Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "... Кĕнеке вăл - анлă парăс пурнăç ятлă тинĕсре"

06 апреля 2005 г.

 

Çапла çырнă кĕнеке пĕлтерĕшне хакласа Чăваш халăх поэчĕ П. Хусанкай. Паян пурнăçăмăрăн кашни утăмĕнчех çĕнĕ технологисем аталаннă вăхăтра та кĕнеке пĕлтерĕшĕ чакмарĕ. Пачах урăхла, халĕ кам ытларах вулать - вăл сулмаклăрах малалла утăмлать. Çак тĕрĕслĕхе ачасене вĕрентнĕ май юлашки çулсенче районти библиотекăсенче ача-пăча кĕнекин эрнине ирттересси йăлана кĕчĕ. Çакă ахаль мероприяти пулманни библиотекăсенче пулсан аван курăнать. Ку эрнене шкул ачисемпе пĕрле аслисем, производствăра палăрнисем, çĕр-шыв хÿтĕлевçисем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем активлă хутшăнни пирĕн паянхи общество малалла пăхнине çирĕплетет. Ачасене кĕнекепе туслаштарасси , вĕсенче кĕнеке юратăвне çирĕпрех никĕслесси эрнен тĕп тĕллевĕ пулчĕ.

Ача-пăча кĕнекин эрни кăçал мартăн 25-мĕшĕнчен пуçласа иртрĕ. Кашни кунăн хăйĕн темипе кун йĕркийĕ пулчĕ пулсан та, тĕп вырăнта Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарни тăчĕ.

Районти ача-пăча библиотеки ялсенчи вулавăшсенче ачасемпе ĕçлессине йĕркелекен хăйне евĕр методика тата координаци центрĕ. Хамăр тĕллевĕмĕре пурнăçланă май пирĕн методист В. Магаева ял библиотекисене ача-пăча кĕнекин эрнине ирттерме сценарисем хатĕрлесе пачĕ. А. Николаева библиотекарь çак кунсенче ачасене хальхи чăваш писателĕсемпе паллаштарчĕ, герой-хуласем пирки каласа кăтартрĕ. Ачасене кĕнекепе туслаштарас, вĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕпе тата фронтовиксемпе паллаштарассипе И. Григорьева библиотекарь те нумай ĕçсем туса ирттерчĕ. Пĕрлехи тĕллевлĕ ĕçе пула çак эрнере ачасем библиотекăран татăлмарĕç.

Фронтовиксемпе тĕл пултарни ачасенче пысăк тимлĕх çуратрĕ. Мартăн 29-мĕшĕнче пирĕн патăмăрта Аслă вăрçă участникĕсем А. Капитоновпа А. Казаков, тыл ветеранĕ Ф. Григорьева, вăрçă ачисем М. Виноградовапа Ю. Николаев ачасемпе тĕл пулу (сăн ÿкерчĕкре) ирттерчĕç. М. Виноградова йывăр çулсенче виççĕн пĕр фуфайка тăхăнни ачасемшĕн паян кулăшла пуль, анчах...

-            60 çултан иртрĕм пулин те, атте тесе чĕнсе унăн алли тытнине астумастăп. Атте вăрçа кайсан 8 уйăхран çуралнă эпĕ. Анне вара 1941 çулхи ноябрьте аттен фронта кайма ят тухсан, ăна хăй йывăр хĕрарăм пулса юлнине пĕлтерме хăранă-вăтаннă. Малтанхи икĕ ачи хĕр пулнăран атте питĕ ывăлшăн пулнă, анчах мана курма ăна шăпа пÿрмен. "Тивĕшрен фронта пĕрле кайнă Федотпа 3 çапăçăва кĕтĕмĕр, халĕ Федот пăтă çитерчĕ, 4-мĕш çапăçăва кĕретпĕр. Чипер юлăр, лайăх пурăнăр, сывă пулăр". Анне сăмахĕсенчен çапла çырнă вăл юлашки çырăвĕнче. Унтанпа 1900 çулта çуралнă, граждан вăрçине хутшăннă атте - Николай Осипович Осипов - пирки пĕр хыпар та çук. Анне хăй çĕре кĕричченех аттене кĕтрĕ. Çынсем пленран е тĕрмерен таврăннă тенине илтсен, аттене вĕсем хушшинче шыратчĕ, - каласа пачĕ Юрий Николаевич Николаев.

Вăрçă сут-çулăмĕ витĕр тухнă А. Капитоновпа А. Казаков çапăçу саманчĕсене аса илни ачасемшĕн пушшех те интерслĕ пулчĕ. Тыл ĕçченĕсен пурнăçĕ Ф. Григорьева сăмахĕнче уçăмлă палăрчĕ. "Ун пекех пулман пуль;" - теççĕ ыйтуллăн паянхи шăпăрлансем, анчах 60 çул каялла...

Обществăна историн çĕнĕрен те çĕнĕ хумĕсем çапаççĕ. Çапах Тăван çĕршывăмăрăн Аслă вăрçи халăх асĕнчен çухалмĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика