Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçри ăнăçу хамăртан килет

27 апреля 2005 г.

 

(Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллегин черетлĕ ларăвĕнчен)

1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе кĕçех 60 çул çитет. Хальхи вăхăтра пур çĕрте те çак паллă куна тивĕçлипе кĕтсе илес тĕлĕшпе нумай ĕçсем туса ирттереççĕ. Анчах та пур çĕрте те ку ĕçсем пĕрешкел мар. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи черетлĕ ларура Уйкас Янасал, Турай, Йÿçкасси тата Муркаш ял администрацийĕсенче Аслă Çĕнтерÿ уявне мĕнле хатĕрленнине пăхса тухрĕç. Уйкас Янасал ял администрацийĕн территорийĕнчен Аслă Отечетсвеннăй вăрçа 356 çын тухса кайнă, 187-шĕ каялла таврăнайман. Хальхи вăхăтра вăрçă участникĕсем – 4, салтак арăмĕсем 4н кăна пурăнаççĕ. Кунта аслă уява тĕплĕн хатĕрленеççĕ, çĕнтерÿçĕсен аллейине тума палăртнă. Çĕнтерÿ кунĕнче Уйкас Апашра, Я.А. Анисимовăн ялĕнче ял уявне ирттерме палăртнă. Вăрçă ветеранĕсен пурнăçĕпе те куллен интересленсех тăраççĕ.

Турай ял администрацийĕнче хальхи вăхăтра вăрçă участникĕсем 29, салтак арăмĕсем – 8н пурăнаççĕ. Кунта пĕтĕмпе 4 палăк: Мăн Токшик, Çуткÿл, Анаткасси тата Турай шкулĕ çывăхĕнче. Вăл палăксем çумĕнче аллейăсем тума шутлаççĕ, çак ĕçе Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе шкул ачисене явăçтарасшăн. Анчах та ял администрацийĕн территорийĕнче унсăр пуçне те татса памалли ыйтусем сахал мар. Сăмахран, çамрăксем ĕçкĕпе иртĕхнине хирĕç, эрех тата спирт пур шĕвексем сутакансемпе кĕрешесси. Ку ĕçе пурнăçлас тесен, унта мĕн пур общественноçа явăçтармалла. Енчен те хамăр ума тĕллев лартнă пулсан, темле пулсан та вĕсене пурнăçламаллах.

Йÿçкасси ял администрацийĕнче те вăрçă участникĕсене, Афганистанра пулнисене, Чечняри событисене хутшăннисене  яланах пысăк тимлĕх уйăраççĕ, Аслă Çĕнтерÿ уявне тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленеççĕ.

Муркаш ял администрацийĕнче те вăрçăн кашни ветеранĕн, салтак арăмĕн кулленхи пурнăçĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, вĕсен килти йăла условийĕсемпе кăсăклансах тăраççĕ. Хальхи вăхăтра Муркашри паркри паттăррăн çапăçса вилнисене асăнса лартнă палăка юсаса çĕнетес ĕç пырать. Сăмах май каласан, кунта ĕçпе вăрçă ветеранĕсене кирек хăш уявра та лайăх чыслаççĕ.

Коллеги ларăвĕнчи пĕрремĕш ыйтăва пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, социаллă политика управленийĕн ертÿçи Н.П. Петрова сăмах каларĕ. Вăл Аслă Çĕнтерÿ юбилейне хатĕрленесси кун йĕркинчен тухманнине, пур çĕрте кун пирки ĕçсем епле пынипе кăсăклансах тăнине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех культура ĕçченĕсем районти музее илемлетес тĕлĕшпе  те пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов кирек хăçан та вăрçă участникĕсемпе тылра ĕçленисене пысăк тимлĕх уйăрмаллине, тивĕçлĕ пулăшу памаллине палăртрĕ. Çĕнтерÿ фондне укçа пухасси малалла пырать. Кăçалхи юбилей умĕн май килнипе пур çĕрте те  палăксене тĕпрен юсаса çĕнетмелле, вĕсем малалла çулсеренех лайăх упранччăр.

Коллеги ларăвĕнчи иккĕмĕш ыйту – районта ĕç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе епле ĕçлени пирки муниципаллă доклада çирĕплетесси. Ку ыйтупа район администрацийĕн ĕç тата ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Э.Ф. Иванова тухса калаçрĕ. Пытарма кирлĕ мар, шел пулин те хăш-пĕр предприятисенче производствăра çынсем инкек тÿссе сусăрăннă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ-ха. Ĕç вырăнĕсене аттестацилесси пур çĕрте те тивĕçлĕ шайра  пулса пымасть. Çул-йĕр çинче инкек тÿснĕ тĕслĕхсем те пур. Предприятисемпе организацисен ертÿçисен, ĕç паракансен ĕç условийĕсене лайăхлатассипе, ĕç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе ытларах ĕçлемелле, ĕç вырăнĕсене аттестацилемелле. Коллективлă договорсем те хăйсен пĕлтерĕшне ан çухатчăр, унта йышăннă условисем пурнăçланса пыччăр. Çыншăн тăрăшасси, унăн сывлăхĕ пур çĕрте те яланах малти вырăнта пулмалла.

Район уй-хирĕсенче паян-ыран çурхи ĕçсем пуçланаççĕ, çĕр кунсерен типсе пырать. Çав вăхăтра выльăхсене хĕл каçармалли тапхăр та вĕçленет. Хуçалăх экономикине çирĕплетес тесен ÿсен-тăран отрасльне лайăх аталантарса выльăх-чĕрлĕх валли апат базине хатĕрлемелле. Ун чухне продуктивлăх та ÿсет, укçа-тенкĕ тупăшĕ те пулать. Çав вăхăтран пурнăçран юлмасăр çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртесси пирки те манмалла мар. Унсăрăн малашлăх çук. Çак енĕпе районти хуçалăхсене район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн тĕп специалисчĕсем пулăшма тивĕç.

Коллеги ларăвĕнче виççĕмĕш ыйту шăпах çакăн пирки пулчĕ те. Унта ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн тĕп специалисчĕсем хăйсен ĕçĕ пирки отчет турĕç. Ял хуçалăх техникине хальхи вăхăтра туянма çăмăл мар. Вăл çулсерен кивелсе пырать. Уй-хир ĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçласа пырас тесен çулсерен техникăн 10 процентне çĕнетсе пымалла. Паянхи кун вара çак тĕллеве пурнăçласси питĕ йывăррăн пулса пырать.

Хальхи вăхăтра районти хуçалăхсенче автомашинăсемпе тракторсене, кăкарсе ĕçлемелли техникăна юсас ĕçсем пыраççĕ. Сĕрмелли-çунтармалли материалсене те халех янтăламалла. Çурхи кун çулталăк тăрантарнине те манмалла мар.

Уй-хир ĕçĕсен калăпăшĕ те пĕчĕк мар. Хăш-пĕр хуçалăхсенче агрономсем пулманни те ÿсен-тăран отрасльне аталантарас ĕçре чăрмав кÿрет. Хальхи вăхăтра акмалли вăрлăхăн 86 проценчĕ кондициллĕ, çав шутран пĕрремĕшпе иккĕмĕш класли 43 процент кăна. Кăçал районти пилĕк хуçалăх çĕр улми пачах лартмаççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те паянхи кун пысăк тимлĕх ыйтать, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе, ăратлăха лайăхлатса пырса продуктивлăха ÿстересси пирки шутламалла. Хальлĕхе вара ку енĕпе кăтартусем иртнĕ çулхинчен те чакнă. Вылăхсен йышне те чакармалла мар. Вĕсене çуллахи вăхăтра кĕтÿре çÿретме ятарлă вырăнсем уйăрмалла.

Хуçалăхсенче экономика тишкерĕвне те тусах тăмалла, специалистсен кашнин хăйĕн вырăнĕнче тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламалла.

Ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн тĕп специалисчĕн хуçалăхсене пур енĕпе те пулăшса пымалла. Çакă вĕсен кулленхи тивĕçĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов хăйĕн сăмахĕнче тĕп специалистсен хăйсенчен çирĕпрех ыйтмаллине палăртрĕ. Харпăр хăйĕн  психологине улăштармалла, паян бизнеса вĕренмелле. Пĕр тенкĕ тăкакласа 7-8 тенкĕ тупăш илме тăрăшмалла. Паян ĕлĕкхи пек кивĕлле ĕçлесе пынипе малалла каяймастăн. Ĕçлес текен тăвалла талпăнма майсем шырать, кивĕлле пурăнакан хăйне тÿрре кăларма сăлтав шырать. Çакна манас марччĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика