Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культиватор юсавран тухрĕ

06 апреля 2005 г.

 

Пуш уйăхĕн тăршшĕпех сивĕ хуçаланни çĕр ĕçченĕ умне кусерен çывхаракан çур акине тĕплĕн хатĕрленме йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласа тулăх тухăç никĕсĕ хывса хăварма ĕлкĕрĕпĕр-и; Хирĕçле хурав çук, анчах хатĕрленÿ ĕçĕсем хуçалăхсенче расна пыраççĕ. Пĕрисем вăрăма тăсăлнă хĕл ыйхинчен вăрансах çитеймен пулсан, ĕçпе ĕçе ыранхи куна пăхса çыхăнтарса пыракансем паян-ыран хире тухма хатĕр ĕçлеççĕ. Çакнашкал ăнтăлăва мартăн 29-мĕшĕнче "Герой" ял хуçалăх производство кооперативĕн машинăпа трактор паркĕнче куртăм. Кăнтăр апачĕн вăхăчĕччĕ пулин те, паркра механизаторсемпе юсавçăсем лăкахчĕ. Хуçалăхăн тĕп инженерĕ В. Леонтьев тата машинăпа трактор паркĕн заведующийĕ А. Рыжков та кунтах, вăл е ку ыйтусене вырăнтах татса парассипе ĕçлеççĕ.

"Герой" хуçалăхăн кăçалхи çур акире 477 гектар çинче çуртрисем тата 28 гектар выльăх кăшманĕ 70 гектар çĕр улми лартмалла. Мартăн 15-мĕшĕ тĕлнех хуçалăх тырă алас ĕçе вĕçленĕ. Паян вăрлăх 100 проценчĕпех ака кондицине тивĕçтерет. Эпир пулнă кун хуçалăха çак вăхăта пăхнă минераллă удобренин юлашки партийĕ килсе çитрĕ. "Çапла вара паянхи куна 20 тонна аммиак ........, 60 тонна                         удобрени пур. Тата кăштах кали тăварĕ илсен, çур аки валли удобренисем çитмелле. Акма-лартма та вăрлăх хатĕр. Уй-хир ĕçĕсен планĕ пур. Техникăна юсавлисен ретне лартмалла та хире тухмалла", - терĕ кооперативăн тĕп агрономĕ Зоя Яковлевна Макарова.

Техникăна юсасси тенĕрен, ĕç кунта вĕресе кăна  тăрать. Парк заведующийĕ Александр Терентьевич Рыжков каланă тăрăх 100 штук сÿрене тахçанах юсаса-туптаса пĕтернĕ. Пирĕн умра çур акине хутшăнмалли 6-мĕш культиватор  мастерскойран тухрĕ. Ăна илсе тухса ÿпле айне кайса лартнă Виталий Иванов механизатор мастерскойне умлă-хыçлă 2 сеялка илсе кĕрсе лартрĕ.

- Сакăр единица вĕсем. Юсавçăсен бригади - С. Евдокимов сварщик, Н. Ефимовпа А. Никоноров тата Н. Васильев слесарьсем - сеялкăсене те кĕске вăхăтрах ĕçе хатĕрлесе çитерчĕç. Тракторсене техосмотр тăратсан, хире тухмалли çеç юлать, - ăнлантарчĕ завгар.

Унччен 31 çул хуçалăхра кустăрмаллă тракторпа ĕçленĕ, халĕ 4-мĕш çул тимĕрçĕре вăй хуракан Федот Семенович Семенов хуçалăх çур акине хатĕрленнипе кăмăллă.

- Вуншар çул тракторпа ĕçлесе тăтăшах ака-сухана, акни-лартнине пуçтарса кĕртме хутшăнтăм. Çавăнпа пĕлетĕп: пĕри япăх ĕçлесен, теприн ĕçĕкаймасть. Хальлĕхе сивĕ пулин те, çур аки çывăхрах та çывăхрах. Çакна çĕр ĕçченĕн чунĕпе сисетпĕр. Ăна паркра пурте ăнланаççĕ, çавăнпа хатĕрленÿ ĕçĕ кал-кал пырать те, - тет Ф. Семенов мастерскоя кĕрекен сеялка çине пăхса.

... Янкăр тÿперен хăвел ăшшăн пăхать. Çурçĕр çилĕ уçă çĕртен юра вĕçтеркелет пулин те, хресчен куçĕ уй-хиртен каймасть. Çĕр пичĕ юртан тасаличчен вăл паян çур акине тĕплĕн хатĕрленсе çитессипе тимлет. Паркра тимĕр шакканă сасă кунĕпех илтĕнет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика