19 марта 2005 г.
"Коллектива хытă шанатăп"
Килĕшмелле, çăмăлах мар паян хуçалăхсемпе предприятисене. Анчах та йĕри-тавралла пăхăр-ха: хăш коллектива халăхпа ĕçлеме пĕлекен, халăха ĕçлеттерме пĕлекен хуçа ертсе пырать, вĕсем пурнăçăн улшăнса тăракан юхăмĕнче те çухалса каймаççĕ. Ура çинче çирĕп тăма та вăй-хал тупаççĕ. "Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх" МУП ĕçлекенсен ку тĕлĕшпе, чăннипех те, телей пур çав. 1984 çултанпах асăннă предприятие Н.А. Шишкин (сăн ÿкерчĕкре) ертсе пырать. Салтак шинельне хывнă хыççăнах районти юсавпа техника предприятийĕнче ЛМУ инженерĕнче ĕçлеме пуçланăскер ăнăçу кашни çын ÿсĕмĕнчен килнине ăша хывнă. ЛМУ ертсе пынă (1981-84 çç) чух (фермăсене механизацилессипе мĕнле ĕçлетчĕç ун чух) та, паянхи должноçа йышăнсан та вăл çакна чи мала хунă: коллектив пуласлăхĕ - кадрсенче. Хăй ĕçне пĕлсе тăвакан специалистсене питĕ хаклать Николай Александрович:
- Вăйлă специалистсем ĕçлеççĕ пирĕн коллективра, - тет вăл хăй кун пирки.
Чăнах та, хĕл иртсе кайрĕ. Пĕр аварисĕр, пĕр тикĕссĕн иртрĕ вăл. Çутăсăр, шывсăр, ăшăсăр ларман пĕр кун та Муркашсем. Ку çеç-и; Тĕрлĕ енлĕ вĕт пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра вăй хуракансен ĕçĕ: коммуналлă мунчана та, тасатмалли сооруженине те йĕркеллĕ ĕçлеттермелле, канализаци сетьне те чипер тытса тăмалла, санитари тасатăвне те вăхăтра ирттермелле. Муркаш урамне тирпей-илем кĕртессипе камсем ĕçлеççĕ тетĕр эсир? Каллех вĕсем. Кунсăр пуçне миçе нумай хваттерлĕ çурта пăхса тăраççĕ: сахал-и кунта ĕç? Е тата сирĕн чÿрече рамисем, алăк блокĕсем тутармалла-и? Урайне те çĕнетес килет-и? Камран пулăшу ыйтас-ши тесе пуçăра ан ватăр: "Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх" МУП пек шанчăкли, ĕçе вăхăтра тата типтерлĕ тăваканни çывăхра урăх кам пулĕ?
Газоэлектросварка, шыв пăрăхĕсемпе ăшă стечесене монтаж тăвассипе те, металлоконструкципе те çыпăçуллă пулать вĕсен ĕçĕ.
Çакна валли вĕсен транспорчĕ те (экскаваторĕ, бульдозерĕ, самосвалĕ, бортлă машина, автобус) кирлĕ оборудовани - веçех пур. Кĕркунне-çуркунне суха тума тракторĕсем çеç мар, плугĕсем те пур. Хăйсен ĕçченĕсене вĕсем йÿнĕ хакпах сухаласа параççĕ.
Машина-автобус кирлĕ пулсан та вĕсем ку тĕлĕшпе яланах хавас. Коллективрисене вара инçех каймалла мар ĕçсене тума вĕсем тÿлевсĕрех параççĕ.
Мĕн те пулсан кăлтăк сиксе тухрĕ пулсан: çутă пĕтсе ларчĕ е шыв çук, т. ыт. те - "Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх" МУП авари бригади çийĕнчех ĕçе пуçăнать: çĕрле-тĕк, çĕрле, уявра чух -уявра, канмалли кунсенче те - ниме пăхмасăр! Вăт, çапла пĕр пысăк аварисĕр, тикĕссĕн ĕçлет коллектив. Пĕлтĕр çеç мар, 20 çул ытла çапла ĕнтĕ. Мĕншĕнне Николай Александрович сăмахĕсенченех ăнлантăр пулĕ: коллектив пултарулăхĕнче.
Кунта тата хамран та хушса калас килет. Ертÿçĕре тата çак икĕ ен пулмаллах: ăмсанманлăх тата çилле хăваламанни. Унсăрăн коллектив çирĕплĕхĕ саланасси темиçе кунлăх çеç. Чăннипех те, савăнать Н.А. Шишкин хăйĕнче çак икĕ ен пурришĕн те.
Çăмăл тетĕр-и тата ĕçлеме пĕлекен туслă коллектива чăмăртама; Ертÿçĕре ĕçлеме пуçланă 21 çулран 10шĕ коллектива пуçтарнă, дисциплина çирĕплетнĕ çĕре кайрĕ тесен те йăнăш пулмасть. Ĕç укçара çеç мар, вăйлă специалистсенче иккенне лайăх ăнланни ĕнтĕ çак пысăк ĕçсене йĕркеллĕ туса ирттерме май пачĕ - кашни хваттере шыв, газ, хăт кĕртнĕ: ванна, туалет туса панă. Николай Александрович ĕçлеме пуçличчен çаксем нимĕн те пулман вĕт.
- Пирĕн ĕçре икĕ тĕп япала тĕп вырăнта пулмалла, - тет вăл. - Дисциплина тата ĕç хăрушсăрлăхне сыхласси. Çавăнпах ĕнтĕ кашни ĕç кунне вăл ĕç сыхлавĕ пирки асăрхаттарнипе пуçлать те дисциплинăпа пĕтерет (ĕç вăхăтĕнче ÿсĕр çÿрекенсене валли вырăн çук ку коллективра). Вĕсемсĕр вара кунта ниепле те май çук. Электричествăпа тивĕçтересси, газ котельнăйĕсемпе (вĕсен вара 9 тата 2 хутмалли котельнăй - районти Культура çурчĕн тата "Восточная" урамĕн) ĕçлесси - чăннипех те, çав тери пысăк хăрушлăхлă обьектсем. Тимлĕхсĕр кунта пĕр çеккунтлăха та юрамасть.
Хĕл чиперех иртрĕ, ав. Апла пулсан Муркашри "коммунальщиксем" иртнĕ çулхи экзамена чиперех тытрĕç: çăвĕпе ĕçленине вĕсенне шăпах хĕл тĕрĕслет-çке. Çуркунне иртнĕ-иртмен çĕнĕрен хĕле хатĕрленме пуçлаççĕ вĕсем. Мĕн чухлĕ ĕç туса ирттерчĕç пĕлтĕр те: 2002 çулта вĕсен балансĕ çине 6 котельнăй (Сыпайри, Ярапайкассинчи, Шурчари, Матьăкри, Анаткассинчи, Ярославкăри) куçарчĕç: пурте çаксем авариллĕ лару-тăрусенче. Иртнĕ çул вĕсене йĕркене кĕртсе çитерчĕç. Ярапайкассисенне юсама çеç мĕн чухлĕ укçа кайрĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсен çивиттисене юсассипе нумай тимлерĕç. Электричествăпа, ăшăпа тивĕçтерессипе лару-тăрăва йĕркеллĕ тытса пыраççĕ.
Çитменлĕхсемсĕрех (камăн çук вĕсем;) мар ĕнтĕ. Хăш-пĕр çуртсене, ав, ăшă çителĕксĕр пырать. Котельнăйсенче 100 градуса çитерсен те, вĕсенче питĕ ăшă пулмасть: кунта ăшă трассине улăштармалли пирки ыйту тăрать. Ку тĕлĕшри юсав пирки те ĕçлеççĕ: министерствăра калаçусем пыраççĕ. Пĕлтĕр "Октябре - 50 çул" урама каякан ăшă трассине улăштарчĕç.
Вăт, шывпа лару-тăру йывăртарах. Ку ыйтăва та пĕр самантлăха та манмаççĕ вĕсем: Муркашра пурăнакансене шывпа йĕркеллĕ тивĕçтерес тĕлĕшпе проектпа смета документацине хатĕрлеме пуçланă. 2006 çулта ку тĕлĕшпе инвестицине кĕресшĕн. Çак пысăк ĕмĕте пурнăçласан - шыв пăрăхĕсене улăштарса реконструкци тусан, шыва насус станцийĕ витĕр тухмалла тусан, шыв пĕр пек пусăмпа кашни çурта йĕркеллĕ пырса тăрĕ: хăть мунча хутнă кун, хăть хăш кун: хулари пек.
Хушса калани: Предприяти иртнĕ çул тăкаксăр ĕçлерĕ. Парăмсем те нумай мар: уйăхран уйăха татса пыраççĕ вĕсене. Коллективри вăтам ĕç укçи 3061 тенкĕпе танлашать. Ку вăл виçĕм çулхипе танлаштарсан, 631 тенкĕ нумайрах.
Кăçал тумалли тепĕр пысăк ĕç вăл - тасатмалли сооруженине ("Моргаушавтотехсервисăн" тасатмалли сооруженийĕ вĕсен балансĕ çинче) реконструкци тăвасси. Çакна валли 9 миллион та 400 пин тенкĕ укçа уйăрнă ĕнтĕ. Çак пысăк мероприятие туса ирттерсен, тасатмалли сооружени пахалăхлă ĕçлеме пуçлĕ: таса шыв тухĕ, экологи тĕлĕшĕнчен те тавралăх лайăхланĕ. Мĕншĕн тесен технологине йăлт улăштарма палăртнă, озонлама тĕв тунă.
Тепĕр кăçалхи тĕллев вăл - çÿлерех асăннă Муркашсен балансĕ çине куçарнă 6 котельнăйран (вĕсем 1 миллион та 200 пин тенкĕ патне тăкак кÿреççĕ) иккĕшне мини-котельнăй çине куçармалла. Çакă тăкаксене чакарма май парĕ.
Çапла вара хĕле хатĕрленес ĕçе (ăшă трасси çинчи, котельнăйĕнчи, шывпа тивĕçтерес, электрохуçалăхри ĕçсем) сентябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне йăлтах вĕçлесшĕн. Иртнĕ çул çÿп-çап турттармалли çĕнĕ автомашина илнĕччĕ. Кăçал лайăх ĕçлесе çĕнĕ ассенлизатор-машина туянасшăн.
- Çакăн пек маттур специалистсем пур чухне ку тĕлĕшпе пĕр иккеленÿ те çук, - тет Н.А. Шишкин . Проффесси уявĕ умĕн вĕсене ятранах асăнмалла пуль: В.В. Фомин инженер, С.Н. Тимофеев инженер-энергетик, электриксенчен В.Н. Павлов мастер-контролер, С.А. Хрусталев, газоэлектросварщиксенчен Н.С. Матвеев ĕç сыхлавĕн инженерĕпе Ю.Г. Любимов* В.И. Орловпа И.Н. Егоров сантехниксем, В. А. Хлашев экскаваторщик, Г.Е. Охотин водитель, котельнăйсенчи операторсенчен Ю.Г. Щегольков, А.В. Виноградов, Г.С. Щеглова мунчари ĕçсене йĕркелесе ертсе пырать, А. В. Башкирова, Н. Г. Петрова, А.А. Магаева бухгалтерсем, С.Н. Степанова инженер-снабженец, А.М. Григорьев тракторист, А.Н. Иванов ассенизатор машинăпа ĕçлекен водитель, В.Г. Петров водитель (çÿп-çап пуçтаракан машинăпа ĕçлет), С.В. Романов столяр-плотник, тасатмалли сооруженисен лаборантки З.Д. Кириллова тата ыттисем те.
- Укçа-тенкĕ çителĕксĕрри йывăрлăх кăларса тăратать, паллах. Пирĕн ĕçлеме пултаракан коллектив лайăх. Шанатăп ăна, - тет Н. А. Шишкин. - Çитес çулсенче пур котельнăйсене те мини-котельнăйсем çине куçаратпăрах, вĕсене паянхи куна тивĕçтерекен оборудованисем лартатпăрах. Ура çине çирĕп тăратпăрах.
Çапла пултăрччĕ. Ăнăçу "Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх" МУП ĕçченĕсенне çулне уçсах пытăрччĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"