Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансемшĕн чун ăшшине шеллер мар

14 апреля 2005 г.

Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа  кĕçех 60 çул çитет. Хальхи вăхăтра пур çĕрте те Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине паллă тума хатĕрленеççĕ.

1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăн пĕтĕм тĕнчери пысăк пĕлтерĕшне шута илсе, тăшмана çапса аркатнă çĕре Чăваш Республики те тивĕçлĕ тÿпе хывнине фронтра паттăррăн çапăçнине, тылра ырми-канми ĕçленине асра тытса, Чăваш Республикин Президенчĕ 2002 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕнче "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине паллă тума хатĕрленесси тата уявласси çинчен" Указ йышăнчĕ.

Пирĕн районта ку тĕлĕшпе мероприятисен планне хатĕрленĕ, ăна пурнăçлама йĕркелÿ комитетне çирĕплетнĕ. Çав мероприятисен планĕнче "Ветерансем çинчен" федераллă саккуна тата ытти нормативлă право акчĕсене, республикăри "Аслă ăру" программăна пурнăçласа Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене социаллă хÿтлĕх парассине малти вырăна хунă.

Ку тĕлĕшпе хальхи вăхăтра районта ĕçсем еплерех пыраççĕ, Аслă Çĕнтерÿ уявĕн юбилейне районта мĕнле хатĕрленеççĕ; Çакă тата ытти ыйтусем тавра ирттернĕ хăйĕн калаçăвне хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, социаллă политика управленийĕн тата йĕркелÿ комитечĕн ертÿçипе Н.П. Петровапа.

- Хальхи вăхăтра районта Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем 247 çын, салтак арăмĕсем - 72, тылра ĕçленисем 3113 çын пурăнаççĕ.

Социаллă пулăшу паракан муниципаллă центр вăрçă участникĕсемпе инваличĕсен, ытти вăрçăсене хутшăннă ветерансен пурнăçĕпе йăла условийĕсене, сывлăхне тишкерсех тăрать, кирлĕ пулсан тивĕçлĕ пулăшу парать. 2004 çулта Аслă Отечественнăй вăрçăн кашни участникĕпе инваличĕ патне çитнĕ, вĕсен пурнăç условийĕсене тĕпченĕ. Ун хыççăн вăрçăн пĕр участникне Мăн Сĕнтĕрти ветерансен çуртне вырнаçтарнă, вăрçăн 21 участникне тата вилнĕ вăрçă участникĕсен арăмĕсене 4 çынна санаторисемпе сывлăха çирĕплетекен центрсене янă, вăрçăн 26 участникне телефон кĕртсе панă.

Иртнĕ çулта Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн РФ Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи управленийĕ урлă вăрçăн 11 инвалидне 10,9 пин тенкĕлĕх, республика бюджетĕнчен вăрçă инваличĕсемпе салтак арăмĕсене 69,0 пин тенкĕлĕх ятран социаллă пулăшу панă Ленинград блокадине сирнĕренпе 60 çул çитнĕ май федерацин тата вырăнти бюджетсенчен 15,4 пин тенкĕ уйăрнă.

- Вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунисене асăнса лартнă палăксене юсас ĕçсем епле пыраççĕ;

- Палăксене тата обелисксене юсаса çĕнетме, упрама тата тирпей-илем кĕртме вырăнти бюджетран çулсеренех укçа-тенкĕ уйăраççĕ. 2005 çул валли 150,0 пин тенкĕ пăхса тухнă. Унсăр пуçне, хальхи вăхăтра районта "За себя и за того парня" акци пырать. Çак вăхăтра палăксене юсаса çĕнетме тата Çар Мухтавĕн музейĕсене йĕркелесе çитерме Çĕнтерÿ фондне туса хунă. Çав укçа-тенкĕне çавăн пекех Çĕнтерÿ паркĕсемпе аллейисене тирпей-илем кĕртмелле, шкулсенче стендсемпе Асăну хăмисем йĕркелемелле т. ыт. те.

- Вăрçă ветеранĕсене ытти енĕпе мĕнле пулăшу паратăр;

- Район администрацийĕн пуçлăхĕн 2002 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнчи 327№ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пулăшу кирлĕ вăрçă учатникĕсемпе ветеранĕсене салтак арăмĕсемпе вилнĕ çар служащийĕсен арăмĕсене, пенси виçине пăхмасăрах, тÿлевсĕр пăхса-пулăшса тăраççĕ. Вăрçăн 8 участникĕ, 22 салтак арăмĕ патне социаллă ĕçченсене çирĕплетнĕ. Вĕсем çав ветерансене хуçалăха тытса тăма, апат-çимĕç продукчĕсем туянма, пахча çимĕç хатĕрлеме тата ытти ĕçсенче пулăшса тăраççĕ.

Унсăр пуçне, Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр магазинĕсенче ветерансемпе салтак арăмĕсем валли ятарлă кĕтессем уçнă. Унта вĕсем апат-çимĕç продукчĕсене йÿнĕрех хакпа туянма пултараççĕ. 2004 çулхи ноябрĕн уйăхĕнчен пуçласа район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе вăрçăн кашни участникĕпе инвалидне çуралнă кунĕсемпе открытка ярса саламлаççĕ.

  - Вăрçă ветеранĕсене тата тылра ĕçленĕ çынсене юбилей медальне парас ĕç вĕçленчĕ-и;

- Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В. Путинăн "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул" юбилей медалĕ çинчен" 2004 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнчи 277№ Указĕпе килĕшÿллĕн, пирĕн районта çав медальсене вăрçă участникĕсемпе тылра ĕçленисем 3365 çын тивĕçнĕ.

Хальхи вăхăтра вĕсенчен пурте çак медале илнĕ ĕнтĕ. Кăçалхи февралĕн 22-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче вăрçă ветеранĕсен тĕлпулăвĕ иртрĕ, унта вăрçă участникĕсем тата инваличĕсем мĕн пурĕ 127 çын хутшăнчĕ. Вĕсем малтан районти  историпе краеведени музейĕнче пулса Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕн, ЧР Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Н.Л. Яковлев художникăн ÿкерчĕксен выставкипе паллашрĕç. Хыççăн вĕсене Культура çуртĕнче савăнăçлă лару-тура юбилей медалĕсене пачĕç.

- Вăрçă ветеранĕсем çамрăксене патриотизмла воспитани парас ĕçе те тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ пулĕ;

- Çапла. Вĕсем ку тĕлĕшпе пысăк тав сăмахĕсене тивĕçлĕ. Районта январĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 23-мĕшĕччен оборонăллă-массăллă тата спортпа сывлăха çирĕплетмелли ĕçсен уйăхлăхĕ иртрĕ. Çав тапхăрта шкулсемпе культура учрежденийĕсенче нумай мероприятисем иртрĕç. Музейсемпе библиотекăсенче, шкулсенче çарпа халăхăн Аслă Отечественнăй вăрçăри паттăрлăхне халалласа выставкăсем, конференцисем, вăрçă участникĕсемпе, тылра ĕçленисемпе тĕлпулусем пулчĕç. Çавăн пекех шкулсенче паттăрлăх тата тематикăлла уроксем иртрĕç. Январь уйăхĕнче районта "Çĕнтерÿ салючĕ" ятпа халăх пултарулăхĕн фестивалĕ иртрĕ. Кăçалхи нумай мероприятисене, спорт ăмăртăвĕсене Аслă Çĕнтерĕве халалланă. Çаксем пурте çамрăксене çарпа патриотизмла воспитани парассипе çыхăннă.

Аслă Çĕнтерĕве çывхартма Муркаш районĕн çыннисем те сахал мар тăрăшнă, тивĕçлĕ тÿпе хывнă. Çавăнпа та вăрçă ветеранĕсемпе тылра ĕçленисене Аслă Çĕнтерÿ уявĕн юбилейĕ умĕн те, ун хыççăн та тимлĕх уйăрар, вĕсем çинчен манар мар. Хисепе тивĕçлĕ çынсем кашнин чун ăшшине туйса тăччăр.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика