Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Астăвăм çулĕ

30 марта 2005 г.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вĕçленнĕренпе 60 çул çывхарса пырать. Çак уява халалласа эпир, Çатракасси шкул ачисем, хамăр тăрăхри паттăрсем çуралнă вырăнсене кайса курас терĕмĕр. Çула йĕлтĕрсемпе тухрăмăр. Мероприяти питĕ интереслĕ иртрĕ. Кунта пирĕн шкул анчах мар, Кашмаш шкулĕ те активлă хутшăнчĕ. Пурте пĕрле чи малтан, Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланă, каярахпа Таджикистанра чикĕре тăшмансемпе çапăçса пуç хунă Николай Валерьевич Смирнов çуралнă кил умĕнче пултăмăр. Вăл Кашмаш ялĕнче çуралнă. Раççей Геройне асăнса унăн амăшне асăнмалăх парне патăмăр. Çакăнта пулнă хыççăн Хуракасси выççăлкки ялне йĕлтĕрсемпе кайрăмăр. Кунта эпир Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин паттăрĕн Мухтав орденĕн тулли кавалерĕн Александр Артемьевич Быковăн арăмĕпе Мария Архиповнапа тĕл пулса калаçрăмăр. Вăл пире упăшкин шăпи çинчен нумай каласа пачĕ.

Çул çÿревре Смирновсен килĕ умĕнче те, Быковсем патĕнче те асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем ÿкерĕнтĕмĕр. Кайран Кашмаш шкулĕнче пире çак икĕ паттăр çинчен тĕплĕнрех каласа пачĕç, пĕчĕк концерт кăтартрĕç.  Хыççăн пурте пĕрле уяв сĕтелĕ хушшинче пултăмăр. Шкултан тухса Çĕнтерÿ паркне çитсен, вăрçă паттăрĕсене халалланă палăк умне гирлянда хутăмăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика