Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх кăтартусем пĕрле тăрăшсан пулаççĕ

04 мая 2005 г.

 

Район уй-хирĕсенче çурхи хĕрÿ ĕçсем пуçланаççĕ. Çĕр ĕçченĕ çуртрисене агротехникăн лайăх срокĕсенче акса-лартса хăварма тăрăшать. Паллах, çăмăл мар паян мĕн пур ĕçсене вăхăтра пурнăçлама. Ял хуçалăх техники çулсерен кивелсе пырать. Хуçалăхсем паян ял хуçалăх тата промышленноç таварĕсен хакĕ пĕр тан пулманнипе, ГСМ, электроэнерги хакланнипе, ял хуçалăх техники çав тери хаклă пулнипе тертленеççĕ. Çак сăлтавсене пулах ял хуçалăх производствине аталантарса пыма çăмăл мар. Нумай хуçалăхсенче ĕç укçин хисепĕ  питĕ пĕчĕк. 2004-мĕш çулта ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 1455 тенкĕпе танлашнă пулсан, 9 хуçалăхра вăл 1 пин тенкĕрен те сахалрах. Ĕç укçи тÿлевĕн парăмĕсем те пĕчĕк мар.

Çак условисенче хуçалăхсенчи профсоюз организацийĕсен ял ĕçченĕсене хавхалантарас, тивĕçлĕ ĕç условисем туса парас, ĕç дисциплинине çирĕплетес, производствăна ÿстерсе пырас енĕпе уйрăмах нумай тимлемелле.

Агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕ 34 профсоюз организацине пĕрлештерсе тăрать. Вĕсенче 5 пин ытла профсоюз членĕ. Пĕр хуçалăхра кăна профком председателĕ ятарласа çак ĕçе кăна  туса пырать. Ыттисем пурте ăна тĕп ĕçпе пĕрле пурнăçлаççĕ.

Юлашки вăхăтра нумай профсоюз комитечĕсем ĕçлекенсем прависемпе интересĕсене хÿтĕлес тĕлĕшпе сахалтарах тăрăшни сисĕнет. Паллах, ку енĕпе йывăрлăхсем те çук мар. Анчах, темле пулсан та, çынсем профсоюзран пулăшу кĕтеççĕ. Мĕншĕн тесен вуншар çул хушши вĕсем çак пулăшăва курса-илсе тăнă: санаторисенче: пансионатсенче каннă, кану çурчĕсенче пулнă т. ыт. те.

Анчах йывăрлăхсем пулсан та, районта профсоюз организацийĕсем çĕнĕрен йĕркеленни савăнтарать. Вĕсенчен чылайăшĕ планпа ĕçлеççĕ, ларусемпе тĕрлĕ мероприятисем сахал мар ирттереççĕ. Анчах та профсоюзăн авторитетне ÿстерес тесен профком председателĕн хăйĕн активлă пулмалла, саккунсене лайăх пĕлсе тăрса ĕçлекен çынна хÿтĕлемелле.

Ку тĕлĕшпе вара тĕп документ – коллективлă договор. Вăл ĕç параканпа профком хушшинчи хутшăнусене йĕркелесе пырать. Ăна тĕплĕн шутласа, лайăх хатĕрлесе йышăнсан, кирек епле харпăрлăхлă предприяти пулсан та ĕçлекенсене хÿтĕлеме шанчăк пур. Апрель уйăхĕ тĕлне агропромышленноç комплексĕн системинче пĕтĕмпе 32 коллективлă договор йышăннă.

2001-2002 çулсенче пĕрле килĕштерсе ĕçлеме икĕ енлĕ килĕшÿ тунă пулсан, 2003 çулта район администрацийĕ, ĕç паракансем тата профсоюз комитечĕсем хушшинче виçĕ енлĕ килĕшÿ йышăннă. Çак енсен тĕп тĕллевĕ – района пĕр тикĕс аталантарса пырса бюджет укçипе  тирпейлĕ усă курасси, ĕç укçи парăмне чакарасси, çынсене ĕçпе тивĕçтересси т. ыт. те.

Коллективлă договорта «Ĕç сыхлавĕ» пай паллă вырăн йышăнать. Ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлекен предприятисенче ĕç сыхлавне пурнăçласа пыма профсоюз  активĕ пулăшнипе уполномоченнăйсем çирĕплетнĕ, ĕç сыхлавĕпе пĕрлехи комиссисем туса хунă, вĕсене ĕçлеме положени те çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра агропромышленноç комплексĕн системинче ĕç сыхлавĕн уполномоченнăйĕсем 580 çын. Виçĕ енлĕ тĕрĕслеве çĕнĕрен пуçласа ярассипе ĕçсем пыраççĕ. Координаци канашĕнче  ĕç сыхлавĕпе 9 ыйту пăхса тухнă. Икĕ çул хушшинче ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсене 480 çынна вĕрентнĕ, вĕсене удостоверенисем панă. Анчах та укçа-тенкĕ çитмен пирки ĕç сыхлавĕн кабинечĕсене, кĕтесĕсене, стенчĕсене тивĕçлипе йĕркелесе çитереймеççĕ. Нумай ял хуçалăх предприятийĕсенче йăла, кану пÿлĕмĕсене юсаса çĕнетмелле.

Ĕç условийĕсемпе тата ĕç сыхлавĕпе программăна пурнăçлассишĕн профсоюз комитечĕсен активлăх кăтартмалла. Производствăра инкек, çынсем сусăрăнни ан пултăр тесе тăрăшмалла. Çынсен медицина тĕрĕслевĕ витĕр те вăхăтра тухмалла.

Районти профсоюз организацийĕсем хăйсен тивĕçĕсене лайăх ăнланаççĕ. Вĕсем коллективлă договорта пăхса хăварнă условисене пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ. Ку енĕпе ырă тĕслĕхсем те сахал мар.

«Ударник» хуçалăхри профсоюз комитечĕ иккĕмĕш çул ĕнтĕ республикăри профсоюзсен канашĕ çулсерен ирттерекен «Чи лайăх коллективлă договор» республикăри конкурса хутшăнать. Пĕлтĕр унта ăнăçлă хутшăннăшăн диплома тивĕçнĕччĕ. Кăçал та «2004 çулхи чи лайăх коллективлă договор» итогĕсене пĕтĕмлетнĕ: «Ударник» сăнавпа производство хуçалăхĕн коллективлă договорĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Профсоюз комитечĕсен ертÿçисен выльăх-чĕрлĕх пăхакансем çинчен те манмалла мар. Хуçалăх ертÿçисемпе, специалистсемпе пĕрле фермăсен ĕçне, унти ĕç условийĕсене  тишкермелле, продуктивлăха ÿстерме майсем туса памалла.

Экономика ăмăртăвĕ çинчен та каласа хăвармалла. Производствăра малта пыракансене хавхалантарса пырасси çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Профсоюз организацийĕсен хĕрÿ ĕççисен вăхăтĕнче çакă кулленхи тивĕç пулмалла. Механизаторсем умĕнче паян пысăк задачăсем тăраççĕ. Малтанхи çулсенче ĕне сăвакансем, сысна, мăйракаллă шултра выльăх самăртакансем хушшинче кашни уйăхрах ăмăрту итогĕсене  пĕтĕмлетнĕ пулсан, халĕ ăна çĕнĕрен чĕртсе ямалла, куçса çÿрекен вымпелсем те пулччăр. Малта пыракансене парне пани  ыттисене тăрăшса ĕçлеме хавхалантартăр. Ку вара производствăна çĕклеме пулăшĕ. Паллах, ăмăрту ирттерме  ятарлă положени (условисем)  хатĕрлесе çирĕплетмелле.

Вырма вăхăтĕнче, çĕртме сухи тунă чухне механизаторсем хушшинче ăмăрту ирттерни те лайăх. Иртнĕ çул çĕртме сухи тăвакансен конкурсне  ирттерни те çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ, нумай хуçалăхсенче механизаторсен ĕç тухăçлăхĕ ÿсрĕ.

Профсоюз комитечĕсен производствăна аталантарассин, ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе ĕçленипе пĕрлех кадрсем хатĕрлессипе, çамрăк специалистсене пулăшассипе, кану вăхăтне усăллă йĕркелессипе те тимлемелле. Çын çăкăрпа кăна тутă пулаймасть, ăна интереслĕ кану, чун апачĕ те кирлĕ.

Профсоюзсен тивĕçĕ нумай енлĕ. Вĕсене пĕрне те никам та пăрахăçламан. Çавăнпа та тепĕр хут каласа хăварас килет, паллах, производствăна аталантарассишĕн, ĕç дисциплинине çирĕплетессишĕн, ĕç сыхлавĕшĕн тимлемелле. Чи малти вырăнта вара ĕçлекен çыншăн тăрăшасси пултăр. Малалла талпăнакан çынна йывăрлăхсем хăратмаççĕ. Пĕрле килĕштерсе ĕçлесен лайăх кăтартусем пулаççех.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика