Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕссипе тĕрĕс маррине пурнăç кăтартĕ

19 апреля 2005 г.

 

Тайăлса-силленсе пыракан рынок урапи паян ял хуçалăх предприятийĕсене уйрăмах çул айккине тăкса хăварма пикенет, çав вăхăтрах вĕсене пулăшса тăракан тата продукци тирпейлекен предприятисене те. Йывăрлăхран çăлăнма ертÿçĕсем тĕрлĕ çул-йĕр шырама тăрăшаççĕ. Тĕрĕсси те, йăнăшасси те пулать вĕсен йышăнăвĕсенче.

Çакăн чухне чылай самантсенче предприяти ертÿçипе коллектив пĕр чĕлхе тупаймаççĕ. Пĕрне-пĕри ÿпкелесси, кашни ен харпăр-хăй тĕрĕссине ĕнентересси пуçланать. Ăна çирĕплетекен тĕслĕх – «Моргаушагропромхимия» уçă акционер обществинчен килнĕ çыру. Тĕрĕссипе каласан, эпир ăна архива кăна яма пултараттăмăр, мĕншĕн тесен çырăва конкретлă кам, ăçтан çырни паллă мар. Анчах та çак предприяти пирки юлашки вăхăтра сăмах-юмах нумай çÿренĕрен лару-тăрăва уçăмлатмах кирли куç умне тухса тăчĕ. Çыру текстне пĕтĕмпех илсе кăтартатпăр (нимĕн улăштармасăр).

«Сельхозхимие» Пушкин сутса ячĕ. Района çаратрĕ.

Хăй вăхăтĕнче «Сельхозхимие» бюджет укçипе, халăх укçипе тунă.

Халĕ ĕнтĕ çĕре комплекслă пăхса тăрассипе камĕçлĕ; Ÿсен-тăрансене кам хÿтĕлĕ; Тислĕке уй-хире кам турттарса кăларĕ;

«Сельхозхимие» сутма кам ирĕк панă; Ахальтенех сутса яман ĕнтĕ.

Пĕтĕм коллектив çакăнпа кăмăлсăр, сивлет. Паллах, çапла пуласине эпир пĕлнĕ, анчах никам та сăмах чĕнмен.

Пирĕн халĕ мĕн ĕçлемелле; Хаçат урлă ертÿçĕсем хурав паччăр.

Ыйтăвĕсем пурте ăнланмалласкерсем, уçăмлăскерсем, çыру авторĕ кăна хăйĕн ятне, хушаматне «çухатнă». Эпир вара вĕсем çине хуравсем тупма тĕрлĕ çул-йĕрсем шырарăмăр. Вĕсем лару-тăрăва уçса пама пулăшаççех тесе шутлатпăр.

Апрелĕн 1-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов предприяти ертÿçине В.М. Пушкина, тĕп специалистсене, предприятие туяннă «çĕнĕ хуçасене» (инвесторсене) пĕрле пухса канашлу ирттерчĕ. Тĕрĕссипе каласан, вăл ăнсăртран пуçтарăннăскер мар.Чи малтанах «Моргаушагропромхимие» мĕнле майпа, мĕн хакпа сутса янине район администрацине пĕлтерменрен тухса тăнă. Çав кун механизаторсемпе, водительсемпе курса калаçнă хыççăн та лару-тăрăва вĕсем пĕр пек хакламанни курăнчĕ. Пĕрисем предприяти ертÿçине сурчăк сурсах ятлаççĕ, теприсем ырлаççĕ, теприсем ик айкки те тăвайкки, теприсем çăварти пируса мăкăрлантараççĕ Те пĕр сăмах та шарламаççĕ. Ахальтен каламан ĕнтĕ çĕр çын - çĕр тĕслĕ шухăш тесе.

Лару-тăру пирки уçăмлăх кĕртмешкĕн предприяти ертÿçине В.М. Пушкина ыйтрăмăр.

- Çирĕм çул ытла çак предприяти ĕçне-хĕлне кÿлĕнсе вăй хунăскер, эпĕ ăна пĕччен, хам тĕллĕн сутса яма пултарайман, ун пек шухăш пулман та, - пĕлтерчĕ Владислав Михайлович. - Лару-тăру çивĕчленсе çитнĕрен, предприяти панкрута тухас хăрушлăх тухса тăнăран малашне епле пурăнасси, тытăнса тăрасси пирки директорсен канашĕпе, инженерсемпе-техниксен составĕпе, юлашкинчен вара мартăн 29-мĕшĕнче пĕтĕм коллективпа тĕл пулса калаçнă.

Ман кĕсьене акцисем сутса мĕн чухлĕ укçа кĕрсе выртни пирки çакна калама пултаратăп. Предприятире çирĕм çул ытла ĕçлесе те эпĕ хăш-пĕр пуçлăхсем пек хама валли чаплă хваттер те, çăмăл автомашина та туянман, ытти çăмăллăхсемпе те усă курман. Акцисен 98 проценчĕ физически лицосен аллисенче пулнă, вĕсене саккуна пăхăнсах сутнă тата туяннă. Предприятире вăй хуракансен, тивĕçлĕ канăва тухнисен акцийĕсем пĕри те пĕтмен, «çунса кайман». Коллективри пĕр çынна та ĕçрен кăларса яман. Унăн ячĕ те, тивĕçĕсем те пĕтĕмĕшле малтанхи пекех пулаççĕ, налуксем те хамăр районах юлаççĕ. Хам енчен çак утăма тума килĕшмен пулсан лару-тăру еплерех çаврăнса тухасса калама та йывăрччĕ. Мĕншĕн тесен предприятие туянмашкăн тулашри 4 управляющи хатĕрччĕ ĕнтĕ. Вĕсем кирек епле самантра та пурлăха, техникăна сутса ямашкăн, ÿынсене ĕçрен кăларса яма пултаратчĕç. Халĕ предприятие сутнă çынсем вара – инвесторсем, вĕсем пире тĕллевлĕ пулăшу пама шантараççĕ, çак тĕллевпе хăйсен малтанхи сăмахĕсене тытрĕç те ĕнтĕ.

В.М. Пушкинпа иртнĕ калаçуран çакă палăрчĕ. Çакăн пек лару-тăру патне çитсе тухни ял хуçалăх предприятийĕсем предприяти вĕсене пурнăçласа панă ĕçсемшĕн темиçешер çул тÿлесе татманран пулнă. Çавна пула кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне «Моргаушагропромхимин» пĕтĕмĕшле парăмĕсем 6 миллион та 710 пин тенкĕне çитнĕ, вăл панкрута кăлармалли предприятисен списокĕнче чи малти ретре тăнă. Çав шутра хаиăр районти хуçалăхсем кăна 4 миллион тенкĕ парăмра. Юлашки тăватă уйăхра механизаторсемпе водительсене  ĕçпе тивĕçтересси йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Çавăнпа та ĕç укçипе тивĕçтерес, коллектива тытса тăрас тата сыхласа хăварас тĕллевпе предприятие «Газавтосервис» предприятипе инвестор пулма килĕшÿ тунă. Сăмах май, вăл çĕршывăн çурçĕр регионĕсенчи газпа нефть кăларакан предприятисене пăхса тăрас енĕпе специализациленет.

«Моргаушагропромхимире» паян 86 çын вăй хурать. Хуçалăхсене тĕрлĕ пулăшсем пама  тĕрлĕ маркăллă 42 автомашина, 26 трактор пур. Акционерсем татах 30 единица çĕнĕ, хăватлăрах техникăпа тивĕçтерме шантараççĕ. Сăмах май, вĕсем предприятин 2 миллион тенкĕлĕх парăмĕсене тÿлесе татнă ĕнтĕ, кăçал пĕтĕмпе  10 миллион тенкĕлĕх инвестицисем хывас туртăмлă.

Предприяти кăçал та, малашне те ял хуçалăх предприятийĕсене тăпрана извĕçлес, кали тăварĕ, фосфорит çăнăхĕ сапас, ÿсен-тăрансене хими препарачĕсем сапса хÿтĕлес, органикăллă удобренисене уй-хире кăларса тăпрана хывас ĕçсенче пулăшма шатарать. Вĕсене туса ирттермешкĕн хамăр районти кăна мар, Етĕрне, Горномарийски, Воротынец, Спасск районĕсенчен те заявкăсем пур ĕнтĕ. Хуçалăхсене çур акинче пулăшма 4 тракторпа çавăн чухлех плуг, 3 культиватор, 1 сеялка, плотинăсем тума 7 бульдозер пур, органикăллă, минераллă удобренисем турттарма 25 автомашина хатĕр. Ял халăхне пахчасене сухаласа пама 3 трактор тухаççĕ.

Тата тĕплĕнрех каласан, предприяти кăçал хуçалăхсенче тăпрана пĕтĕмĕшле тĕпрен лайăхлатнă çĕрте 4 миллион та 520 пин тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçлама, ÿсен-тăрансене 2 пин гектар çинче хими препарачĕсем сапса хÿтĕлеме, 890 пин тенкĕлĕх тăпрана фосфоритлама, 1,9 миллион тенкĕлĕх извĕçлеме, 1,09 миллион тенкĕлĕх кали тăварĕ сапма килĕшÿсем тунă ĕнтĕ. Çавăн пекех уй-хире 110-120 пин тонна органикăллă удобренисем кăларса тăпрана 75-80 пин тонна хывса пулăшма та хатĕр. Субподрядчик пулса çул-йĕр тунă çĕрте 4 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçласшăн, плотина-пĕвесене  юсаса тасатас енĕпе вăй хурасшăн. Хăватлă техникăпа ĕçлемешкĕн çĕнĕ çынсене те ĕçе явăçтарасшăн, предприятие малалла аталантарасшăн, хуçалăхсене тивĕçлĕ пулăшу парса пырасшăн.

Коллективри, предприятири лару-тăрăва хаçат корреспонденчĕ пĕр енлĕ хаклани тĕрĕс мар пулĕччĕ. Çавăнпа та эпир хĕш-пĕр хуçалăхсен ертÿçисене хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме ыйтрăмăр.

Н.Г. Ванеркин, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин директорĕ, «Моргаушагропромхимия» предприятийĕн директорсен канашĕн ертÿçи:

«В.М. Пушкин предприятие сутса янă, района çаратнă тесе çырни  мана тĕлĕнтерет те, кăмăла та çырлахтармасть. Предприяти панкрута ан тухтăр, ĕçлекен коллектив малашне те сыхланса юлтăр, тивĕçлĕ ĕç укçи илтĕр тесе тунă утăм ку. Предприяти директорĕсен канашĕнче эпир 7 çын. Мĕн тăвасси, мĕнле пурăнасси пирки пĕр хутчен кăна мар пухăнса калаçнă. Паллах, тĕрлĕ шухăшсем, сĕнÿсем, тавлашусем те пулнă. Юлашкинчен пĕр шухăш патне çитни, коллективра ĕçлекенсен пухăвĕн йышăнăвĕ те çак утăм тĕрĕссине çирĕплетет кăна. В.М. Пушкинăн пĕртен пĕр йăнăшĕ, ман шутпа, асăннă йышăну пирки район администрацине вăхăтра пĕлтерменнинче. Кирек мĕн каласан та, предприяти районти хуçалăхсемшĕн ĕçлет, район ертÿçисен унти лару-тăрăва пĕлмеллех. Предприятие туяннă хальхи инвесторсем шанчăклă-и, тивĕçлĕ пулăшу парĕç-и – пурăнсан курăпăр.

М.Н. Шишокин, «Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи:

«Агропромхими» предприяти районта кирлех. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, вăл хăйĕн функцийĕсене малашне те çавăн пекех пурнăçласа пырать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика