Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур çĕрте те хапăл тăваççĕ

14 мая 2005 г.

 

Мăн Токшикри Культура çурчĕ çумĕнчи «Тăванлăх» фольклор ансамбльне 1948 çулта йĕркеленĕ. Ăна йĕркелекенĕ тата ертÿçи пулса ĕçлекенĕ – Домна Никифоровна Данилова. 2000 çулхи июнь уйăхĕнче çак фольклор ушкăнĕ «халăх коллективĕ»  ята тивĕçнĕ. «Тăванлăх» халăх коллективĕн репертуарĕ те анлă. Унта вăйă юррисемпе ташшисем («Эп ларатăп крыльцара», «Чăнкăртатать чей чашки», «Шăлтăрма корăк»), туй юррисемпе ташшисем («Час килмерĕç ан тейĕр», «Чулхулара чул хаклă», «Туй, туй, туй тесе»), хăна юррисем («Чăнах лайăх чĕн йĕвен», «Шăнкăр-шăнкăр», «Эп те юрлап, эс те юрлан») т. ыт. те.

«Тăванлăх» фольклор коллективĕ районта иртекен мероприятисене активлă хутшăнать. Вĕсен концерчĕсене хамăр районта кăна мар, кÿршĕллĕ районсенче те хапăл тусах йышăнаççĕ. 2004 çулта çак коллектив чăваш телевиденийĕпе кăтартакан «Янра, хут купăс» передачăра виçĕ хут ÿкерĕннĕ. Вĕсен ÿсĕмĕ пирки «Çĕнтерÿ ялавĕ», «Хыпар», «Хресчен сасси» хаçатсенче çырнă.

Д.Н. Данилова, коллектив ертÿçи, вăрçă çулĕсенче ĕçлеме пуçланă, Мăн Токшикра пуçламăш классене вĕрентнĕ, Тойкилтĕри вăтам шкулта музыка учителĕнче нумай çулсем хушши ĕçленĕ. Домна Никифоровна районти фольклора упраса хăварас, аталантарас тата паянхи çамрăк ăрăва вĕрентсе хăварас, ырă йăласене ăруран ăрăва куçарас тĕлĕшпе нумай тăрăшать: вырăнти халăх юрри-кĕввисене, вăййисене пухса хăйсен коллективĕн репертуарне кĕртет.

Д.Н. Данилова ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, «Хисеп палли» орден кавалерĕ.

Майăн 10-мĕшĕнче Домна Никифоровнана 80 çул тултарнă ятпа  район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, «Тăванлăх» фольклор халăх коллективĕ саламланă. Ăна çак кун ЧР Культура, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствин Хисеп грамотипе чысланă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика