Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем яланах хисепре

17 мая 2005 г.

Иртнĕ ытлари кун ытти çĕрти пекех пирĕн районта та вăрçăпа ĕç ветеранĕсене чысларĕçĕ. Çак кунсенче кашни предприятипе организацире тĕл пулусем, савăнăçлă пухусем иртрĕç.

Майăн 6-мĕшĕнче почта çыхăнăвĕн районти узелĕнче те Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнă май пуху пулчĕ. Унта вăрçăпа ĕç ветеранĕсем пĕтĕмпе 13 çын хутшăнчĕç.

Вĕсене чи малтанах почта çыхăнăвĕн районти узелĕн ертÿçи И.В. Павлова саламларĕ, вĕсем çамрăксемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулнине палăртса, йывăрлăхсене çĕнтерсе пынăшăн, фронтра та, тылра та паттăрлăх кăтартнăшăн ăшшăн тав турĕ. Вăрçă ветеранĕсенчен тĕл пулăва Ф.Ф. Коннов хутшăнчĕ.

Çавăн пекех ветерансене кунти профком председателĕ В.В. Тучева, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн ертÿçи М.В. Виноградова, почта çыхăнăвĕн ветерансен канашĕн ертÿçи, ĕç ветеранĕ В.А. Микашкин саламласа ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. Социаллă хÿтлĕх управленийĕн ертсе пыракан специалисчĕ С.Л. Скворцова пурне те чи хаклă та чаплă уяв ячĕпе саламласа çăмăллăхсем пирки çĕнĕ саккунсемпе паллаштарчĕ,Ĕ нумай ыйтусем çине хуравларĕ.ĕ

Районти искусство шкулĕн ачисен илемлĕ юрри-ташши хисеплĕ ватăсен кăмăлне тивĕçтерчĕ. Ветерансене уяв ячĕпе укçан парне парса хавхалантарчĕç.

Сĕтел хушшине ларса чей ĕçнĕ май вăрçă вăхăтĕнче,Ĕ ун хыççăн çыхăнура ĕçленĕ ветерансем почта ĕçĕн  пĕлтерĕшĕ çинче чарăнчĕç, çав тапхăра аса илчĕç.ĕ Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем хăйсене хисеплесе чыс тунăшăн почта çыхăнăвĕн районти узелĕн ертÿçисене чĕререн тав турĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика