Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсен мĕн пур депутатсене тата районти халăха (ĕç çыннисене) чĕнсе калан

19 апреля 2005 г.

Хисеплĕ ентешсем! Депутатсем! Халĕ пур çĕрте те 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине паллă тума хатĕрленеççĕ. Пирĕн аттесемпе асаттесем çĕршыв ирĕклĕхне çăлса хăварассишĕн хаяр вăрçă вучĕ витĕр тухнă, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр юн тăкнă. Вĕсен нихăçан манми паттăрлăхĕ пирĕншĕн, вăрçă хыççăнхи ăрусемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулса тăрĕ. Шел пулин те, вăрçă участникĕсен хисепĕ пирĕн хушăра кунсерен чакса пырать.

Пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ вăрçă паттăрĕсем умĕнче эпир ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Тивĕç çук пирĕн вĕсене манма. Сахал мар хура шурне тÿснĕ, пурнăçра пысăк опыт пухнă ветерансем пире кăмăл-сипет, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен вăй-хăват парса тăраççĕ, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшаççĕ. Нумайрах пурăнччăрчĕ вĕсем.

Халĕ, Аслă Çĕнтерÿ уявĕн юбилейĕ умĕн, эпир сире çапла чĕнсе калатпăр. Пирĕнтен нумайăшĕн ашшĕсем вăрçăра çапăçнă. Вĕсене ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнма палăксене юсаса çĕнетсех тăмалла, Çар Мухтавĕн музейĕсем, шкулсенчи Çар Мухтавĕн кĕтесĕсем те вĕсем çинчен ытларах пĕлтерччĕр, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама пулăшчăр. Эпир депутатсене, район çыннисене хамăр районта ирттерекен "Зя себя и за того парня" акцие хутшăнса Çĕнтерÿ фондне ÿстерме пултарнă таран пулăшма чĕнсе калатпăр, пĕтĕм тĕнчипе паллă тăвакан уява йĕркеллĕ хатĕрленсе кĕтсе илер. Вăрçă ветеранĕсемпе тылра ĕçленисене те тивĕçлипе чыслар.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика