Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк грузлă автомобильсем çÿрессине чакараççĕ

26 марта 2005 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2005 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнчен тытăнса çу уйăхĕн 8-мĕшĕччен Чăваш Республикин харпăрлăхĕнче шутланакан пурте усă куракан автомобиль çулĕсем çинче 7 тонна е ытларах таякан транспорт хатĕрĕсем çÿрессине чакараççĕ. Çак мерăсене транспорта пĕр тикĕс тата  хăрушсăрлăхсăр çÿретес, пурте усă куракан автомобиль çулĕсем ванса пĕтесрен сыхланас тата вĕсем çинчи искусствăлла сооруженисене 2005 çулхи шыв-шуртан хÿтĕлес тĕллевпе йышăнаççĕ.

Чăваш Республикин Транспортпа çул-йĕр хуçалăх министерствине çапла тума хушнă: йывăр транспорт хатĕрĕсем çÿрессине чакармалли тата вĕсен хăвăртлăхне палăртмалли çул-йĕр паллисем лартассине, çавăн пекех 7 тонна тата ытларах таякан (анчах 25 тоннăран ытла мар) транспорт хатĕрĕсене  тÿлевлĕ çÿреме пропусксем парасисне йĕркелемелле. Тÿлевлĕ пропуск илмсе организацисемпе граждансен пĕрлехи тĕп счета 40101810900000010005 №, ăна Раççей Федерацийĕн Финанс министерствин Федераци казначействин Чăваш Республикинчи управленийĕ Чăваш Республикин Чăваш Республикин Наци банкĕн ГРКЦне, Шупашкар хули (10311108032020000120 код) уçнă, Чăваш Республикин Финанс министерствипе килĕшсе палăртнă чухлĕ укçа хывмалла.

Республики Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе çакна та çирĕплетнĕ, танспорт хатĕрĕсем çÿрессине чакармалли тапхăрта çунтармалли-сĕрмелли материалсем турттаракан автомобильсем, завод поставщиксенчен, снабжени базисенчен илсе килекен ял хуçалăх ĕçĕсем тума усă куракан тракторсемпе ял хуçалăх машинисем, медицинăпа ветеринари препарачĕсем, мĕн пур йышши апат тата апат хутăшĕ, вăрлăхпа лартмалли материалсем, минерал удобренийĕсем, ял хуçалăх техники юсама саппас пайсем, ăратлă тата аш-какай комбиначĕсене ăсатмалли выльăх-чĕрлĕх, апат-çимĕçлĕх тырă, пĕр уйăхран ытла мар упрамалли хăвăрт пăсăлакан продуктсем, вĕсене туса хатĕрлемелли чĕр тавар, 1852 номерлĕ автоколонна" республика патшалăх унитари предприятийĕн, акционерсен "1312 номерлĕ автоколонна" уçă обществин халăх валли груз, коммуналлă хуçалăхпа йăла предприятийĕсем тата халăх валли топливо турттаракан, "Ятарлă - шĕвĕ азот", "Авари служби", "Техника пулăшăвĕ" тесе çырнă, çавăн пекех, автомобиль завочĕсенчен хăйсен тĕллĕн килекен автомобильсем, почта, çыхăнăвăн ятарлă автомобилĕсем, чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтернĕ çĕре хутшăнмалли тата Чăваш Республикин харпăрлăхĕн республикăри пурте усă куракан автомобиль çулĕсене пăхса тăракан автотранспорт хатĕрĕсем  валли тÿлевсĕр пропусксем параççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика