Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăрçаланнă чунри йĕркесем

14 апреля 2005 г.

Вăхăт ытла та хăвăрт иртет çав: апрель уйăхĕ пуçланнине те сиссе юлаймарăмăр. Çапла вĕт, хисеплĕ вулаканăмăр. Çак хушăра пирĕн пата сирĕнтен 200 яхăн çыру килчĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕпе хаçатра усă куртăмăр ĕнтĕ. Хăшĕсем, шел пулин те,  пичетре кун çути кураймарĕç. Мĕншĕн; Чипер, килĕшÿллĕ çырусемех вĕсем: хыпар та çителĕклех вĕсенче. Анчах та каярах юлса килчĕç. Эсир вĕсене пичетре курайманнин сăлтавĕ шăпах çакăнта.

Акă, П.А. Ефимов (Тивĕш) хаçат редакцийĕпе тачă çыхăну тытать. Хăйĕн пĕр çырăвĕнче вăл çĕршыва хÿтĕлекенсен кунĕ ячĕпе шкул спортзалĕнче волейбол вăййисем иртни, унта пĕтĕмпе 6 команда хутшăнни пирки хавхаланса çырать. Çакăн пек мероприятисенче В.И. Павлов предприниматель (Автанкасси), Б.Н. Михайлов (Шетмĕпуç) пулăшни пирки асăнать.  Уяв умĕн футболла выляссипе те ăмăрту иртнĕ иккен кунта.

Муркашри "Солнышко" ача сачĕн авторитечĕ пысăккине районта пурăнакансенчен кашниех лайăх пĕлет. Ачасен тунсăхлама вăхăт çук кунта. Кашни уявах кунта хăйне евĕрлĕ ирттереççĕ. "Сывлăх эрнинче" те ачасемпе юнашар юмахри персонажсем: "Хаваслă стартсенче" тата ачасен спортри çитĕнĕвĕпе хăйĕн вăхăчĕ тухиччен Хĕл Мучи хак пачĕ. Тепĕр кунне ачасем йĕлтĕрпе похода кайрĕç. Çĕршыва хÿтĕлекенсен кунĕ умĕн икĕ хут кунта  спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Çакăн пирки кунта физвоспитани инструкторĕ пулса ĕçлекен Т.В. Львова хавхаланса çырса пĕлтерчĕ.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмăсен кунĕ хыççăн та йышлăн килчĕç çырусем редакцие. Ярапай шкулĕнче вĕренекен Т. Емельянова, акă, 5 ялти çамрăк çемьесем хăйсен пултарулăхне спорт ăмăртăвĕнче тĕрĕслени пирки пĕлтерет. Воспитани ĕçĕнче çакă пысăк пĕлтерĕшлине, ачасем ашшĕ-амăшне кура ачаран сывă пурнăç йĕркине хакланине палăртать. Тепĕр çырăвĕнче вара çамрăк хаçат тусĕ çак уяв умĕн шкулта амăшĕсен ал ĕç выставкине йĕркелени пирки хавхаланса çырать. 2,3,4 классенче вĕренекенсем конкурссенче хăйсен амăшĕсемпе асламăшĕсенчен тĕслĕх илнине çирĕплетнĕ иккен. Çакна палăртмалла, Терезăн çырас пултарулăхĕ пур: шухăшĕ уçăмлă, чĕлхи яка.

Г. Никифорова çырăвĕ ман умра. Вăл та çак уява епле ирттерни пирки çырать. Исетерккĕ клубĕнче ачасем концертпа савăнтарнипе пĕрлех "Асанне тата эпĕ" конкурс пулнă пирки пит лайăх çырса кăтартнă.

Нискасси шкулĕнче вĕренекен С. Тимофеева вара выпускниксемпе йĕркеленĕ тĕл пулу иртни пирки интереслĕ çырса кăтартнă.

Пирĕн ачалăх учительсен сăнарĕпе тачă çыхăннă. Маншăн пире математикăна вĕрентнĕ учительница паянхи кун та идеал пулса тăрать пулсан, Чуманкасси шкулĕнче 7 класра вĕренекен В. Смирновшăн вара хăйсене историе вĕрентекен О.М. Перлова ырă тĕслĕх пулса тăрать иккен. "Унăн ăшă кулли питĕнчен нихăçан та ан кайтăр", - тет вăл. Хăйсен класс ертÿçине Н.Н. Замятинана та çав тери хисеплени пирки çырать арçын ача. П. Семенов елкине кайма пулăшнăшăн Л.Г. Ковалевăпа шкул директорне Ю.А. Ершова тав сăмахĕ калать.

О. Копеева (Ильинка)  çырăвĕнче вара урăх тема: тăван ялта тĕслĕхлĕ библиотека уçăлни çав тери савăнтарать ăна. Ăна мĕнле савăнăçлă лару-тăрура уçни пирки çырса кăтартнă вăл.

О. Павлован (Чуманкасси шкулĕ) "Хĕллехи илем" тĕрленчĕкне вуласан вара пирĕн тăрăхри хĕл илемĕ тепĕр хут куç умне тухса тăрать. Сăнарлă чĕлхепе шăрçаланă автор унти йĕркесене. Çырура хĕрача çутçанталăка сăнама юратни те сисĕнет.

Хаçат редакцине тăтăшах сывлăх хуралĕн ĕçченĕсене тав туса çырнă çырусем килеççĕ. Муркашра пурăнакан Е. Николаева çырăвĕ шăпах çавăн йышшисенчен пĕри. В.Г. Данилов ертсе пыракан коллективра маттур специалистсем ĕçленине палăртать. Уйрăммăнах И.С. Данилова терапевта, Г.М. Огурцов хирурга тав сăмахĕсем калать.

Хаçатăн хастар ялкорĕ В.П. Можаев (Муркаш) хальхинче хăй хаçатра пичетленнĕ çыру авторĕпе килĕшнине пĕлтерет: фермăра вăй хуракансен ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулманнине пĕлтерет. Апла пулин те ватлăхра вĕсен нимĕнле çăмăллăх та çук. "Уншăн Турри ан пăрахтăрччĕ вĕсене", -тет.

Çак çыру авторĕсем те, эсир те, хисеплĕ вулакансем, пирĕнпе малашне те тачă çыхăну тытасса шансах тăратпăр. Сирĕн çырас кăмăл та пулсах тăтăр, район хаçачĕ те Сирĕншĕн кĕтнĕ хăна пулса тăтăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика