Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ку чир никама та хĕрхенмест

14 мая 2005 г.

 

Чи малтанах çак халиччен пĕлмен чир çинчен 1981 çулта Америкăра çак чиртен 5çарăк  гомосексуалист вилнĕ хыççăн калаçма пуçланă. Ку чире СПИД тесе ят панă. Журналистсем вара ăна 20 ĕмĕр мурĕ , тенĕ.Тĕрĕссипе вара муртан, хура шатра, халер чирĕсенчен сывалакансем те пулнă. СПИД вара никама та чĕрĕ хăвармасть. Мĕншĕн тесен унран сипленмелли эффективлă эмелсем çук. Унран тĕнчере 20 миллион çын вилнĕ те ĕнтĕ. Вирус ернисен шучĕ-35 миллион çын. Кашни кун тĕнчереи 20 пин çынна СПИД вирусĕ ерет. Кашни сехетре СПИДран 300 çын вилет(кашни минутра- 5 çын) . Мĕнлерех хăрушлăх кĕтет этемлĕхе малашне.

Раççейре пĕрремĕш СПИД ернĕ çынна 1987 çулта тупса палăртнă. Чăваш республикинче вара 1994 çулта-1999çулсенче 11 çынна, 2000 çулта 26 çынна, 2001 çулта 215 çынна вирус ернĕ. Вĕсен йышĕ 2002 çулта 113 ÿын, 2003 çулта 83 çын, 2004 çулта 63 çын пулнă.

Пирĕн Муркаш районĕнче паянхи куна 2 çынна вирус ернĕ. Пĕри вилнĕ.

Чăваш республиукинче паян ВИЧ эпидемийĕ пырать.  Пĕтĕмпе 532 чирлĕ çын. Вĕсенчен 50шĕ вилнĕ(вĕсен шутĕнчен 7шĕç СПИДран) .

1987-2004 çулсенче 511 çынна вирус ернĕ(2004 çулта-63 çын).  Чирлисен шутĕнче 351 арçын, 160 хĕрарăм, 449шĕ хулара пурăнать, 62н- ялти çынсем. Ытларах 20-29 çулсенчи çынсем чирлеççĕ. Нумайăшĕ- ниçта та ĕçлеменскерсем.

СПИДпа ытларах наркотиксемпе усă куракансем (325 çын), ар çыхăнăвĕ урлă(169 çын) чирлеççĕ. ВИЧ чирĕпе чирлекенсен шутĕнче йывăр çын хĕрарăмсем 87ĕн. 34шĕ ачисене çуратнă:4 ачине çак чир ернĕ, иккĕшĕ вара вилнĕ.

Çавăнпа та çапла калас килест: СПИД паян пирĕн килтех. Апла пулсан ку чир çинчен пирĕн лайăх пĕлмелле. Паян çак чиртен пурте вилеççĕ. Кăштах пурнăçа тăсас тесен вара çулталăкне 20-40 пин доллар кирлĕ.

Чире пĕр çынран тепĕр çынна вирус ертет. Ÿакă 3 мелпе пулса иртме пултарать. Пĕррмĕшĕнчен, ар çыхăнăвĕ урлă.  Презерватив çеç çак чиртен сыхлама пултарать. Иккĕмĕшĕнчен, юн урлă ерет. Чирлекенсенчен 90 проценчĕ- наркотикпа усă куракансем, пĕр шприцпа темиçен усă куракансем, татуировка тăвакансем. Виççĕмĕшĕнчен, СПИДпа чирлĕ хĕрарăмсенчен 30 проценчĕ ачисене чирлĕ çуратаççĕ.

Савăт-сапаран, пĕр туалета çÿренипе, юнашар выртса çывăрнипе( ар çыхăнăвĕ пулмасан) чир ермест. Юн ĕçекен хурт-кăпшанкăран та.

Вирус ернĕ хыççăн малтанхи вăрттăн тапхăр 3 эрнерен пуçласа 3 уйăх таран пырать. Хăшĕсен çулталăкчен те нимĕнле чир паллисем те çук. Ку тапхăрта юна тĕрĕслени те нимĕнле улшăну та кăтартмасть. Çын хăйĕн вирус пуррине пĕлме пултараймасть, анчах та вируса юн урлă е ар çыхăнăвĕ урлă урăх çынна ертме пултарать.Ку питĕ хăрушă.

Вирус пĕрре ерсен, организмра мĕн виличчен пурăнать. Вирус е рнĕ çыççăн 10-15 çултан (хăшĕсен 5-6 çултан) СПИД тапхăрĕ пуçланать. Çын органмзмĕ нимĕнле чирпе те кюрешейми пулса çитет.Çапла вара çынна кирек епле чир те ерме пултарать. Унăн ÿпке чирĕсем пуçланаççĕ, шыçăсем, шатрасем тухаççĕ,нерв системи, вар-хырăм улшăнать.

Çапла вара, хĕрсемпе каччăсем,  кăмăл-сипет тасалăхĕ, пĕрре анчах мăшăрланни, ăнсăртран анчах курнă пĕлмен çынпа ар çыхăнăвне кĕменни, эрех-сăра ĕçсе е наркотиксемпе усă курса пуçа минретменни- СПИДпа кĕрешмелли чи хăватлă мелсем.

Никамăн  килне те нихăçан та çак хăрушă СПИД чирĕ ан кĕтĕрччĕ.Никамăн та çак чиртен вилмелле ан пултăрччĕ. Ашшĕ-амăшĕсен нихăçан та ачисемшĕн куççуль кăлармалла ан пултăрччĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика