Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх шанăçĕ малти вырăнта пултăр

18 апреля 2005 г.

Иртнĕ созывра депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсене пĕтĕмпе 36 суйласа хăварнă. Вĕсенчен вĕççĕшĕ – Муркаш ял администрацийĕн территорийĕнчен.

Депутатсен хăйсен округĕсенчи суйлавçăсем умĕнче депутат тивĕçне мĕнле пурнăçлани пирки отчет туса памалла. Халăх шанăçне тÿрре кăлармалла, çакна кулленхи ĕçпе çирĕплетмелле.

Апрелĕн 13-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче Муркаш ялĕнчи граждансен пухăвĕ пулчĕ. Малтанах унта депутатсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчет турĕç. Пухăва Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин ертсе пычĕ.

1-мĕш Октябрь округĕнчен суйланнă (Октябре 50 çул урам) депутат  районăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов. Вăл пухура хăйĕн иртнĕ тапхăрти ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчет туса пачĕ. Депутат хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ. Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕн хăйĕн округĕнчи суйлавçăсемпе тачă çыхăну тытса, вĕсен нуши-ыйтăвĕсене ăнланса, вĕсене депутатсен районти Пухăвĕн ларăвне çитермелле, тĕрĕс решени йышăнса халăх кăмăлне тивĕçтермелле.

В.Г. Данилов кулленхи пурнăçпа çыхăннă çивĕч ыйтусемпе мĕнле йышăнусем туни çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Акă, сăмахран, кашни çул валли район бюджетне йышăнасси. Вăл питĕ кăткăс та пысăк калăпăшлă ĕç. Кунта республика бюджетне те шута илмелле, мĕншĕн тесен район бюджетне налуксенчен укçа вунă процентĕнчен ытларах кăна пухăнать. Ытти вара пĕтĕмпех республика тата Федераци бюджетĕнчен трансфертпа килет.

Сăмах май çакна та каласа хăвармалла. Сывлăха сыхлас, халăха вĕрентес тата культура ĕçĕсене тытса тăрасси бюджетра укçа мĕн чухлĕ пуррипе тÿреммĕнех çыхăннă. Çавăнпа та пурте йĕркеллĕ пултăр тесен, кунта пуç ватмалли сахал мар. В.Г. Данилов депутат социаллă пурнăçпа культура, сывлăха сыхлас, халăха вĕрентес ĕçсен ыйтăвĕсен яланхи комиссийĕн председателĕ пулнă май, ку ыйтăва малтан комисси членĕсемпе тĕплĕн тишкернĕ.

Çамрăксем умĕнче те паянхи пунăçра йывăрлăхсем сахал мар. Ĕçсĕрлĕх проблеми, хваттер ыйтăвĕ, кану вăхăчĕ, сиенлĕ йăласенчен пăрăнасси, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси т. ыт. те. Вĕсене çак вăхăтра пулăшни, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме майсем туса пани уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Çакна шута илсе ĕнтĕ депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче, 2003 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче, «Муркаш районĕнчи çамрăксем 2003-2005 çулсенче» районти тĕллевлĕ программа, çав ларурах Муркаш районĕнче 2003-2006 çулсенче физкультурăпа спорта, туризма тата сывă пурнăç йĕркине аталантармалли комплекслă программа йышăннă. Ку тĕлĕшпе районта юлашки çулсенче чылай ĕçсем пурнăçланă. Районти çамрăксем нумай отрасльсенче пултарулăх кăтартса ĕçлеççĕ. Малтан районта çамрăксен политикин ыйтăвĕсемпе культура пайĕ ĕçленĕ пулсан, халĕ ку тивĕçсене вĕрентÿ пайĕ çине хунă.

2003 çулхи июнь уйăхĕнче депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче депутатсем «2003-2005 çулсенче районти пĕчĕк предпринимательствăна муниципаллă пулăшу памалли программа» йышăннă. Ку та паянхи кун ыйтăвех, мĕншĕн тесен вĕсене аталанма пулăшмалла, ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса памалла. Вĕсем те налуксем тÿлесе район экономикине аталанма пулăшчăр.

В.Г. Данилов ытти ĕçсем тата мĕнле решенисем йышăнни çинче те чарăнчĕ, вĕсем мĕнле пурнăçланнине тишкерчĕ, вăрçă участникĕсене медицина пулăшăвĕ панин, ветерансемпе инвалидсене эмелсемпе тивĕçтермелли йĕрке çинчен каларĕ. Депутат пулнă май, суйлавçăсене йышăнма ятарлă кун уйăрман пулсан та, ун патне суйлавçăсем тĕрлĕ ыйтусемпе пырсах тăраççĕ. Вĕсене кашнинех вырăнта е тивĕçлĕ органсем пулăшнипе татса панă. Вăл нумай ыйтусем çине хуравларĕ.

Çакна та палăртса хăвармалла. Йышăннă решенисем мĕнле пурнăçланни пирки яваплă çынсен отчечĕсене депутатсем ларусенче итлесех тăраççĕ, çитменлĕхсене пĕтерме тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.

2-мĕш Чапаев округĕн депутачĕ Л.Н. Андреев врач-травматолог та хăйĕн тивĕçĕсене лайăх ăнланать. Ăна хăйĕн округĕнче плотина туса пĕтерсе хута ярас, çулсем тăвас ыйтусем ытларах хумхантараççĕ. Çуллахи вăхăтра ачасене канма, шыва кĕрсе сывлăхĕсене çирĕплетме условисем çук. Вĕсен ирĕксĕрех Хорнуй плотинине шыва кĕме кайма тивет. Тепĕр енчен илсен, пушар тухас пулсан та шыв ыйтăвĕ Муркашсемшĕн паян çивĕч тăрать. Çавăнпа та плотинана кăçал туса пĕтермеллех.

Çулсем тăвасси те паянхи тĕп задачăсенчен пĕри. Ялсен инфраструктурине аталантарас ĕçре вăл малти вырăнта тăрать. Анчах çулсем тума паян укçа-тенкĕ çав тери нумай кирлĕ. Ку енĕпе ĕçлеме пуçланă-ха, проектсем хатĕрлеме тытăннă. Анчах та кашни урамрах вĕсене пĕр харăс ниепле те тума май çук.

Л.Н. Андреев депутат малашнехи тĕллевсем çинче те чарăнчĕ.

Халĕ Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçлекен Н.И. Никитин 3-мĕш Шаптак округĕн депутачĕ пулнă. Вăл та депутат тивĕçĕсене хăй вăхăтĕнче мĕнле пурнăçлани çинчен пĕлтерчĕ, паян умра тăракан ĕçсем çинчен каларĕ. Çу кунĕсем çитнĕ май умра пысăк та яваплă задачăсем тăраççĕ. Çулсем тума проектсем хатĕрлемелле* ялсене, урамсене тирпей-илем кĕртмелле, йывăçсем лартмалла, шыв башнисене юсаса çĕнетмелле т. ыт. те.

Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнĕ май палăксене юсаса çĕнетмелле, Муркаш паркĕнче тирпей-илем кĕртмелле, Геройсен аллейине тумалла. Кунта Муркаш çыннисен пулăшăвĕ те кирлĕ. Йывăçсем лартсан, аллея тусан вĕсене упрама та тăрăшмалла.

Кун йĕркинчи тепĕр ыйту – Муркашри хваттерсенче пурăнакансен сарайсем тата гаражсем йышăнакан çĕр лаптăкĕшĕн тÿлемелли хак пирки. Депутатсен районти Пухăвĕн ларăвĕнче депутатсем сарайпа усă курнăшăн 1 тăваткал метршăн 10 тенкĕ, гаражсемшĕн 1 тăваткал метршăн 15 тенкĕ тÿлемелле тесе çирĕплетсе хăварнăччĕ. Район центрĕнчи çынсен нумайăшĕн ĕç укçи пĕчĕк пирки вĕсем çак хаксемпе килĕшесшĕн мар. Анчах кунта та кирлĕ самантсем пур. Пĕр енчен илсен, сарайсене хăш-пĕр çĕрте йĕркесĕр лартса тухнă, вĕсем архитектура проекчĕпе килĕшсе тăмаççĕ. Тепĕр енчен илсен, хăш-пĕрисен сарайсем те темиçе, гаражĕ те пур. Вĕсене кашнине çĕнĕрен шута илсе йĕрке тумалла.

Пухура тухса калаçакансем район экономикине  аталантармалли, çамрăксен ыйтăвĕсемпе ытларах ĕçлемелли, суйлавçăсем çинчен нумайрах шутлама кирли т. ыт. ыйтусем çинче чарăнчĕç.

Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, унăн çумĕсем, пайсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Ю.А. Иванов хăйĕн сăмахĕнче пухура хускатнă кашни ыйту çинче чарăнчĕ, вĕсем çине хуравларĕ. Район çыннисен кирек-хăш отрасльте пулсан та, чи малтан район экономикине çирĕплетессишĕн ĕçлемелле. Ку енĕпе чи кирли вара – пĕр-пĕрне ăнланни, Сарайсем пирки калас пулсан, вĕсемпе усă курассинче те йĕрке пулмалла, çĕнĕрен шута илмелле. Ун хыççăн ку ыйту патне тепĕр хут таврăнма юрать, тесе палăртрĕ вăл хăйĕн шухăшне.

Ял пурнăçĕнче кунсерен нумай ыйтусем тухса тăраççĕ. Вĕсене татса парас тĕлĕшпе ял администрацийĕсен анчах мар, депутатсен те, общественноçăн та, ял çыннисен те пĕрле ĕçлемелле. Кăçал октябрĕн 16-мĕшĕнче суйлавсем иртмелле. Халăх шанăçне тивĕçес текенсен çакна манас марччĕ.

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика