Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлени курăнать те чун савăнать

14 мая 2005 г.

 

Вăхăт çитрĕ те çĕр ĕçченĕ пĕтĕм вăйпа тăрăшулăха çурхи ака-суха ĕçне мобилизацилерĕ. Çак сăмахсем суя марри хуçалăхсене тухсан яр уççăн курăнать. Кăна райадминистраци пуçлăхĕн çумĕпе, ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçипе В. Ананьевпа иртнĕ юн кун, майăн 11-мĕшĕнче, ирттернĕ ĕçлĕ çул çÿрев те çирĕплетрĕ.

Кăçал районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче çуртрисене 14963 гектар çинче акмалла, 1336 гектар çĕр улми лартмалла, 608 гектар выльăх кăшманĕ, 2006 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем, 90 гектар силослăх культурăсем, 147 гектар пахча çимĕç йышăнмалла. Пĕчĕк калăпăш мар, анчах ăна пурнăçлани хуçалăх малашлăх аталанăвĕ, районăмăрăн чыс-хисепĕпе пурнăçĕ, пирĕнтен кашнине пырса тивекен ăнтăлу. Çак шухăш-туйăмпа çула тухни тата çак кун  пулса курнă «Динамо», «Нива» агрофирма (унчченхи «Тораево» хуçалăх), Суворов яч. хис., «Чемеево», «Сеятель» хуçалăхсенче вырăнти условисемпе килĕшÿллĕ ĕç вĕресе тăни çĕр ĕçченĕ чăнласах малашлăхпа пурăннине çирĕплетрĕ. Кунта «Нива» агрофирма ертÿçи Г. Поляков каланă сăмахсем çĕр ĕçченĕн пĕтĕмĕшле кăмăлне уçса параççĕ. «Йывăр паян, анчах вĕсем умĕнче пуç усмасăр çурхи ака-сухара малашлăхалла çирĕп утăм тума ĕлкĕрсен, кĕр çитсессĕн пирĕн те пит хĕрелмĕ, çитес хĕл кунĕсем те тутă килĕç», - терĕ вăл.

Килĕшмелле. Турайсем çĕнĕ ертÿçĕ ĕçе кÿлĕннĕренпе пĕлтĕр кĕркуннех 400 гектар ытла кĕрхи çĕртме сухаларĕç. Сухаламалли çĕрсем çур аки  валли татах 300 гектар майлă юлнăччĕ. Халĕ çак пусăсенче К-700 трактор ĕçлет. Хатĕрленĕ хирсенче 4 ака агрегачĕ вăй хурать. Вĕсен çывăх кунсенчех 775 гектар çинче çуртрисем акмалла. «Çак ĕçе тата 20 гектар çĕр улми лартассине кая хăвармасăр пурнăçласси пирĕн паянхи тĕллев», - тет «Нива» агрофирма» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи Г. Поляков.

Юлашки çулсенче юхăнсах кайнă «Динамо» хуçалăхра кĕрхи çĕртме сухи туманран çак ĕçе паян пурнăçлама тивет. Анчах нумаях пулмасть хуçалăх тилхепине тытнă Е. Углев çĕр хатĕрлес ĕçе 2 сменăпа йĕркелеме пултарни анасене вăхăтра «шуратса» хăварма  май пуррине кăтартать.

Чапаев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнче эпир çитнĕ кун Н. Иванов, Н. Волков, В. Цветков трактористсем урпа акатчĕç. В. Васильевпа Г. Германов акаçăсем И. Васильепа И. Кириллов водительсем илсе тухнă вăрлăхпа минераллă удобрение сеялкăсене тултарнă хыççăн ака агрегачĕ вырăнтан тапранчĕ.

Суворов яч. хис. хуçалăх тырă пуссинче яланах ырăпа палăрнăччĕ. Кăçал та кунта çак хĕлхеме сÿнме паманни курăнать. Хуçалăхăн 1008 гектар çинче ака-суха ĕçĕсем ирттермелле. Вĕсенчен 727 гектарĕ тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем, 168 гектарĕ пĕр çул ÿсекен курăксем, 32 гектарĕ выльăх кăшманĕ, 60 гектарĕ çĕр улми, 21 гектарĕ пахча-çимĕç пулмалла. Çакна вăхăтра пурнăçлассишĕн  хальлĕхе Г. Викторов механизатор  ертсе пыракан 1-мĕш уй-хир бригадинче ĕçсем анлă калăпăшпа пулса пыраççĕ. Хуçалăхăн тĕп агрономĕ А. Григорьев каланă тăрăх кашни ĕç вырăнĕнчех çур аки хăвăртлăхĕ пысăк. Акă, Е. Димитриева складовщица складĕнче те вăрлăха кăçал туяннă агрегатпа имçамласа хире ăсатассипе ĕçсем кал-кал пыраççĕ.

«Чемеево» тата «Сеятель» хуçалăхсенче кашни хирте майлах ака-суха агрегачĕсем ĕçлени те район çак кунсенче пĕтĕм вăй-халпа çур акинче пулнине çирĕплетет.

Çурхи кунăн ыйтăвĕ çирĕп: мĕн акатăн, мĕнле акатăн - çав шăтать те çапла çитĕнсе тухăç парать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика