Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă Çĕнтрÿ уявĕ умĕн - акци

30 марта 2005 г.

1941-1945 çулчсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе кĕçех 60 çул çитет. Çак чаплă уявччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. Вăл кун чăннипех пĕтĕм халăхăн уявĕ пулса тăрать.

Хальхи вăхăтра  пур çĕрте те Аслă Çĕнтерÿ кунне тивĕçлипе хатĕрленсе кĕтсе илес ĕçсем пыраççĕ. Пирĕн районта та ку тĕлĕшпе ятарлă мероприятисен планне çирĕплетнĕ, йĕркелÿ комитетне туса хунă. Халĕ пур çĕрте вăрçă участникĕсемпе тылра ĕçленисене, салтак арăмĕсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсене юбилей медалĕсене параççĕ. Ку ĕç кĕçех вĕçленет. Мăн Сĕнтĕрте тата Муркашра пĕрер магзинта ветерансен кĕтесĕсем уçăлчĕç т. ыт. те.

Ытти енĕпе хатĕрленÿ ĕçĕсем мĕнле пыраççĕ; Çакăн пирки ыйтса пĕлнĕ район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнчен, социаллă хÿтлĕх управленийĕн ертÿçинчен Н.П. Петроваран.

- Нина Пантелеевна, кашни кун Аслă Çĕнтерÿ кунне çывхартать. Ăна хатĕрленсе кĕтсе илме пурнăçламалли ĕçсем чылай-и?

- Пирĕн çĕршыври Хĕç-Пăшаллă Вăйсем Мухтавлă та паттăр çул утса тухнă. Вĕсем Раççей ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне тата территори  пĕрлĕхне сыхласа хăварнă. Муркаш районĕ те çĕнтерĕве çывхартма тивĕçлĕ тÿпе хывнă. Районтан фронта 9845 çын тухса кайнă, 5491 салтак каялла таврăнайман. Вĕсен нихăçан манми паттăрлăхĕ çитĕнекен ăрусемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулса тăрĕ. Хальхи вăхăтра районта вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем 24,7, тăлăх арăмсем 72, тылра ĕçленисем 3113.

Пирнĕ халăх хăйĕн ветеранĕсене яланах хисеплесе сума сăвать. Вĕсем пире кăмăл-сипет, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен вăй-хăват парса тăраççĕ, пурнăçри й         ывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшаççĕ. Эпир вĕсен умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Шел пулин те, вăрçă участникĕсен хисепе пирĕн хушăра куллен-кун чакса пырать.

Калас пулать, Аслă Çĕнтерÿ кунне тивĕçлипе кĕтсе илме районта нумай ĕçсем туса ирттернĕ. Юлнă кунсенче пур çĕрте те вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунисене халалласа лартнă палăксене юсаса çĕнетессипе тимлемелле.

- Ăна валли укçи-тенки çитет-и?

- Район бюджетĕнчен çакна валли май килнĕ таран укçа уйăрнă, анчах та вăл çителĕклĕ мар. Çавна шута илсе, 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине халалласа районта "За себя и за того парня" ятпа акци ирттереççĕ. Çак вăхăтра палăксене юсаса çĕнетме тата Çар Мухтавĕн музейĕсене йĕркелесе çитерме Çĕнтерÿ фондне туса хураççĕ.

Хаяр çапăçу хирĕнчен таврăнайман салтаксене хисеплесе пуç таямсси кашнин тивĕçĕ. Çак пуçарăва район администрацийĕ тата районти ветерансен канашĕ турĕç. Унпа килĕшÿллĕн кирек ăçта ĕçлекенсен те пĕр кунхи ĕç укçине çак фонда куçармалла. Çак ĕçе кашни предприяти, учреждени, кашни коллектив тивĕçлĕ тÿпе хывасса шанса тăратпăр.

- Укçа куçармалли счет номерĕсене пĕлтереймĕр-ши?

- Вĕсем çакăн пек:

ИНН 2112001535

КПП 211201001

Финансовый отдел МФ ЧР в Моргаушском районе ("МУ "Центр социального обслуживания" л. счет 06148120351)

Расчетный счет 40603810800001000063

Кор. Счет 30101810600000000749

БИК 049706749

КБ "Обьединенный банк Республики (ООО) г. Чебоксары                              

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика