Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыв тĕрекĕ - çар. Ун пурнăçĕ хĕрарăм куçĕпе

27 апреля 2005 г.

 

Пурнăç урапи пĕр вырăнта тăмасть, анчах иртнĕ çулсене, хыçа юлнă юлашки сулăнчăка асран кăларни те лайăха мар. Чăваш çынни ăс-тăнĕнче (тĕрĕссипе унăн кăна та мар) ĕмĕрсем хушши çĕршыва сыхласси пĕрремĕш тивĕç шутланнă. Çакă суя мар пулнине Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçи те, унчченхи тата ун хыççăнхи  çар пурнăçĕ те çирĕплетет. Çĕршыва сыхласси арçын хулпуççийĕ çине тиеннĕрен чăваш арçынĕ кирек хăш вăхăтра та хăй тивĕçне çилпе вĕçтермен. «Çарта пулман арçын арçын та мар», - халăхăмăр ăс-тăнĕпе патварлăхне аталантарнă асатте-асаннесем. Çак вĕрентĕве ăса хывнă чăваш каччисем çул çитнине кура тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенче Тăван çĕршывăмăр интересĕсене хÿтĕленĕ. Чылай чух вĕсемпе пĕрле  çар йывăрлăхĕсене хĕрарăмсем те - çар çыннисен мăшăрĕсем – пайланă, çемьери ăшăлăхпа арçынсене хăват панă. Çакнашкал хастар хĕрарăмсенчен пĕри вăл – районти çар комиссариатĕнче запасри граждансене контрактпа çар службине илессипе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Раиса Аркадьевна Федорова. Унпа ирттернĕ калаçу действительнăй çар службине  каякансем валли те, вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн те, контракт йĕркипе çара каяс шухăшлисемшĕн те усăллă пуласса шанатпăр.

- Раиса Аркадьевна, сирĕн мăшăр çар çынни пулнăран çар пурнăçĕ йăлтах сирĕн куç умĕнче-тăр. Паян çар пирки тĕрлĕрен калаçаççĕ: ырри те, усалли те. Эсир хĕрарăм куçĕпе ăна епле хаклатăр;

- Тăван çĕршыв вăл – пирĕн кашнин кил хуçалăхĕ. Харпăр хăй килне сыхлайман арçынпа вара мухтанма пулать-и; Иккĕленетĕп. Çар пурнăçĕн йывăрлăхĕсене  чăтса ирттерекенсене е ирттернисене пысăк ĕçсем шанма пулать, мĕншĕн тесен вĕсен «тумалла» тĕллев пур.

Эпĕ хам та ачалăхра пурнăçăма çарпа çыхăнтаратăп тесе шутламан. Атте-аннерен, хам çуралнă ялтан инçетре нумай çÿремелле пулать тесе хăраттăм. Анчах пурнăç çак хăравçăлăхран кăларчĕ. Хамăн мăшăрăмпа Лев Николаевичпа 1984 çулта вăл Афганистанра службăра тăнă чух отпуска килсен паллашрăм. Паллашу туслăха куçрĕ, туслăхран – юратăва. Лев Николаевич Афганистан хыççăн Байкал хыçĕнчи çар округне куçсан 1985 çулта пĕрлешрĕмĕр. Çапла вара вăл вăхăтри аслă лейтенантпа (паян запасри подполковник) çар пурнăçĕ пуçларăм, кашни йывăрлăхах унпа пĕрле пайларăм, çар пурнăçне те алă тупанĕ çинчи пекех пĕлме пуçларăм, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенче пулса куртăм. Çакна ăнлантăм: ăслă-тăнлă тата спортпа туслашнă яш çĕршыв хуралĕнчи арçынсен коллективĕнче те çухалса каймасть, йывăр тесе алă усмасть. Арминче пулнă яш çеç хăйне чăн-чăн арçын тесе калайрать, тесе шутлатăп.

- Çак шухăшпах эсир паян çамрăксене контракт йĕркипе çара илетĕр-и; Нумайăн-и çак çула суйлакансем;

- Суйлакансем тенипе питĕ килĕшетĕп, мĕншĕн тесен çак çулпа çамрăксене никам та хĕсĕрлесе хăваламасть. Контракт йĕрки Раççейре 1996 çулта пуçланчĕ. Çĕршыв сыхлавне çак çулпа хăйсене çирĕп туякан арçынсем каяççĕ. Акă, пирĕн районти çар комиссариачĕ урлă 9 çулта  73 çамрăк контракт йĕркипе Раççей Çарне службăна кайрĕç. Кăçалхи 4 уйăхра çак йĕркепе 6 çамрăк çĕршыв хуралне тăчĕç. Вĕсем: Шурчари Владимир Владимирович Тюрин, Кивĕ Шоккăнри Евгений Александрович Сапожников, Илпешри Евгений Анатольевич Александров, Тушкассинси Алексей Петрович Архипов, Муркашри Алексей Львович Любимов, Макаçи ялĕнчи Сергей Аркадьевич Васильев. Кунта çакна каласа хăвармалла: А. Архипов старшина виççĕмĕш контракт турĕ. Çар çапăçăвĕсен ветеранĕ малтан Грузипе Абхази хушшинчи чикке сыхларĕ, кайран Чечняра службăра тăчĕ, хăйне ырă енчен çеç кăтартрĕ. Унăн пиччĕшĕ Владимир та халĕ контракт йĕркипе Чечен Республикинче çар службинче.

Контракт йĕркипе çар службине каякансен ырă тĕслĕхĕсене палăртмасăр та иртме çук. Акă, Катькас ял администрацийĕнчи Кораккассинче çуралса ÿснĕ 25 çулхи Алексей Владимирович Свинчуков кĕçĕн сержант Югославири мир тăвакан операцисене хутшăнса 2001 çулта Жуков паллине, «Мирпе килĕшÿлĕхшĕн» медале тивĕçрĕ. Паян вăл Таджикистанри 201-мĕш мотострелковăй дивизире службăра тăрать.

Чуманкассинче 1977 çулта çуралнă Яков Леонидович Яковлева та контрактпа çар службинче тăракансенчен чи маттурри  теме пулать. Çар çапăçăвĕсен ветеранĕ действительнăй çар службине Чечняра ирттерчĕ, хыççăн контрактпа – Таджикистанра, каллех Чечня, татах Таджикистан. Коэффициентсемпе шутласан, унăн çар служби 16 çула çитрĕ. Çамрăк çын кĕçех пенсие тухĕ.

Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕнчи Кăмăркассинче çуралса ÿснĕ 23 çулхи Сергей Ильин та паян действительнăй çар служби хыççăн киле таврăнсан контракт йĕркипе Чечен Республикинчи çар комендатурине службăна кайрĕ.

- Контракт йĕркипе ăçта-ăçта каясси паллă-и;

- Ку ыйту çине çапла хуравлатăп. Маларах каланăран паллă, контракт йĕркине суйласа илекенсем паян Çурçĕрти Кавказри çар округĕн комендатурисенче, Чечен Республикинчи 42-мĕш гварди мотострелковăй дивизире (вĕсенчи 1 çул служба 1,5 çулпа танлашать), Таджикистанри 201-мĕш мотострелковăй дивизире (1 çул 3 çулпа танлашать), Псковпа Ульяновскри тата Ивановăри сывлăш çар десанчĕсен дивизийĕсенче, Екатеринбургри тата Оренбургри мотострелковăй дивизисенче, Лăпкă океанри тата Çурçĕрти, Каспипе Хура тинĕс тата Балтика флочĕсенче службăра тăраççĕ. Унта паян-ыран та кайма пулать.

Паллах, кашнинех ĕç укçи шухăшлаттарать. Кунта çакна калатăп: Çурçĕр Кавказри çар округĕн комендатурисенче службăра тăракансен уйăхри вăтам ĕç укçи 13100 тенкĕ, 42-мĕш мотострелковăй дивизире – 17100 тенкĕ. Ытти çар округĕсенче службăра тăракансен вăтам ĕç укçийĕ те 7 пин тенкĕрен кая мар. Кунсăр пуçне пĕр хут паракан пособи (1-5 оклад), окладăн пĕрре тăваттăмĕш пайĕ чухлĕ кварталти преми, çулталăкра çар званине  тата должноçе кура 2 оклад матпулăшу, службăна тивĕçлĕ пурнăçланăшăн паракан хавхалантару (3 оклад чухлĕ), службăна пырсанах çĕкленÿ пособийĕ (çар служащине 2 оклад, мăшăрне 1 оклад, çемье членĕсене окладăн 50 проценчĕ), уйăхсерен служба кăткăслăхне тата ятарлă режима кура тĕп окладăн 120 процентне.

- Раиса Аркадьевна, эсир пурнăçлакан ĕç çĕршыв сыхлавĕшĕн пĕлтерĕшли курăнать. Йĕркелÿ вăл ăнăçăвăн пуçламăшĕ. Пирĕн ентешсем çар службинче Муркаш Ен ятне ямасса шанас килет.

- Эпир те çав шанăçпа ĕçлетпĕр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика