Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыса тивĕçлĕ коллектив

14 мая 2005 г.

Турай больницинче пултаруллă та хастар врачсемпе сестрасем вăй хураççĕ. Кунта тимлекен В.Г. Майоров тата С.Ю. Павлова врачсем чирлисене сыватас ĕçре ырми-канми  тăрăшаççĕ. Владимир Григорьевич тĕп врач кунта  1987 çулта ĕçлеме килнĕ, больница коллективне ăнăçлă ертсе пырать. Пысăк пĕлÿллĕ специалистăн ĕçри пысăк опычĕ, хăйне сăпайлă та кăмăллă тытни чирлисемшĕн тем пекех паха, канмалли кунсем те çук уншăн.

Больницăра тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Палатăсенчи чÿрече умĕсенче, столовăйĕнче чĕрĕ чечексем  илем кÿреççĕ. Белова (Павлова) Галина, Лида Лебедева, Анжела Николаева, Нина Бычкова, Тамара Михайлова, Таня Васильева, Руфа Харькова, Вера Петрова сестрасем чирлисем тĕлĕшпе питĕ тимлĕ. Света Степановапа Алиса Водникова поварсем столовăйĕнче апатланакансене кулленех пуян, тĕрлĕ йышши апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Палатăсенче çутă та таса, чирлисем те хăвăртрах сывалса тухса килĕсене таврăнаççĕ.

Сиплев учрежденийĕнче талăкĕпех ĕç вĕçленмест. Каçхи 8 сехете С. Федоров, А. Герасимов водительсем тата Р. Федорова сестра васкавлă пулăшу ыйтакансем патне тухса кайма хатĕр ĕнтĕ.

Хам та çамрăках мар та, Турай больницинче сипленме тивнĕрен, çак тĕслĕхсене курса асăрханăран çыратăп çак сăмахсене. Коллективра ĕçлекенсене эмелпе кăна мар, ăшă сăмахсем каласа сипленишĕн те чунтан тав тăватăп. Асăннă тав сăмахĕсене эпĕ кăна каламастăп, кунта пулса сипленнисем пурте.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика