Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан улталанăр

30 марта 2005 г.

Район прокуратурине çакăн пек хыпар килчĕ. Йĕпреç районĕнчи Липовка ялĕнче пурăнакан, хăйне социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕ тесе пĕлтерсе, РФ Социаллă хÿтлĕх министерствин пенси удостоверенийĕн бланкĕсене 300 тенкĕлле сутать иккен.

РФ Президенчĕн 2000 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнчи 1709-мĕш номерлĕ "Раççей Федерацийĕнче патшалăх тĕлĕшĕнчен пенсипе тивĕçтерессине йĕркелесе  пырассинчи çĕнетмелли майсем  çинчен" Указĕпе тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2000 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнчи 230-мĕш номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинчи граждансене пенсипе тивĕçтерессине Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн территорири органĕсем туса параççĕ. Çавăнпа та Раççей Федерацийĕн Социаллă хÿтлĕх министерствин пенси удостоверенийĕ юридически вăйра тăмасть.

Кунсăр пуçне пенси удостоверенийĕ юрăхсăра тухсан, хушамат, ят, ашшĕ ячĕ улшăнсан е унти тĕрĕс мар сведенисене тÿрлетсен, пенси удостоверенине çухатрăр пулсан, РФ Пенси фончĕн органĕ дубликат парать. Пур чухне те пенси удостоверенине тÿлевсĕрех улăштарса параççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика