Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт

30 марта 2005 г.

Шашка. Мартăн 12-мĕшĕнче предприятисемпе организацисен, учрежденисен физкультура коллективĕсем хушшинче шашкăлла выляса районта мала тухассишĕн ăмăрту пулса иртрĕ.

Уйрăм волейболистсенчен хĕрарăмсенчен Н. Репина (Оринин шкулĕ), арçынсенчен А. Прокопьев район чемпионĕсем пулса тăчĕç.

Ăмăртăва хутшăннă 6 командăран "Оринино" хуçалăх команди çĕнтерчĕ.

Йĕлтĕрпе чупса. Мартăн 17-мĕшĕнче республикăри "Урожай" физкультурăпа спорт обществи йĕлтĕрпе чупассипе  республикăра мала тухассишĕн ăмăрту ирттерчĕ. Пирĕн районăн пĕрлештернĕ команди (А. Дашкова, Е. Тяпкина, Е. Ельмешкин,    . Семенов) 4x3 км хутăш эстафетăра 1 вырăн çĕнсе илчĕ. Çакă хăех спортăн çак тĕсĕпе республикăри пирĕн пек çивĕччи çуккине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.

Бокс. Мартăн 21-26-мĕшĕсенче Гусь-Хрустальный хулинче боксла кĕрешсе Раççейре мала тухассишĕн ăмăрту пулса иртрĕ. Пирĕн район чысне унта С.В. Черкашин тренерăн воспитанникĕсем хÿтĕлерĕç. 24 спортсменран А. Тимофеев (48 кг) 8, 25 боксертан С. Черкашин (46 кг) 5 вырăн йышăнчĕç.

Волейбол. Мартăн 26-27-мĕшĕсенче арçынсем хушшинче волейболла выляса районта мала тухассишĕн ăмăрту пулса иртрĕ. Пĕтĕмпе 10 команда хутшăнчĕ унта. "Моргаушрайгаз" команди çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. "Оринино" тата "Моргаушрайбыт" 2 тата 3 вырăнсен хуçисем пулса тăчĕç. Чи лайăх тапăнакан Д. Гаврилов ("Моргаушрайгаз), чи лайăх вылякан И. Волков ("Оринино"), чи лайăх хÿтĕлекен Н. Морозов ("Моргаушрайбыт") пулчĕç.

Ирĕклĕ майпа кĕрешсе. Апрелĕн 2-мĕшĕнче Москакасси шкулĕн спортзалĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе район чемпионачĕ пулать. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçăра тунă Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнине халаллаççĕ.

1992 çулта çуралнă тата çамрăкрах, 1987-1991 çулсенче çуралнă яшсемпе 1987 çулта çуралнă тата аслăрах арçынсем хутшăнаççĕ ăмăртăва. Ăмăрту 10 сехетре пуçланать. Малтанхи заявкăсене 2-24-65 телефонпа тăратмалла.

Хамăр инф.  

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика