Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăха пăхса ĕçлеççĕ

23 марта 2005 г.

Ярославкăри 9-мĕш номерлĕ "Улыбка" ача сачĕ 1983-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă.

    "Ачасем пирĕн пуласлăх", "Ачасем - пурнăç чечекĕ", - çакăн пек халăхра каланă сăмахсем аса килчĕç ача сачĕ патне çывхарнă май. Мана кунта 2000 çултанпа ертÿçĕ пулса ĕçлекен Надежда Ивановна Платонова кĕтсе илчĕ. Вăл ку ĕçре садике уçнăранпах ĕçлет, малтан аслă ушкăн воспитателĕ пулнă, халĕ те ку ĕçрех тăрăшать.

Кĕçĕн ушкăнри ачасен воспитателĕсем Д.В. Пугачева, Е.Б. Сятыкова, З.Н. Яковлева тата аслă ушкăнри ачасен воспитателĕсем Л.Н. Сорокина, В.Ю. Мочалова питĕ тăрăшса ĕçлеççĕ, хăйсен ĕçне юратса тăваççĕ. Л.Н. Хозикова садикре медицина сестри пулса ĕçлет. Вăл кашни çулах республикăра ирттерекен медсестрасен конкурсне хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Ахальтен мар пулĕ вăл пысăк категориллĕ медсестра.

Çавăн пекех кунта тутлă апат-çимĕç хатĕрлекен Р.С. Тепеева повара та ырăпа асăнас килет. Ăна пулăшаканĕ пулса Р.Ф. Запольская ĕçлет. Садике апат-çимĕçпе тата ытти хатĕрсемпе тивĕçтерекенĕ завхоз пулса ĕçлекен Л.В. Никонова. Вăл та нумай çулсем хушши тăрăшать çак ĕçре.

Ю.П. Усов ачасене музыкăна юратма вĕрентет, юрлама-ташлама хăнăхтарать.

Ача сачĕн спортзалĕнче ачасем хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ, тĕрлĕрен хусканусем тăваççĕ, йĕплĕ кавирсем çинче утаççĕ.

Ĕлĕкхи йăла-йĕркесене, вăйăсене тĕпчесе пухассине те йĕркеленĕ садик ĕçченĕсем, кунти пĕр пÿлĕмре музей пур.

Хальхи самана ыйтăвĕсене тивĕçтерсе ĕçлесе пырать "Улыбка" ача сачĕ. Малашне те вĕсене ĕçре ăнăçу тата çирĕп вăй-хал сунар.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика