Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патриотсене ÿстерессишĕн

12 марта 2005 г.

 

Иртнĕ юн кун Муркашри лицей канашĕ Шупашкарта Çар Мухтавĕн музейĕнче пулнă. Çак экскурсин тĕллевĕ – лицеистсене Аслă Отечественнăй вăрçă историйĕпе  анлăрах паллаштарса патриотизмла  воспитани парассин витĕмлĕхне ÿстересси.

Музейра вĕсем тĕрлĕ экспонатсем урлă  вăрçă событийĕсемпе анлăрах паллашнă, çĕр пÿртре, çар госпиталĕнче, Çĕнтерÿ площадĕнче пулнă. Юлашкинчен вырăссемпе турккăсен çапăçăвĕ çинчен «Турецкий гамбит» ятлă кинофильм курнă. Лицей канашĕн членĕсем çак куна питĕ усăллă ирттернĕ, унпа кăмăллă юлнă, патриотизмла туйăмпа каялла таврăннă.

Ветерансемпе тĕл пулнă

Иртнĕ юн кун, мартăн 9-мĕшĕнче, Муркашри вăтам шкулти «УЮТ» республикăра Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа  60 çул çитнине халалласа паттăрлăх урокĕсем иртнĕ. Уйрăмах Н.М. Кондукторова ертсе пынипе йĕркеленĕ класс тулашĕнчи мероприяти интереслĕ иртнĕ. Унта Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ А.К. Капитонов тата Ф.А. Артемьева ĕç ветеранĕ хутшăннă. Вĕсем вăрçă çулĕсене аса илнĕ, ун чухнехи пурнăç çинчен каласа панă. Ун хыççăн шкул ачисем хăйсем вăрçă çинчен мĕн пĕлнине пĕлтернĕ, аслашшĕсен аса илĕвĕсем çинчен каланă. Ачасем урокра активлăх кăтартнă, ветерансем каланине те пысăк интереспа итленĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика