. Вăл вăрçăн йывăр çулĕсенче Муркаш районĕн çыннисем çапăçура та, тылра та паттăрлăх кăтартнине палăртрĕ, вăрçă çулĕсене аса илчĕ. Çĕнтерÿ çăмăллăн килмен, çухатусем çав тери пысăк пулнă, çĕршер хулапа ял арканнă. Паянхи çамрăксен çакна манмалла мар, кун пек хаяр вăрçă, инкек урăх ан пултăр. Муркаш районĕнчен фронта 9845 çын кайнă, 5491-шĕ каялла таврăнайман. Вĕсене манма тивĕç çук пирĕн. Паян пурăнакан вăрçă ветеранĕсене те яланах пулăшмалла. Кăçал районти 3365 çын юбилей медальне илчĕç, вăрçăн виçĕ участникĕ «Ока» çăмăл автомашинăна, 36-шĕ сотовăй телефона тивĕçрĕç.

Çĕнтерĕве тылра та туптанă. Хĕрарăмсемпе ачасен, ватă çынсен хулпуççийĕсем çине тиеннĕ мĕн пур йывăрлăхсем. Вĕсен тăрăшулăхĕпе эпир паян савăнса пурăнатпăр. Исетерккĕри Т.Н. Алексееван, фронта 8 паттăр ывăлне ăсатнă амăшĕн, палăкĕ те чăннипех районти пĕтĕм амăшĕсен палăкĕ пулса тăрать.

Ун хыççăн митинга пухăннисем умĕнче ЧР ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин министрĕн çумĕ А.И. Романов сăмах каларĕ, пурне те ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров ячĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăз, тулăх пурнăç, вăрăм кун-çул сунчĕ.

Районти çар комиссарĕ А.Н. Малинин вăрçă çулĕсене, историе аса илчĕ. Вăл вăрçăпа ĕç ветеранĕсене çарти тата ĕçри паттăрлăхĕсемшĕн çĕре çити пуç тайни çинчен пĕлтерчĕ.

Паянхи çамрăксем те ашшĕсемпе аслашшĕсен ырă йăлисене тивĕçлипех  малалла тăсаççĕ, çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Раççей Геройĕн Евгений Борисовăн тĕслĕхĕ те çакна лайăх çирĕплетет. А.Н. Малинин мĕн пур ветерансене  тав туса Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, канлĕ ватлăх, çирĕп сывлăх сунчĕ.

Митингра çавăн пекех Социализмла Ĕç Геройĕ, тыл ветеранĕ О.Ф. Федорова, депутатсен районти  Пухăвĕн депутачĕ Л.Н. Андреев, ентешлĕх ячĕпе В.И. Вязов, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн ертÿçи М.В. Виноградова  ветерансене тав туса, саламласа сăмах каларĕç. Вăрçă участникĕ А.Г. Казаков вăрçа кайнине, тăшманпа çапăçнине аса илчĕ. Муркашри вăтам шкулта вĕренекенсем ветерансене паттăррăн çапăçса çĕршыв ирĕклĕхне çăлса хăварнăшăн сăвăсем каласа тав турĕç, вĕсем пек пулма шантарчĕç.

Вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунисене тата йывăр сурансене  пула вăрçăран таврăннă хыççăн вилнисене асăнса пурте пĕр минут шăп тăраççĕ.

 Ун хыççăн çамрăк велосипедистсем Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнине халалласа СССР спорт мастерĕ В. Шалтыков призĕшĕн  Муркаш-Ваçкасси маршрутпа çула тухрĕç.

Çĕнтерÿ юбилейĕ  пурнăçа çĕнĕлĕхсем те илсе килчĕ. Кăçал пĕрремĕш хут çамрăк армеецсен, 10 класра вĕренекенсен, парачĕ пулчĕ.

Митинг вĕçленнĕ хыççăн пурте Çĕнтерÿ паркне  çул тытрĕç. Кунта ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров ячĕпе ЧР ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин министрĕн çумĕ А.И. Романов палăк умне чĕрĕ чечексен карçинккине хучĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, ветерансен канашĕ ячĕпе М.В. Виноградова, ĕç коллективĕсен представителĕсем чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Кунта çак кун Геройсен аллейине уçрĕç. Районăн мухтавлă ывăлĕсен, тăшманпа паттăррăн çапăçса вăрçă историне кĕрсе юлнă Совет Союзĕн Геройĕсен Б.М. Васильевăн, Г.А. Алексеевăн, И.Г. Мешаковăн, Я.А. Анисимовăн, А.И. Воробьевăн, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕн А.А. Быковăн сăн ÿкерчĕкĕсене постамент çине вырнаçтарнă.

Геройсен аллейине уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов сăмах каларĕ, ăна тума Çĕнтерÿ фончĕн укçи кайни çинчен пĕлтерчĕ, пурне те акцие хутшăнса пулăшнăшăн тав турĕ. Çакăнтан нихçан та чĕрĕ чечексем ан татăлччăр, çĕр çинче яланах мир пултăр, çамрăксен вăрçа кайса вилмелле ан пултăр, тесе палăртрĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.  Çак аллейăра та, палăк çывăхĕнче  те яланах тасалăхпа тирпей-илем хуçаланччăр.

Геройсене хисеплесе аллея тунăшăн Совет Союзĕн Геройĕн И.Г. Мешаковăн мăшăрĕ С.И. Мешакова тав турĕ, çакă çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас тĕлĕшпе уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Паттăрсен ячĕ вилĕмсĕр, вĕсем ĕмĕр-ĕмĕрех пирĕн асра пулĕç.

Çакăн хыççăн ветерансем тата митинга хутшăннисем районти историпе краеведени музейĕнче пулчĕç. Кунта «Яланах стройра» ятпа экспозицисем уçăлчĕç.

Юлашкинчен вăрçă ветеранĕсемпе тылра ĕçленисем «Радуга» кафере вĕри апат çирĕç, вĕсене райцентрти пултарулăх ушкăнĕсем илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç.

Майăн 9-мĕшĕнчех 21 сехет те 30 минутра  Çĕнтерÿ паркĕнче «Расна» ансамблĕн концерчĕ, уяв ячĕпе фейерверк пулчĕç. Обществăлла апатлану предприятийĕсем çынсене тутлă çимĕçпе, техĕмлĕ шашлыкпа сăйларĕç.

Пуян программăпа иртрĕ уяв Муркашра, ял администрацийĕсенче. Ветерансем хăйсене çапла чысланипе кăмăллă юлчĕç. Уяв иртрĕ пулин те вĕсем çинчен малашне те манар мар. Тимлĕх хисеплĕ ватăсен чунне кунсерен ăшăтса тăтăр. Тивĕçлĕ вĕсем çакна.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика