Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Производствăна лайăхлатма

23 апреля 2005 г.

 

Кăçалхи февралĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн «Ялти производство сферине ертсе пыракан кадрсемпе тивĕçтерме хушма пулăшу парасси çинчен» Указĕпе тата ЧР Министрсен Кабинечĕн  унпа килĕшÿллĕ постановленийĕпе ЧР Президенчĕн пуçарăвне пурнăçа кĕртме райадминистраци пуçлăхĕн йышăнăвĕпе район комиссине – райадминистрацин координаци органне – туса хунă. Унăн председателĕ – райадминистраци пуçлăхĕ Ю. Иванов. Комиссин тĕп тĕллевĕ - çĕнĕрен килекен ертÿçĕсен ĕç-хĕлĕн конкретлă енне тата вĕсен ĕç вырăнне палăртасси.

Кунтах Президент Указне пурнăçа кĕртессипе ЧР Ял хуçалăх министерстви  ялти производство сфери валли ертÿçĕсем суйлама конкурс ирттернипе паллашни вырăнлă. Конкурса аслă пĕлÿ илнĕ тата производство сферинче  аслă е вăтам звенори  ертÿçĕре 3 çултан кая мар ĕçленĕ граждансем хутшăнма пултараççĕ. Çавна валли вĕсен заявлени çырмалла, сăн ÿкерчĕклĕ анкета, çын камне çирĕплетекен документ копине, ĕç кĕнекин копине, аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен документсене, сывлăх çинчен пĕлтернине, çар билечĕн (пур пулсан) копине, пурăнакан вырăнти налук органне учета тăратнă свидетельство копине, патшалăх пенси страхованийĕн страховани свидетельствин копине, Пĕрлехи патшалăх реестрĕнчен гражданин харпăрлăхĕнче пур куçман пурлăха  çырса кăтартнине е юридически е физически лицосен поручительствине, е саккунпа пăхнă бюджет укçа-тенкине тавăрма гарантилекен ытти документсене, вырăнти самоуправлени органĕн рекомендацине, вырăнти самоуправлени органĕпе килĕштернĕ 5 çуллăх аталанăвĕн бизнес-проектне, организацин учредителлĕ докуменчĕсемпе килĕшÿллĕ организацин ертÿçине суйлама (ертÿçĕне лартма) пултаракан учредителĕн е организаци управленийĕн органĕн йышăнăвне.

Заявкăсене 2005 çулхи майăн 12-мĕшĕччен ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕнче йышăнатпăр. Конкурс майăн 17-мĕшĕнче ЧР Ял хуçалăх министерствинче пулать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика