Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пурнăç йĕрки вăй илет

23 марта 2005 г.

Халăхăмăр хушшинчи сиенлĕ йĕркесем уйрăм çын çине çеç тÿнтерле витĕм кÿнипе çырлахмаççĕ: экономика аталанăвне ура хураççĕ, общество юхăмне çăварлăхлаççĕ. Çакна курса-пĕлсе тăракан хуçа сывă пурнăç йĕркине малти вырăна хума тăрăшать. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Давыдов ертсе пыракан "Ударник" сăнавлă производство хуçалăхне çак ретре тесе калатăп. Урăхла епле-ха, ĕçре ялан хастар Йÿçкассисем сывă пурнăç йĕркине пăхăнассипе те районти ытти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемшĕн  тĕслĕх пулса тăраççĕ. Çакă кунта паян пуçланă ĕç мар: йăлана кĕнĕ тăрăх, кăçал улттăмĕш хут "Ударник" сăнавлă производство хуçалăх кубокĕсене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен тата волейболистсен ăмăртăвĕсем иртрĕç. Каласа хăвармалла, хуçалăх çак ăмăртусене кăçал та ытти çулхисенчен япăх мар хатĕрленнĕ, çĕнтерÿçĕсене пама пăхнă призсем те ячĕшĕннисем мар. Çавăнпах пулĕ йĕлтĕр йĕрĕ çинче те, спортзалсенче те (волейболистсен ăмăртăвĕсем вĕсенче иртрĕç) кун каçа хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ.

Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ виçĕ ушкăнпа иртрĕ. Малтанах  вăтам çулхи çамрăксем - 3 яшпа 2 хĕр - 5 тата 3 километр дистанцисемлĕ эстафетăра вăй виçрĕç. Ăмăртăва пынă 15 шкул командинчен кашниех трасса çинче хăвăртлăхпа ăсталăхпа палăрчĕç. Çапах та финиша кăçал Калайкассинчи вăтам шкулăн пĕрремĕш команди пуринчен те малтан çитме мехел çитерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Муркашри вăтам шкулăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш командисем. Сăмах пĕр шкулăн икĕ команди çине çитнĕрен, ăмăртăва çавнашкалах Калайкассисем те икĕ команда тăратрĕç. Вĕсем аслă çулхи ачасем хушшинчи эстафетăра палăрчĕç: кунти яшсемпе хĕрсем 5 тата 3 километрлă дистанцине чупса пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсен хуçисем пулса тăчĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Муркашри вăтам шкулăн пĕрремĕш команди. Ачасемпе çамрăксен В. Егорова ячĕпе хисепленекен Муркашри спорт шкулĕнчен пынă судейство ушкăнĕ пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн "Ударник" сăнавпа производство хуçалăх çирĕплетнĕ куçса çÿрекен кубока кăçал Калайкассинчи вăтам шкул тивĕçни паллă пулчĕ.

... Ăмăртăва 15 шкул команди (вăл шутра Туçи çармăс районĕнчи, Шупашкарти олимп резервĕсен шкулĕн командисем те) хутшăнчĕ пулсан, çитĕннисем хушшинче хамăр районтисемсĕр пуçне Красноармейски тата Вăрнар енчи, Шупашкар хулинчи предприятисемпе организацисен 14 команди килсе çитни ăмăртăва республика сĕмĕ кĕртрĕ. 6 çул каялла хуçалăх шайĕнче йĕркеленĕ çак ăмăрту кăçал республикăмăр шайне тухни Йÿçкасси тăрăхĕнче сывă пурнăç йĕрки малта тăнине çирĕплетет. Ăмăртăва уçнă çĕре хутшăнса район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов çакнашкал ырă пуçарăва районта малалла аталантарма тĕллев пуррине палăртрĕ. "Спортра вăр-вар çамрăк экономика тилхепине пушатмасса шанатпăр. Ку вара пирĕн пуласлăх", - терĕ Юрий Александрович пухăннă командăсене ăнăçлă старт сунса.

Такам çинчен тем каласан та, çак ăмăртăвăн хресна ашшĕне - Платон Павлович Давыдова - ырăпа асăнмасăр иртме çук. "Сывлăх пулсан, ыттине илĕпĕр-ăсталăпăр, çирĕп вăй-халпа экономикăна тĕреклетсе утăм хыççăн утăм малалла тăвăпăр. Эпир сывă пулсан, пулас ăрусемшĕн пирĕн пит хĕретмелле пулмĕ: лайăх вăрлăхран çирĕп тухăç пулать", - терĕ ЧР Патшалăх Канашĕн  депутачĕ Платон Павлович Давыдов спортăн пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса.

... Ăмăрту  условийĕсемпе килĕшÿллĕн шкул ачисем йĕлтĕрпе эстафета чупса çеç ăмăртрĕç пулсан, çитĕннисем йĕлтĕрпе чупнисĕр пуçне волейболла выляссипе те вăй виçрĕç. Ку вара кашни спорт тĕсĕшĕнех ответлăха ÿстерчĕ.

Йĕлтĕрпе чупса ăмăртассипе кăçал Шупашкарти ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсем хатĕрлекен спорт шкулĕн, "Моргаушрайбыт" обществăн, "Ударник" хуçалăхăн, Шупашкарти резинăпа техника изделийĕсен завочĕн, хамăр районти "Лидер" чикĕллĕ яваплăхлă обществăн командисем хастар пулчĕç.

Аслисен волейбол площадкисенчи ăмăртăвĕ финалти вăйăчченех хĕрÿ пычĕ. Кунта Шупашкарти строительство техникумĕн команди малти вырăна тухрĕ пулин те, ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсемпе  "Ударник" хуçалăх спортсменĕсем кубока хăйсен аллинчех хăварчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика