Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастарлăха чакармасть

01 марта 2005 г.

 

Çын ĕçпе илемлĕ, теççĕ халăхра. Кирек ăçта вăй хурсан та, пултаруллă çынна тÿрех асăрхаççĕ. Ялта пурăнаканăн вара ĕç тиркесе тăма вăхăт çук.

Шарпаш ялĕнчи А.И. Иванов пирки те çапла калама пулать. Вăрçă пĕтнĕ çул çуралнăскер, йывăр вăхăт пулнă пирки ачаллах ĕçе кÿлĕннĕ. 8 класра вĕреннĕ чухнех плугарьте тимленĕ, çав вăхăтрах экзаменсене те тытнă. Вăтам шкул хыççăн районти çар комиссариачĕ янипе Шупашкарта десантниксен шкулĕнче вĕреннĕ.

Вăхăт çитсен Алексей Ивановичăн та çара кайма ят тухнă. Виçĕ çул хушши Тула хулинче десантниксен дивизийĕнче пулнă вăл. Çар службинчен таврăнсан та Чапаев яч. хис. хуçалăхра тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Шарпашрти фермăра пушмак пăрусем çитĕнтернĕ, строительсен бригадирĕ, кладовщик та пулнă. Пĕр сăмахпа каласан, икĕ алла усса ĕçсĕр ларма хăнăхман Алексей Иванович. Яланах пултаруллă пулнипе, коллективпа пĕр чĕлхе тупма пĕлнипе палăрса тăнă.

2004 çулхи февраль уйăхĕнчен тытăнса А.И. Иванов Чапаев яч. хис. хуçалăхра комплекслă бригада бригадирĕнче тимлет. Кунта самăртакан вăкăрсем кунне 400-шер грамм ытла ÿт хушаççĕ, апат çителĕклĕ.

Алексей Иванович обществăлла ĕçрен те нихăçан та пăрăнман. Вăтăр çул ытла халăх заседателĕ пулнă. Иртнĕ çул ăна ял старостине суйланă. Çакă каллех вăл ялта хисеплĕ çын пулнине çирĕплетет. Мĕншĕн тесен, старостăна суйличченех 2002-2003 çулсенче вăл яла газ кĕртессишĕн тăрăшнă. Халĕ вара шыв кĕртессипе тимлет. Шарпаш ялĕнче уйрăм скважина тумалла, ăна валли проект хатĕрлемелле, укçи-тенки те кирлĕ.

Шухăшсăр пурăнаймасть Алексей Иванович. Апла пулин те, пур çĕре те ĕлкĕрет, тăрăшать. Мăшăрĕпе Елизавета Сергеевнапа виçĕ ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ 4 мăнукĕ вĕсене савăнтараççĕ. Мăшăрĕ те ĕçчен те сăпайлă хĕрарăм, ĕмĕр тăршшĕпех фермăра пăру пăхнă çĕрте вăй хунă.

Тивĕçлĕ канăва тухма та вăхăт çитет пулин те, çав-çавах канăçсăр-ха, хастарлă А.И. Иванов. Мал ĕмĕтпе, ыранхи кунпа пурăнаканскерăн мĕн палăртнисем пурнăçланса пыччăр. Халăхпа пĕрле пулсан темле йывăрлăха та çĕнтерме пулатех.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика