Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăнти самоуправлени ыйтăвĕсемпе

04 мая 2005 г.

 

Апрелĕн 29-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви тата вырăнти самоуправлени  ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕ хăйĕн черетлĕ ларăвне Муркаш районĕнче ирттерчĕ. Унта çак комитет членĕсемпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

2006 çулта пирĕн çĕршывра «Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» федераллă саккун вăя кĕрет. Чăваш Республикинче ку саккуна  2004 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче йышăннă.

Çĕнĕ саккун вăя кĕрсен ялти пурнăç тĕпрен  улшăнмалла. Патшалăх влаçĕпе вырăнти самоуправление  çак саккун уçăмлăн уйăрать. Мĕнле улшăнусем пулĕç ун чухне, хăй тытăмлăх пуçлăхĕсен мĕнле ĕçлемелле? Вуншар ыйту канăç памасть паян çынсене. Суйлав мĕнле пулĕ çакă та канăçсăрлантарать.

ЧР Патшалăх Канашĕ «Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ çинчен» Чăваш Республикин саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» Саккун проектне пĕрремĕш вулавпа йышăннă. Вырăнсенче (районсенче) ун пирки мĕн шутлаççĕ: мĕнле сĕнÿсем пур; Çак тĕллевпе вырăна тухса ирттереççĕ те ĕнтĕ ларăва.

Çĕнĕ саккуна кĕртнĕ улшăнусем пирки ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви тата вырăнти хăй тытăмлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Г.Г. Васильев пĕлтерчĕ.

«Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн халăх суйланă депутачĕсен статусĕ çинчен» Чăваш Республикин Саккунĕ мĕнле пурнăçланса пыни çинче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов чарăнчĕ. Малтанах вăл кĕскен районăн экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвĕпе паллаштарчĕ, кашни отрасль ĕçĕ çинчен каларĕ.

Ю.А. Иванов депутатсемпе епле ĕçлесе пыни çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Депутатсен Пухăвĕсен, яланхи комиссисен ларăвĕсене ирттерни, вĕсенче мĕнле ыйтусем сÿтсе явни, мĕнле йышăнусем пулни, вĕсем пурнăçланнине контроллесе тăни, район администрацийĕн кунĕсене ирттерни çинчен пĕлтерчĕ, ку енĕпе нумай ыйтусем çине хуравларĕ. Депутатсенчен чылайăшĕ активлăхпа палăрса тăраççĕ, вĕсене ĕçлеме условисем çителĕклĕ.

Депутатсен районти Пухăвĕн социаллă пурнăçпа культура, вĕрентÿ, сывлăха сыхлас ĕçсен тата халăха тĕрлĕ пулăшу  парас енĕпе ĕçлекен яланхи комисси председателĕ В.Г. Данилов депутат район администрацийĕпе депутатсем тачă çыхăнса, ăнланса ĕçлени халăхшăн усăллă пулнине палăртрĕ. Владислав Григорьевич яланхи комисси ĕçĕпе паллаштарчĕ, тĕрлĕ саккунсем, программăсем районта мĕнле пурнăçланни, ку тĕлĕшпе сахал мар ĕçсем туса ирттерни çинчен каларĕ. Вăл кирлĕ сĕнÿсем нумай пачĕ, хăй те комисси членĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.

Ларура малтан район Совечĕн депутачĕ пулнă, халĕ Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçлекен Н.И. Никитин сăмах каларĕ, вăл та кирлĕ сĕнÿсем нумай пачĕ.

Пурнăçра кунсерен çĕнĕ ыйтусем тухса тăраççĕ. Вĕсене татса парас тесен ĕç меслечĕсене те улăштармалла, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртмелле.

ЧР Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви тата вырăнти самоуправлени  ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Г.Г. Васильев панă сĕнÿсене  шута илессине пĕлтерчĕ, ыйтусене хуравларĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов саккун проектне сÿтсе явасси уççăн иртни çинчен каласа, пурне те уявсем ячĕпе саламларĕ.

Лару ирттерме килнĕ хăнасем Йÿçкасси ял администрацийĕн территорийĕнче, ваттисемпе инвалидсен интернат çуртĕнче  пулнă, Панклири музейпа паллашнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика