Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш наци конгресĕн VI съезчĕн делегачĕсем Раççей Федерацийĕн Президентне В.В. Путина ЧĔНСЕ КАЛАНИ

26 марта 2005 г.

Чăваш наци конгресĕн VI съезчĕн делегачĕсем Раççей Федерацийĕн Президентне В.В. Путина ЧĔНСЕ КАЛАНИ

Хисеплĕ Владимир Владимирович!

Эпир, Чăваш наци конгресĕн VI съездне Чăваш Республикинчен, çавăн пекех Тутарстанри, Пушкăртстанри, Мари Элри, Коми, Мускав, Ульяновск, Самар, Пенза, Саратов, Иркутск, Оренбург, Мурманск, Томск, Тюмень облаçĕсенчи, Красноярск крайĕнчи, Мускав, Санкт-Петербург, Камчаткăри Петропавловск хулисенчи, Казахстанри, Эстонири, Беларуçри, Украинăри чăваш диаспоринчен суйласа янă делегатсем, пĕрлехи йышăнупа Сирĕн пата çак ыйтупа тухатпăр.

Паян Чăваш Республикинче социаллă пурнăçпа экономикăри, обществăпа политикăри лару-тăру йĕркеллĕ. Чăваш Ен çирĕппĕн, пĕр тикĕс аталанса пырать, кунта сывлăх сыхлавĕнче, строительствăра, вĕрентÿ ĕçĕнче, культурăра, социаллă хÿтлĕх сферинче Раççейри тата Пĕтĕм тĕнчери инноваци проекчĕсем ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Ку чухнехи условисенче çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ: нумай нациллĕ республика нацисен тата тĕрлĕ тĕне ĕненекенсен хушшинчи хутшăнусем енĕпе тĕслĕх пулса тăрать, çакна Эсир 2004 çулхи нарăс уйăхĕнче Чăваш Ене килсен хăвăр курса ĕнентĕр. Эпир иккĕленместпĕр: Чăваш Республикин çитĕнĕвĕсем ăна 12 çула яхăн Николай Васильевич Федоров ертсе пынипе те çыхăннă.

Эсир Раççей патшалăхне çирĕплетме, федераци патшалăх йĕркелеме ăнтăлнине эпир туллин ырлатпăр.

Хисеплĕ Владимир Владимирович!

Чăваш Ен Президенчĕн полномочийĕсене памашкăн сире Николай Васильевич Федоров кандитатурине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче пăхса тухма сĕнмешкĕн ыйтатпăр. Н.В. Федоровпа пĕрле эпир Чăваш Ене - Раççей Федерацийĕн пĕр пайне - малашне те пĕр тикĕс аталантармашкăн пĕтĕм вăя хума шанатпăр.

Шупашкар, 2005 çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика