Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наказание пăхăнмасан.

26 марта 2005 г.

Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет. Çак каялла таврăнман ытарайми вăхăтра савăнса, тĕрĕс пурăнмалла пек ĕнтĕ. Шел, пурте ун пек шутламаççĕ: çамрăклах преступлени  çулĕ çине тăраççĕ. Тунă преступленишĕн вара явап тытмах тивет. Кун пек чухне те саккун судпа айăпланнисене тĕрĕс çул çине тăма май парать темелле: условно майпа айăплаççĕ, ĕçлесе юсанмалла тăваççĕ. Анчах çаимрăксем хăйсем çитсе тăнă чикĕ ик телейлĕ иккенне ăнланасшăн мар пулмалла.

Хăшĕсем, акă, 2005 çул пуçламăшне районти уголовнăй исполнительнăй инспекцире çул çитмен 14 çамрăка учета илнĕ пулсан (кăçал никама та учета илмен), 5шне учетран кăларнă. Мĕн сăлтавпа; Иккĕшне ирĕкрен хăтарнă, пĕрне - приговор вăхăчĕ тухнипе, иккĕшне - урăх сăлтавсемпе. Урăхла каласан, 18 çул тултарнă хыççăн вĕсене учетра тăракан çитĕннисен списокне кĕртнĕ.

- Хальхи вăхăтра учетра 8ăн тăраççĕ. Çав 14 çынран теприн тĕлĕшпе суд икĕ тĕрлĕ йышăну кăларчĕ: вĕсенчен пĕр приговорĕпе ăна ирĕкрен хăтарнă.

Вулакансем ăнланчĕç пулĕ ĕнтĕ. Условно майпа айăпланă, ĕçлесе юсанмалла тунă тени лăш! сывласа ямаллине пĕлтермест. Уголовнăй-исполнительнăй инспекцинче учетра тăнă чух та уйрăм йĕркене пăхăнмалла. Унсăрăн приговор вăхăтне хуштарма та пулать, ирĕкпе сывпуллашма та. Паян шăпах çакăн пек тĕслĕхсем çинче чарăнса тăрасшăн та эпĕ.

Акă, Муркашра пурăнакан А.В. Павлов 2004 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнче Г.В. Мясниковпа пĕрле, малтанах калаçса татăлса Атапай ялĕ патĕнче хĕрарăма хăваласа çитеççĕ. Ăна чăмăрĕсемпе çапса антараççĕ, унтан вăйпах сумкине туртса илеççĕ. Унти калькуляторпа "Чайка" сехете, шампуне, 100 тенкĕ укçана, паспортпа икĕ çыхă çăра уççине, икĕ кулона пĕр-пĕрин хушшинче пайлаççĕ те, ытти япалисене сумки мĕнĕпех çунтарса яраççĕ вăрманта. Хĕрарăма 525 тенкĕлĕх тăкак кÿреççĕ.

Иртнĕ çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче  район сучĕ вĕсене иккĕшне те РФ УК 161-мĕш статйинчи (2 пай, "а", "г" пунктсем) преступление тунăшăн айăплă тесе йышăнчĕ, 3 çуллăха штраф тÿлеттермесĕр ирĕкрен хăтарма йышăнчĕ. РФ УК 73-мĕш статйипе килĕшÿллĕн наказание условно тесе (тĕрĕслемелли вăхăчĕ 2 çул) шутламалла. Вĕсем çине суд çак тивĕçсене хучĕ: пĕрмай пурăнакан тата вĕренмелли вырăнсене судпа айăпланнисене юсассипе ĕçлекен ятарлă патшалăх органне пĕлтермесĕр улăштармалла мар. Регистрацие вăхăтра çÿремелле.

Анчах та А.В. Павлов тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тумарĕ. Регистрацие вăхăтра пырса сăлтавсăрах çÿремерĕ. Уголовнăй наказание улăштарасси пирки çырсах пĕлтернĕ пулсан та

Кăçалхи мартăн 4-мĕшĕнче район сучĕ уголовнăй исполнительнăй комиссинчен ун пирки тăратнă ходатайствăна пăхса тухрĕ. Вăл çул çитменнипе тата характеристики лайăххине шута илсе, суд УИИ Павлова хушма тивĕçсем пама ыйтнине (килтен 22 сехетпе ирхи 6 сехетчен тухма юраманни, ĕçе вырнаçасси) тивĕçтермерĕ, тĕрĕслев вăхăтне тăсмаллине тивĕçтерчĕ: вăл вăхăта пĕр уйăх хушса пачĕ.

Е тата Йÿçкассинчи Ю.А. Алексеева илер. Вĕсем 2003 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче каçхи 8 сехет иртсен, В.Н. Александровпа калаçса татăлса, çак ялти хваттертен магнитофон, атă-пушмак, куртка тата ытти япаласене пурĕ 5280 тенкĕлĕх вăрласа туха-ççĕ. Иртнĕ çулхи февралĕн 11-мĕшĕнче район сучĕ вĕсене иккĕшне те РФ УК 158-мĕш статйинчи (3 пай) преступление тунăшăн айăпларĕ, икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарма йышăнчĕ. Наказание условно тесе йышăнчĕ, тĕрĕслемелли вăхăчĕ - 1 çулталăк.

Анчах Ю.А. Алексеев наказани вăхăчĕ пынă хушăра тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тумарĕ: уголовнăй исполнительнăй инспекцие регистрацие вăхăтра килменни те пулчĕ, 22 сехетпе ирхи 6 сехетчен килте пулман вăхăтсем те пулчĕç. Условнăй наказание улăштарасси çинчен пĕлсен те. Район сучĕ кăçалхи февралĕн 21-мĕшĕнче унăн тĕрĕслемелли вăхăтне 1 уйăх чухлĕ тăсса пачĕ.

Р.В. Орлов (Муркаш) вара хăйĕн шăпине хăйех йывăрлатрĕ. 2004 çулхи майăн 14-мĕшĕнче Шупашкарти Ленински район сучĕ РФ УК 161-мĕш статйинчи (1 пай) преступление (ушкăнпа çаратни) 6 уйăхлăха ирĕкрен хăтарма йышăнчĕ. Наказание условно йышăнса, тĕрĕслемелли вăхăтне  1 çул та 6 уйăха палăртрĕç. Анчах та вăл хăйне япăх енчен çеç кăтартрĕ: регистрацие  УИИ вăхăтра çÿремерĕ. Çакăншăн Муркаш район сучĕ иртнĕ çулхи августăн 6-мĕшĕнче унăн тĕрĕслемелли вăхăтне 1 уйăха тăсрĕ: хушма тивĕçсене палăртрĕ: 21 сехетрен ирхи 6 сехетчен урама тухмалла мар, УИИ пĕлтермесĕр пурăнмалли вырăна улăштармалла мар.

Çакăн хыççăн та вăл тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тумарĕ. 5 хутчен Орлова условнăй наказание улăштарасси пирки пĕлтерчĕç. УИИ ун тĕлĕшпе уголовнăй наказание улăштарма ыйтса  представлени тăратрĕ. Кăçалхи мартăн 4-мĕшĕнче район сучĕ УИИ ыйтнине тивĕçтерчĕ: Р.В. Орлов суд приговорĕпе палăртнă наказание сĕмсĕррĕн пăснине шута илсе ăна ЧР Шупашкар хулинчи Ленински район сучĕн приговорĕпе 161-мĕш (1 пай) преступление тунăшăн воспитани паракан колоние ярса, 6 уйăхлăха ирĕкрен хăтарма йышăнчĕ.

Г.П. Карпов (Елшик) пирки те çавнах каламалла. 2004 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче ăна РФ УК 112-мĕш статйинчи (2 пай, "г,д" пунктсем) преступление тунăшăн 3 çуллăха ирĕкрен хăтарма йышăнчĕ: тĕрĕслемелли вăхăчĕ - 3 çул. Ун çине çакнашкал тивĕçсем хучĕ: пурăнмалли, вĕренмелли вырăна наказание пурнăçланине тĕрĕслекен ятарлă патшалăх органне пĕлтермесĕр улăштарма юрамасть, 22 сехетпе ирхи 6 сехетчен килте пулмалла.

Анчах та вăл тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тумарĕ. Çавăншăн ăна Муркаш район сучĕ 2004 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче унăн тĕрĕслемелли вăхăтне 1 уйăха тăснă. Çакăн хыççăн та вăл йĕркеленес çул çине тăман: наказание пурнăçламаншăн 4 хутчен çырса асăрхаттарнă.

Район сучĕ кăçалхи мартăн 4-мĕшĕнче УИИ представление тивĕçтерчĕ: Етĕрне район сучĕн Г.П. Карпов тĕлĕшпе кăларнă приговорпа палăртнă условнăй наказание улăштарчĕ, ăна воспитани паракан колоние ярса, 3 çуллаха ирĕкрен хăтарма йышăнчĕ.

Хамăр шăпа - хамăр алăрах. Çамрăксен пуласлăхĕ те хăйсенчен нумай килет. Çакна вăхăтра ăнланса илесчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика