Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркашсем – чи маттуррисем

04 мая 2005 г.

 

Иртнĕ юн кун Муркашри вăтам шкул территорийĕнче çул-йĕр çамрăк инспекторĕсен фестивалĕ пулчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – ачасем тĕлли-паллисĕр çапкаланса çÿресрен асăрхаттарасси, ачасене çул-йĕр правилисене пăхăнма вĕрентесси, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси.

Малтанах фестивале хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçи В.К. Ананьев саламласа ăнăçусем сунчĕ.

Командăсем малтан çул-йĕр правилисене епле пĕлнине кăтартрĕç, теори пĕлĕвĕсене аса илчĕç. Ку енĕпе Орининти тата Ильинкăри вăтам шкул командисем палăрчĕç, чи пултаруллисем Муркашсем пулчĕç. Велосипедпа чăрмавсене  çĕнтерсе çÿрессипе Ярапайкасси тата Тивĕш шкулĕсем ăнăçлăрах пулчĕç. Москакасси шкулĕн команди уйрăмах ăсталăх кăтартрĕ. Пирвайхи медицина пулăшăвĕ парассипе  каллех чи хастаррисем Муркашсемпе Юнкăсем тата Тойкилтĕсем пулчĕç. Страхланин никĕсĕсене пĕлессипе Юнкăсене çитекенсем çук иккен.

Пĕтĕм конкурссен итогĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Муркашсен команди 1 вырăн çĕнсе илчĕ, Орининсем – 2 вырăн, Ильинкăсем 3 вырăн йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕ-командăсем Дипломсемпе укçан парнесене тивĕçрĕç. ГИБДД районти уйрăмĕн ертÿçи  А.В. Ершов участниксене  пысăк парнесемпе хавхалантарчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика