Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аякри чăвашсем патĕнче

27 апреля 2005 г.

 

«Татах килĕр, тăвансем»

- Шупашкарсем килчĕç, Шупашкарсем килчĕç, - тесе кĕтсе илчĕç Орининти «Шуракăш» халăх юрăпа ташă ансамбльне (апрелĕн 14-мĕшĕнче район администрацийĕн культура, информаци политики тата архив ĕçĕсен пайĕнчен Ю.Н. Жуков ертсе пынипе тухса кайрĕ ку коллектив. Оринин ял администрацийĕн пуçлăхĕ А..С. Суриков, шкул директорĕ В.Г. Иванов та кайрĕ). Самара облаçĕнчи  «Похвистнево» поселокĕнче чăваш юрăпа ташă тата купăсçăсен ансамблĕсен облаçри 3-мĕш  фестивальне тулайри  чăвашсем шăпах «Шуракăшсене»  чĕнсе ячĕç. Фестивальпе пĕрле Орининсем (илемлĕх ертÿçи – С.А. Каликов, хормейстерĕ – В.М. Александров, концертмейстер-аранжировщикĕ – В.П. Ильдяков) пурĕ 4 концерт лартрĕç аякри чăвашсем патĕнче. Чăваш республикинчен килнĕ пĕртен-пĕр коллектив хăйĕн пултарулăхĕ  çÿллĕ шайра иккенне çирĕплетсе пачĕ.

Программа чăннипех те, тулли содержаниллĕ. Аслă Çĕнтерÿ  60 çул тултарни те сăнланать унта. Куракансем Н. Иванова, Т. Горшковăпа Р. Мокшанова  юрланисене питĕ килĕштерчĕ. Вырăнти композиторсен Ю. Жуковăн, В. Ильдяковăн, В. Александровăн юррисене шăрантарчĕ ансамбль. 1991 çулта (1988 çулта йĕркеленнĕ) «халăх коллективĕ» ятне çĕнсе  илнĕ «Шуракăшсем» çак хушăра ăçта кăна пулмарĕç пулĕ: Пушкăрт, Мари республикисенче, Тюменьте, хамăр республикăри районсенче.

Самара чăвашĕсем те ăшшăн кĕтсе илсе, ăшшăн ăсатса ячĕç вĕсене. Аякри чăвашсем те чăвашлах калаçаççĕ.

Çавăн пекех унти шкулсенче пулса курчĕ пирĕн делегаци. Аякри чăвашсен пурнăçĕпе  те çывăхрах паллашрĕç. Çакнашкал çулçÿревсем малашне татах та пулччăр, эппин. Пирĕн хушăри тĕлпулу нихçан та ан татăлтăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика