04 мая 2005 г.
Автобуссемпе çÿренĕ чух çăмăллăхсемпе усă куракансем тата ытти граждансем валли.
Районта пурăнакансем тивĕçлĕ çăмăллăхсемпе туллин усă курччăр тата районта граждансене вырăнтан вырăна çÿреме тулли условисем туса парас тĕллевпе район администрацийĕпе «Чувашавтотранс» предприяти калаçса татăлнă. Унпа килĕшÿллĕн çывăх вăхăтрах «Моргаушавтотехсервис» уçă акционерлă общество базинче республикăри «Чувашавтотранс» патшалăх унитарлă предприятин вырăнти маршрутсне пăхса тăракан филиалĕ уçăлмалла. Унта Муркашран Анаткассине, Йÿçкассине, Шашкар ял администрацийĕнчен Вăрманкассине тата Мăн Хураçкана çÿрекен тăватă автобус пулĕç. Çавăнпа та автобус предприятийĕ вырăнсенчен 9 водителе ĕçе илесси пирки пĕлтерет. Мĕнех, ялсен социаллă пурнăçĕ тăтăш ырă еннелле улшăнса пырать. Вырăнти маршрутсем ирлесе тата каçа юлса ĕçлени ял çыннисемшĕн вырăнлă пуласси пирки иккĕленÿ çук. Уйрăмах тивĕçлĕ çăмăллăхсемпе усă куракансемшĕн.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"