Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулпа общественноçăн пĕр тĕллевпе ĕçлемелле

30 марта 2005 г.

Учительсен кăçалхи январьти канашлăвĕ "Вĕрентÿ учрежденийĕсене ертсе пырассине общественноçа явăçтарасси" темăпа иртрĕ. Вĕрентÿ ĕçне ертсе пырасине лайăхлатасси, унăн экономикăри эффективлăхне ÿстересси паян вĕрентÿ ĕçĕн результачĕсемпе тÿреммĕнех çыхăннă. Паянхи пурнăç та вĕрентÿ учрежденийĕсем умне пысăк задачăсем лартать. Шкулсене тытса тăма, юсама, тĕрлĕ оборудовани, спортинвентарь илме укçа-тенкĕ сахал уйăрни бюджет тулашĕнчи укçана ĕçлесе тупма, ытти резервсемпе усă курма хистет.

Чăн та, юлашки çулсенче районти вĕрентÿ системин пурлăхпа техника базине пуянлатас тĕлĕшпе сахал мар ĕçсем пурнăçланă. Районти шкулсем тĕрлĕ программăсене хутшăнса та пурлăх базине пуянлатса пыраççĕ. Анчах та шкул ĕçне общественноçа явăçтарни те ку тĕлĕшпе ытлашши пулмĕ. Мĕн шутлать-ши çакăн пирки паян Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле  пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ А.В. Степанова; Çак ыйтусем тавра ирттернĕ хăйĕн калаçăвне район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова.

- Антонина Владимировна, сирĕн шутпа вĕрентÿ ĕçне общественноçа явăçтарнин пĕлтерĕшĕ мĕнре?

- Пирĕн патшалăх вĕрентÿ ĕçне пысăк тимлĕх уйăрать. Анчах та хальхи лару-тăрура бюджет укçи-тенки вĕрентÿ ĕçне тивĕçлипе аталантарса пыма çитмест. Çавна май шкул ĕçĕн эффективлăхĕ те, унăн пурлăх бази те, ĕç рынокĕнче учитель ĕçĕн конкуренцие чăтаслăхĕ те тивĕçлĕ шайра пулаймасть. Çакна паян нумай çĕрте лайăх курса-туйса тăраççĕ. Çавăнпа та общественноç хутшăнмасăр шкул хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ шайра туса пыраймасть. Вĕрентÿ ĕçне бюджет тулашĕнчи укçа-тенкĕне явăçтарни уйрăмах кирлĕ.

- Эсир хăвăр шкулта ку тĕлĕшпе мĕнле ĕçлесе пыратăр?

- Юлашки çулсенчи пурнăçри улшăнусем пире те хамăр ĕçсем çине çĕнĕлле пăхма хистеççĕ. Вĕрентÿ ĕçне интереслĕрех йĕркелес, ачасем унта хаваспах çÿреччĕр, тарăн пĕлÿ илччĕр тесен педагогсен те нумай тăрăшма тивет. Çакна эпир яланах асра тытатпăр, умри тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшатпăр.

Иртнĕ çул хамăра çирĕплетсе панă çĕр участокĕ çинче çĕр улми, купăста нумай çитĕнтертĕмĕр, панулми те ăнса пулчĕ. Вĕсене сутса сахал мар укçа турăмăр. Унпа компьютер, сканер, лазер принтерĕ т. ыт. те туянтăмăр.

- Сирĕн шкул ĕçне ертсе пырассине общественноç хутшăнать-и?

- Çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани панă чухне пурнăç ыйтнине (социаллă заказа) шута илмелле. Анчах ку енĕпе ашшĕ-амăшĕсен те, ĕç паракансен те шухăш-кăмăлĕсем тĕрлĕрен. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе пурте пĕрле çыхăнса ĕçлени кирлĕ.

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче общественноçа явăçтарма тĕрлĕ майсемпе усă курма пулать: ашшĕ-амăшĕсен комитечĕсене, шкул канашĕсене, попечительсен канашĕсене йĕркелесси т. ыт. те.

Шетмĕпуçĕнчи тĕп шкулта ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ пур. Нумаях пулмасть унăн çĕнĕ составне суйларăмăр. Пирĕн шкулта хальхи вăхăтра 110 ача вĕренет, садик ушкăнне 17 ача çÿрет. Ултă ялтан килеççĕ ачасем вĕренме. Вĕсене 16 педагог вĕрентсе воспитани парать. Кулленхи ĕçре татса памалли ыйтусем тупăнсах тăраççĕ. Пулăшу кирлĕ чухне ашшĕ-амăшĕсене те явăçтаратпăр, вĕсемпе çыхăнăва çирĕплетме тăрăшатпăр. Ашшĕ-амăшĕсен çĕнĕрен суйланă комитечĕ те малашне шкул ĕçне тивĕçлĕ тÿпе хывасса шанас килет. Мĕншĕн тесен, педагогсем те, ашшĕ-амăшĕсем те пĕр тĕллевпе ĕçлесе пурăнаççĕ: ачасене тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парса хăйсене килĕшекен професси суйласа илме пулăшмалла, пурнăç çулĕ çине кăлармалла. Кунта, паллах, малти вырăнта шкул тăрать, ашшĕ-амăшĕсен вĕсене пулăшмалла. Тепĕр енчен илсен, ашшĕ-амăшĕсенчен нумайăшĕ паян ăçта, мĕнле предметсене тарăннăн вĕрентнине, професси умĕнхи тата профиллĕ пĕлÿ панине лайăх пĕлсе тăраççĕ. Ку вара педагогсен ĕçри ăсталăхĕпе тÿреммĕнех çыхăннă. Вĕсене вĕрентÿ ĕçĕ валли тивĕçлĕ услови кирлĕ.

Ашшĕ-амăшĕсемпе ирттернĕ юлашки пухура попечительсен канашне те суйласа хăвартăмăр. Вĕрентÿ ĕçĕнчи йывăрлăхсене çĕнтерме, кирлĕ ыйтусене татса пама çак канаш та тивĕçлĕ пулăшу парасса шанса тăратпăр. Попечительсен канашĕ шкул ĕçне те лайăх пĕлсе тăтăр, кирлĕ сĕнÿсем  те патăр тетпĕр.

- Хăш-пĕр шкулсенче выпускниксен ассоциацийĕсем пур. Эсир шкула ертсе пырас ĕçе вĕренекенсене явăçтаратăр-и?

- Шкулсенче уроксем хыççăн та ачасен шавĕ лăпланмасть, мĕншĕн тесен класс тулашĕнчи ĕçсем, тĕрлĕрен мероприятисем те вĕсен тавракурăмне анлăлатма, сывлăхĕсене пиçĕхтерме пулăшаççĕ. Çак мероприятисене ирттернĕ çĕре вĕренекенсене ытларах явăçтарма тăрăшатпăр. Ку вĕсене кăмăл-сипет, нравственноç тĕлĕшĕнчен тĕрĕс воспитани пама пулăшать. Ачасен пушă вăхăтне  усăллă ирттерме шкул клубĕсене йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ, ку вара шкулăн нумай ыйтăвĕсене татса пама пулăшĕ. Мĕншĕн тесен вăл ачасен организацийĕ те пулса тăрĕ, çакă паян вĕрентÿ учрежденийĕсенче çав тери кирлĕ.

Хамăр шкул бази çинче эпир ял çамрăкĕсемпе, выпускниксемпе тата вĕренекенсемпе пĕрле Раççей Геройĕ Е. Борисов ячĕпе хисепленекен спортпа патриотика клубне уçма хатĕрленетпĕр. Унăн программи хатĕр, клуба ертсе пырас кăмăллисем те пур. Халĕ хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ, çитес вăхăтрах вăл уçăлса хăйĕн ĕçне пуçлĕ.

- Юлашкинчен мĕн калама пултаратăр?

- Вĕренекенсене тĕрлĕ ĕç хушма е чарса лартма йывăр мар. Анчах та паянхи пурнăç пирĕнтен анлă тавракурăмлă, тарăн пĕлÿллĕ, конкуренцие чăтакан ачасене вĕрентсе хатĕрлеме ыйтать. Çавна шута илсе пирĕн вĕсен ертсе пырас пултарулăхне, пуçарулăхне, хăйсем вăл е ку ыйту çине мĕнле пăхнине хÿтĕлеме вĕренмелле. Вĕсем ачасен коллективне ертсе пырас ĕçе кăна мар, шкул ĕçне ертсе пырассине те хутшăнччăр. Кунта вара пĕтĕм общественноç пĕрле тăрăшни, мĕн пур майсемпе туллин усă курни кирлĕ.  

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика