Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле, пĕр тĕллевпе, халăхшăн ĕçлетпĕр

19 марта 2005 г.

Епле хăвăрт иртет вăхăт. Сисмерĕмĕр те, хĕлĕ иртсе те кайрĕ. Пирĕншĕн, хваттерсенче пурăнакансемшĕн çапла пуль-ха. Ĕç хыççăн киле таврăнатпăр: ăшă пур, шывĕ юхать, газĕ çунать. Веçех йĕркеллĕ пулнă пирки сисĕнмест те ĕнтĕ вăхăчĕ. Çак пулăшусемпе пире куллен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсем тивĕçтереççĕ.

Самана сакки саккăрла çаптарнă чух кирек епле ĕçре те ура çинче тытăнса тăма, малалла аталанма çăмăл мар. Кирек епле предприятипе организацире те чи малтанах ĕçри тăнăçлăх, ăнăçусем ертÿçĕрен килеççĕ пулсан, тепĕр енчен илсен, коллективра - пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени те ку тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Мăн Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă предприяти хăйсен профессиллĕ уявне мĕнле кĕтсе илет-ха, мĕнле ĕçлеççĕ паян ку коллективра; Паян çак предприяти ертÿçи Ю.Л. Петров хăйсен ĕçĕ -хĕлĕпе паллаштарать.

- Мăн Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă предприятие 1992 çулхи апрель уйăхĕнче йĕркеленĕ. Пирĕн тĕп тивĕç - çынсене пурăнма лайăх условисем туса параси. Тĕрĕсрех каласан, çурт-йĕре юсаса-пăхса тăрасси, пурте усă куракан вырăнсене йĕркеллĕ тытса тăрасси, шывпа, ăшăпа, канализаципе тивĕçтересси, урамсене тирпей-илем кĕртесси т. ыт. те.

Хĕл кунĕсем иртсе кайрĕç ĕнтĕ. Пĕтĕмĕшле илсен Хĕл мучи пире ытлах хăратаймарĕ, пысăк аварисем пулман, çынсене шывсăр, ăшăсăр, электричествăсăр лартман. Вак-тĕвек кăлтăксем пулсан, вĕсене кунти специалистсем çийĕнчех пĕтерме тăрăшнă.

- Юрий Львович, иртнĕ çула пĕтĕмĕшле мĕнле вĕçлерĕр-ха;

- Пирĕн ĕçе пĕтĕмĕшле хакласа укçапа виçме çук. Вăл пĕтĕмпех халăха тĕрлĕ пулăшусем парассипе çыхăннă. Апла пулин те, мĕн пур ĕçсене пурнăçласси укçа-тенкĕрен килет. Коммуналлă предприяти тĕрлĕ енлĕ пулăшусем парать пулсан, хăш-пĕр енĕпе тăкаксем пур. Ку вăл ăшăпа, шывпа тивĕçтерессинче тата мунча ĕçĕнче.

Тĕпрен илсен, иртнĕ çула япăх мар вĕçленĕ. Тĕрлĕ пулăшусемпе ĕçсем туса 2004 çула 1181 пин тенкĕ тупăш илнĕ, ку вăл иртнĕ çулхинчен 2 хут ытла нумайрах. 2003 çулта рентабеллĕх 7,6 процент пулнă пулсан, иртнĕ çулта 13,1 процент пулнă.

- Малашлăха пăхакансем ыранхи кунпа пурăнаççĕ. Ку тĕлĕшпе мĕн калама пултаратăр;

- Пирĕн ĕç пĕтĕмпех халăх валли, вĕсен ырлăхĕшĕн. Акă, сăмахран, Мăн Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх Мăн Сĕнтĕрти, Тренккăри, Москакассинчи, Юнкăри, Кăпасри нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăрать. Урăхла каласан, 76 çуртри 624 хваттер пирĕн çинче. Вĕсем тĕрлĕ çĕрте вырнаçнă пулсан та, эпир тĕрлĕ коммуналлă пулăшусемпе йĕркеллех тивĕçтерсе тăма тăрăшатпăр. Пурнăç малаллах каять. Çавна май, унпа тан пырас тесен, оборудование те çĕнетмелле, юсав ĕçĕсене те пурнăçламалла. Çакна шута илсе ĕнтĕ 2004 çулта 5-мĕш номерлĕ котельнăйне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, пĕтĕм оборудование улăштарнă. Хальхи вăхăтра кунта питĕ хăтлă, Германинче туса кăларнă оборудовани питĕ кал-кал ĕçлет. Тулти сывлăш температурин виçине кура ăшă режимне те оборудовани автоматически йĕркелесе тăрать. Енчен те пĕр насус ĕçлеме чарăнчĕ пулсан, тепри çав самантрах ĕçлеме тытăнать. Пĕр сăмахпа каласан, котельнăйне юсаса çĕнетни пурин кăмăлне те тивĕçтерет. "Сундырский" хуçалăх правленийĕ çумĕнче вырнаçнă котельнăй больницăна, çывăхри урамсене, садика, хуçалăх правленине ăшă парса тăрать. Сăмах май каласан, ăна юсаса çĕнетессине инвестици программине хутшăнса пурнăçланă.

Ытти котельнăйсем те япăх ĕçлеççĕ тесе калас килмест. Сăмахран, Москакасси участокне В.А. Купцов ертсе пырать. Вăл хăйĕн ĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Малтанхи çулта юсавпа техника предприятийĕнчи пĕр котельнăй вырăнне 3 мини-котельнăй лартни те укçа-тенкĕ перекетлеме май пачĕ. Унпа ытти çĕрте усă курма пулать.

- Енчен те сасартăк мĕнле те пулин авари пулчĕ пулсан;

- Ку енĕпе те пăшăрханма кирлĕ мар. Эпир пурте çынсемех. Пирĕн предприятире талăкĕпех диспетчер дежурствăра тăрать. Канмалли кунсенче вара яваплă специалистсем дежурствăра пулаççĕ. Вĕсем ятарлă техникăпа тухса пырса ытти специалистсемпе пĕрле çав пăтăрмаха пĕтереççĕ. Кулленхи ĕçсене пурнăçласа пыма ятарлă техника çителĕклĕ.

- Кăçалхи тĕллевсемпе кăштах паллаштарăр-ха;

Вăй çитнине кура кăçал та чылай ĕçсем пурнăçласшăн. Пир-авăр фабрики çывăхĕнчи котельнăйне юсаса çĕнетмелле. Ăна валли проекчĕ кĕçех хатĕр пулать. Палăртнă ĕçе пурнăçлама программăна кĕрсе юлмалла.

Мăн Сĕнтĕр енĕпе Мичурин урамĕнче насус станцийĕ пур. Унтан та шыва Мăн Сĕнтĕре тÿррĕн юхмалла тăвасшăн, çĕнĕрен пăрăхсем хурса шыв çулне кĕскетмелле. Çынсене шывпа тивĕçтерессипе хальлĕхе пурте йĕркеллех, башньăсем те чиперех ĕçлеççĕ. Шыв пахалăхне те тĕрĕслесех тăратпăр, санитари требованийĕсем ыйтнă нормăра тытса тăма тăрăшатпăр.

- Сире валли çуркуннепе çулла та ĕçĕсем çителĕклех ĕнтĕ.

- Çапла, юр ирĕлсе пĕтсен пирĕн ĕçсем татах хушăнаççĕ. Чи малти вырăна урамсене тирпей-илем кĕртесси тухса тăрать. Кăçал çулла çуртсем йĕри-тавра та çĕнĕ картасем тытасшăн.

ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, кăçал - Парксемпе садсен çулталăкĕ. Мăн Сĕнтĕрти паркра хĕллех тирпей-илем тунă, хăрăк йывăçсене, туратсене касса тирпейленĕ. Ытти ĕçсене, йывăçсем лартассине çĕрсем типсен пурнăçламалла. Пур çĕрте те тирпей-илем хуçалантăр тесе тăрăшмалла.

Кăçал пуриншĕн те чаплă уяв - Аслă Çĕнтрÿ тунăранпа 60 çул çитет. Çакă вара ку енĕпе яваплăха татах та ÿстерет.

- Коллективра ăнланулăх пулсан ĕçлеме те çăмăл. Ку енĕпе мĕн калама пултаратăр;

- Мăн Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă предприятире хальхи вăхăтра 86 çын ĕçлет. Калас пулать, вĕсенчен кашниех хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлма тăрăшать. Профессилле уяв çитнĕ май хăшне-пĕрне паян ятранах асăнса хăварас килет.

В.В. Петровский тĕп инженер, А.П. Мамутин инженер, В.В. Краснов котельнăй операторĕ, Ф.Г. Толстов водитель, Г.В. Филичкин слесарь-сантехник, С.П. Данилова оператор, А.Н. Симаков котельнăй операторĕ, В.М. Кондратьев тасатакан сооружени операторĕ, И.М. Зайцева тĕп бухгалтер т. ыт. те хăйсен тăрăшуллă ĕçĕпе тав сăмахĕсене тивĕçлĕ.

- Юлашкинчен мĕн калама пултаратăр;

- Коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсен хăйсен професси уявĕ пурри пирĕн ĕçе те çĕршывра тивĕçлĕ хак панине пĕлтерет, ответлăха ÿстерме хистет.

Уяв уявах ĕнтĕ. Хамăр коллективпа эпир яланах уяв ячĕпе тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсене ирттеретпĕр. Кăçал та хамăрăн йăларан пăрăнас темерĕмĕр - кире пуканĕ çĕклессипе, пăшалтан перессипе, армреслингпа, канат туртассипе ăмăртусем ирттеретпĕр. Сăмах май çакна та каламалла. Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕ çуллен ирттерекен спартакиадăна, районти ăмăртусене те хутшăнма тăрăшатпăр. Сывă пурнăç йĕрки хальхи вăхăтра пур çĕрте те хальхи вăхăтра яланах малти вырăнта пулмалла. Çакна паян пурнăç ыйтать.

Паллах, пирĕн ĕçре йывăрлăхсем те, çитменлĕхсем те çук мар. Унсăрăнах пулмасть. Анчах та коллективра пурте пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлесен йывăрлăхсене çĕнтерсе мĕн палăртнине пурнăçласса шанас килет.

Юлашкинчен вара коллектив ĕçченĕсене пурне те уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, пурнăçра телей, çемьере килĕшÿ, ĕçре ăнăçусем сунатăп.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика